Комментировать

12 Мар, 2015

Тантăшĕсем тăвайккинче ярăннине чÿречерен çеç сăнайнă

Федот Никитич Орлов... Совет Союзĕн Геройĕ, летчик. Унăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен Аркадий Ĕçхĕл çырнă "Ăмăрткайăк" поэмăна, хăй аса илсе хайланă "Юрататăп Тăван çĕршыва" кĕнекене эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вуланăччĕ. Каярахпа Василий Эктелĕн "Пархатар" романĕпе паллашрăм. Халĕ, чăвашсен мухтавлă арĕ çинчен хаçатра çырма хатĕрленнĕ май, вĕсене алла тепĕр хут тытрăм. Ача чухнех пуçа пăраланă ĕмĕтсем - паттăрăн тăван ялне çитсе тата вăл пурăннă çурт-хваттере кĕрсе курасси - тинех пурнăçланчĕç. Пĕлтĕр Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ямаш ялĕнче пултăм, çак кунсенче вара Федот Никитичăн арăмĕпе, 92 çула пуснă Александра Алексеевнăпа, курса калаçрăм. Тĕнчипе паллă летчик 1988 çулта пурнăçран уйрăлнă. Пĕлетĕр-и: çавăнтанпа мăшăрĕ унăн пÿлĕмĕнчи пĕр япалана та улăштарман. Акă паттăр ентеш хăй аллипе тытса вуланă кĕнекесем, вăл усă курнă сĕтел-пукан, вăл çутнă лампа, кантăк айĕнчи вăл пăхса çамрăклăхне аса илнĕ сăнÿкерчĕксем... Çан-çурăма темĕнле асамлă туйăм çупăрларĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕçсене шарт сиктернĕ ентеше курнăнах туйăнчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.