Иван Скобревран тĕслĕх илет

12 Мар, 2015

Шупашкар районĕнчи Чантăрта пурăнакан Федоровсен çемйинче пĕрин хыççăн тепри 10 ача кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ кашнине тĕрĕс воспитани пама, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Вĕсен ывăл-хĕрĕ тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшнă. Халĕ аслисем йăваран вĕçсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Надежда конькипе чупас енĕпе чылай çитĕнÿ тунă. Шăллĕ Атнер та унран юласшăн мар. Аппăшĕпе пиччĕшĕн çулне кĕçĕнни те, Салампи, суйланă. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта Андриян Николаев космонавта тата хула йĕркеленнĕренпе 55 çул çитнине халалланă ăмăрту иртнĕ. Унта Надежда, Атнер тата Салампи Федоровсем хăйсен виçисенче 1-2-мĕш вырăнсене йышăннă. Амăшĕн Раиса Николаевнăн ачисен çĕнтерĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Атнер вара кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ.

Ялти уçă сывлăшпа киленсе ÿснĕ каччă тĕп хулари 62-мĕш шкула çÿренĕ. Ашшĕпе амăшĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне Атнера музыка шкулне янă. Вăл баян уйрăмĕнче ăсталăха туптанă, тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Республика шайĕнче иртнĕ фестивальте 3-мĕш вырăн та йышăннă вăл. 15 çулта чухне çамрăк пуласлăхне спортпа çыхăнтарма шухăшланă. Атнер унччен те сывă пурнăç йĕркине пăхăннă-ха, футболла выляма кăмăлланă. Çав вăхăтра аппăшĕ Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти училищинче ăсталăха туптанă. Шăллĕ те спортăн çак тĕсĕпе интересленме тытăннă. Çапах çывăх çыннисем Атнер суйланă çула ырламан, ăна музыка енĕпех кайма хистенĕ. Пурпĕрех вăл музыка шкулĕпе сывпуллашса аппăшĕ ăс пухакан вĕренÿ заведенине çул тытнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.