Комментировать

12 Мар, 2015

Пирус туртакансене курмăш тумалла-и?

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнче Пируспа кĕрешмелли саккунăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕчĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, 2013 çултанпа, саккун пурнăçа кĕнĕренпе, Раççейре туртакансен йышĕ 16-17% сахалланнă, кашни 6-мĕш çын усал йăларан писнĕ. Вĕсен хисепĕ çулран-çул сахалланасса çав тери шанас килет те - хальлĕхе халăх шухăшлавĕ тĕпренех улшăнайманнине сисетпĕр: вокзал çывăхĕнче, транспорт чарăнăвĕнче, ытти çĕрте пирус туртакансене, подъездра çăра тĕтĕм хăваракансене асăрхатпăр. Çав сывлăша сывлани туртнинчен те сиенлĕрех пулнине тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çÿлерех асăннă саккуна пирус туртманнисен правине хÿтĕлес тĕллевпе йышăннă, апла пулсан ăна пăсакансене курмăш тумалла мар, вĕсемпе çине тăрса кĕрешмелле.

Юраман вырăнта чĕлĕм мăкăрлантаракансене кăна мар, сигарет сутакан лаптăксене те улшăнусем пырса тиврĕç. Сăмахран, пируса уççăн рекламăлама чарчĕç. Халĕ, тĕслĕхрен, лавккасен сентри çинче пирус курупкисем выртмаççĕ - вĕсене уйрăм каталогра кăна курма пулать. Киосксенче сигарет вуçех те сутма юрамасть. Çакна кура сутуçăсем ĕçрен туха-туха кайрĕç. Ара, тупăш пĕчĕк, ăна кура - шалу та. Пирус, эрех-сăра пекех - чи лайăх каякан тавар. Зал калăпăшĕ 25 тăваткал метртан пĕчĕк пулсан сигарет сутма чараççĕ текен сас-хура та çÿрерĕ пĕр вăхăт. Çапах депутатсем пĕчĕк бизнеса ура хумарĕç: суту-илÿ вырăнĕн лаптăкне шута илмелле мар тесе йышăнчĕç. Анчах чÿречерен пирус сутма чарнă. Саккун ыйтнине тивĕçтерсе Шупашкарти хаçат-журнал сутакан чылай киоск павильона çаврăнчĕ. Чăн та, киввисем хула сăн-сăпатне пăсатчĕç, хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ курăнмастчĕç.

Хулаçум автовокзалĕ çывăхĕнче киоск-павильон чылай, юлашки вăхăтра вĕсем те çĕнелчĕç, илемленчĕç. Мĕн кăна сутмаççĕ унта? Хаçат-журналпа пĕрлех «фанфурик» та, сигарет та... Халăх мĕн ытларах ыйтать - çавна сĕнме тăрăшнине ăнланмалла: предпринимателĕн те пурăнмалла, сутуçăсене те шалу тÿлемелле. Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ хыççăн киоскра пирус сутма юрамасть. Сутуçăсем пăхăнаççĕ-и ăна? Çакна тĕрĕслес тĕллевпе вокзал таврашĕнчи киоска пырса туртмалли ыйтрăмăр. Пире кирлĕ тавара сутуçă чип-чиперех кăларса тыттарчĕ, çывăхрах полици пункчĕ ĕçленине те уямарĕ.

- Кунта сигарет сутма юрамасть вĕт, - калаçрăм сутуçăпа курупкана каялла тăснă май.

- Пĕлетĕп-ха... - терĕ вăл сăпайлăн.

- Апла мĕншĕн сутатăр? Е хуçа çапла тума хистет-и?

- Çынсем ыйтаççĕ те... - пулчĕ хурав.

Çав организацин çул урлă вырнаçнă киоскĕнче те, ытти çĕрте те сутуçăсем никотинлă тавара сутни пĕртте иккĕлентермерĕ.

«Чукун çул вокзалĕ» чарăну тĕлĕнче «Хаçат-журнал» тесе çырнă суту-илÿ точкисем хăтлăланчĕç - киоскран павильон статусне илчĕç. Çавăнпа сутуçăсем пируса нимĕн шикленмесĕрех кăларса тыттараççĕ халĕ. Курăнмалла вырăна «Кунта пирус сутаççĕ» тесех çырса хунă. Каллĕ-маллĕ кумакан çынсене те сăнарăмăр: пĕри те тепри чĕлĕм мăкăрлантарать, вĕсене никам та асăрхаттармасть.

Раççейри саккуна тĕпе хурса пирĕн депутатсем пирус сиенĕнчен хăтарас, çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасшăн. Халăх сĕнĕвне шута илнĕ май туртма юраман вырăнсен списокĕ татах та вăрăмланĕ. Анчах саккун туллин ĕçлессе шанас килет. Ăна пурнăçа кĕртес енĕпе йĕрке хуралçисемпе пĕрле халăхăн та çине тăмалла, мĕншĕн тесен пирĕн ачасем çакна курса ÿсеççĕ. Вĕсен тата хамăрăн сывлăхшăн эпирех яваплă.

Алина ИЗМАН.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

  • Чăваш Енри Роспотребнадзорăн управленийĕ пĕлтĕр 89 çынна административлă майпа явап тыттарма, 758 пин тенкĕлĕх штрафлама протокол çырнă. Ку йышра юраман çĕрте чĕлĕм паклаттаракансем те, сигаретпа сутă тăвакан предпринимательсемпе юридици сăпатĕнчи çынсем те пур.
  • ЧР ШĔМĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта полицейскисем çĕнĕ саккуна пăснă 588 тĕслĕх тупса палăртнă, 250 пин тенкĕлĕх штраф шыраса илме йышăннă. Кăçалхи икĕ уйăхра 240 протокол çырнă. Вăл шутра çул çитмен 5 çамрăкăн ашшĕ-амăшне штрафланă, вĕсен ачисем юраман çĕрте пирус туртнă.
  • ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăри халăхăн 24% пирус туртать. Юлашки пилĕк çулта вĕсен йышĕ 13,5% чакнă.
  • Чăвашстат хыпарланинчен çакă паллă: 2014 çулта, 2013 çулхипе танлаштарсан, табак сутасси 8% чакнă.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.