Вăрçă хыççăн амăшне 33 çул кĕтнĕ

18 Июн, 2015

Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕренпе, пирĕннисем вĕсене çапса аркатнăранпа çул хыççăн çул хыçа юлать... Шел те, асаплă çав кунсене чăтса ирттернисен йышĕ чакса пырать. Вăрçă тутине астивнисем пурте тенĕ пекех 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Чĕрисенче капланнă хурлăхпа вĕсем ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ. Мĕн чухлĕ юн çĕре тăкăннă, хура çĕр куççульпе йĕпеннĕ... Çав кунсене манас тесен те пуçран кăлараймăн. Адольф Картинен пурнăçĕ пирки каласа кăтартнине итлетĕн те - тĕлĕнетĕн. Кун-çулĕ ытла та йывăр килнĕ унăн. Финн хушамачĕллĕ вырăс каччи Чăваш Ене епле лекнĕ? Шупашкара ăна йывăр шăпа илсе çитернĕ.

Финн хушамачĕ концлагерьтен çăлнă

Пĕр тапхăр финсем Совет Союзĕн чикки урлă эртелĕ-эртелĕпе каçнă. Адольф Тойвовичăн ашшĕ те Ленинград облаçне çапла майпа лекнĕ. Финн каччи çав тăрăхра çуралса ÿснĕ вырăс хĕрĕпе çемье çавăрнă, Свирьстрой поселокĕнче тĕпленсе пурăннă. Картиненсен ачисенчен 1935 çулта çуралнă Адольф çеç сывă-чĕрĕ çитĕнме пултарнă, ыттисем пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Чăннипе, малтанах вĕсен хушамачĕ Каортинен пулнă. Ун чухне документсене хатĕрленĕ чухне ят-шывра йăнăш тăвасси сайра тĕслĕх пулман. Çапла вĕсен те хушаматĕнче «о» саспалли çухалнă. 1937 çулта Адольф Тойвовичăн ашшĕпе кукашшĕне халăх тăшманĕ тесе персе пăрахнă. Пĕчĕк ача амăшĕпе тата кукамăшĕпе тăрса юлнă. Шăпа ун чухнех Адольф Тойвович çирĕплĕхне тĕрĕслеме хатĕрленнĕ тейĕн.

Çемьене ахаль те çăмăл килмен. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Адольф Тойвовичăн амăшне, медицина ĕçченне, пĕрремĕш кунсенчех вăрçа илсе кайнă. Çапăçура аманнă салтаксене вăл 1945 çулчченех сипленĕ.

Вăрçă кĕрлеме тытăннăранпа вăхăт нумай та иртмен - Свирьстрой поселокне фашистсем, финсем, çитнĕ. Ирсĕрсем халăха машинăна тиесе таçта илсе кайнине ун чухне пĕчĕк пулнă Адольф халĕ те асран кăлараймасть. Картиненсен йытти машина хыççăн хашкаса чупнă. Анчах тăватă кустăрмаллă техникăна мĕскĕн чĕрчун ăçтан хăваласа çиттĕр? Фашистсем халăха Карелири концлагере илсе çитернĕ.

Адольф Тойвовичăн кукамăшне, нумай чĕлхе пĕлекенскере, фашистсем куçаруçă тăвасшăн пулнă. Анчах вĕсене чунран курайман ватă хĕрарăм оккупантсем майлă ĕçлеме килĕшмен. Çавăнпах ăна ахаль те сахал çитерекен апат та ыттисенчен катăкрах лекнĕ. Ватă хĕрарăм ăна та пулин мăнукне тыттарнă. Хăй çимесĕр пурăнсан та ача сывлăхĕшĕн пăшăрханнă вăл.

- Кукамай нимĕçсем майлă ĕçлес марришĕнех выçса вилчĕ, - ассăн сывларĕ Адольф Тойвович. Асламăшĕ яланлăха куç хупнă хыççăн концлагерьти çынсем, поселокри ентешĕсемех, арçын ачана хăйсен хÿттине илсе пăхма тăрăшнă. Пĕр самант Адольф Картиненăн пурнăçĕнче хĕвеллĕ кун пекех çырăнса юлнă. Пĕррехинче лагерьтисем арçын ача валли тĕрлĕ çĕтĕк-çатăкран сюртук çĕлесе панă. Телее, пĕчĕкскере фашистсен тыткăнĕнче нумай пурăнма пÿрмен. Кăштахран ăна финн тесе Финляндие ăсатнă. Лере арçын ачана пĕр çемье усрава илнĕ. Хăйсен пепке пулманран Адольфа вĕсем тăван ачи пекех пăхнă, ĕçе хăнăхтарнă. Адольф Тойвович финсен çемйинче выльăх-чĕрлĕх пăхнине кăштах астăвать. Виçĕ класс пĕтернĕ Адольф вырăс чĕлхине манса финла пупленĕ. Унта вăл Çĕнтерÿ çывхариччен пурăннă.

 Каялла - Совет Союзне

1945 çулта совет салтакĕсем вырăс ачисене шыраса тупса эшелонпа тăван тăрăха ăсатнă. Адольфăн ăшпиллĕн йышăннă çемьерен каяс килнĕ-и е çук-и - никам та ыйтса тăман. Вакун хăтлах пулманни, варринче кăмака ларни халĕ те унăн куçĕ умĕнчех. Ун чухне хĕллехи сивĕ шатăртатнă. Çул çинче пĕчĕк Адольф чирлесе ÿкнĕ. Ачана Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинчи больницăра антарса хăварнă. Сипленнĕ хыççăн ăна унти ача çуртне вырнаçтарнă.

- Вырăсла пачах пĕлместĕм, çавăнпа питĕ йывăрччĕ. Çумра çывăх çын çук. Çур çул та иртмерĕ - ача çуртне салатрĕç. Мана теприне куçарчĕç. Унта каллех хăнăхмалла - çĕнĕ çынсем, çĕнĕ йĕрке... - иртнине куç умне кăларчĕ Адольф Картинен. Çитменнине, тăлăх вĕренÿре юлса пынă. Пĕррехинче педагогсем пуху та ирттернĕ - ку ачапа мĕн тумалла? Вĕсем ăна шелленĕ, аттестачĕ çине «3» паллăсем лартса панă.

Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан техникума кĕмешкĕн медкомисси тухмалла, документсем хатĕрлемелле пулнă. Шăп çавăн чухне финн хушаматне улăштарасси пирки ыйту сиксе тухнă. Адольф Тойвовича «Малахов Сергей Васильевич» ят килĕшнĕ те вăл ăна суйланă. Тухтăрсем ÿсĕм¬не кĕлеткине кура палăртнă. «Сергей Малахов» Рыбинскри вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕç тупнă. Кĕçех «Сергей Васильевич» çемье çавăрнă. 1954 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна çара илнĕ. Икĕ çул çурăран вăл çем-йине таврăннă. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Унтан вăл Архангельскри портра вăй хунă. Кайран ăна пĕлĕшĕ ОБХССра ĕçлеме сĕннĕ. Ригăра вăл офицер ятне илнĕ, милицире вăй хунă.

Улттăмĕш пÿрне...

Милицире ĕçлекен Адольф Тойвовича /ун чухне вăл Малахов хушаматпа çÿренĕ-ха/ 10-мĕш класс пĕтернĕ хĕрĕ кĕтмен çĕртен пĕр ыйтупа чăрмантарнă: вăл хăйĕн амăшне мĕншĕн шырамасть? Ашшĕ ăна ăçта шырамаллине пĕлмен-мĕн. Çапах вĕсем çыру çырса кирлĕ çĕре янă. Хурава самай кĕтнĕ.

- Пĕррехинче телефон шăнкăртатрĕ. Леш енчен хĕрарăм сасси илтĕнчĕ. Анне шăнкăравланине тÿрех ĕненмерĕм... - хумхануллă саманта аса илчĕ Адольф Тойвович. Хĕрарăм тÿрех унăн сылтăм аллинче улттăмĕш пÿрне йĕрĕ пурри-çуккипе кăсăкланнă. Адольф Тойвович ултă пÿрнепе çуралнă, ăна пĕчĕк чухнех касса илнĕ, анчах шăмă йĕрĕ юлнă. - Çав шăмă пулсан эсĕ - манăн ывăл, - малалла калаçнă хĕрарăм. Кун пирки пĕр çын çеç пĕлме пултарать-çке-ха. Адольф Тойвовичăн савăнăçпа тулнă чĕри тухса тарасла кăлт-кăлт тапнă. Амăшĕ вăрçă хыççăн иккĕмĕш упăшки патне Шупашкара куçса килнĕ иккен. Ывăлĕ ăна курма, унăн çумне йăпшăнма, йывăр çак çулсенче ăна амăшĕн ăшши çитменни пирки каласа кăтартма ĕмĕтленнĕ. Хăйне çуратнă çынни патне тинех çула тухнă вăл.

- Анне патне питĕ васкарăм. Вăл мана аэропортра кĕтсе илмеллеччĕ, анчах пирĕн çулсем темле майпа юпленнĕ. Адресне пĕлеттĕм. Унта çитсе унăн упăшкипе, шăллăмпа тата йăмăкпа паллашма ĕлкĕртĕм. Мана шыраса хăшкăлнă, эпĕ килменрен хурланнă анне киле йĕрсе ярасла таврăнчĕ. Каçарăр та, ун чухне савăннипе куçран куççуль тухнине сăмахпа каласа кăтартаймăп, - Адольф Картинен пĕр вăхăт шăпланчĕ. Амăшне вăл 33 çул кĕтнĕ. Вăл вăрçăран сывă таврăннă-и е унтах выртса юлнă-и - пĕлмен. Кĕтнĕ вăл ăна, чăтăмсăррăн кĕтнĕ...

Кун хыççăн «Сергей Малахов» хăйĕн чăн хушаматне тавăрнă та Чăваш Ене, амăшĕ патне, куçма пуçтарăннă. Кунта вăл республикăри ШĔМĕн тÿрленÿ ĕçĕсен пайĕнче ĕçлеме тытăннă. Икĕ следстви изоляторне 15 çул пĕччен ертсе пынă, унтан 1-мĕш следстви изоляторне ятарлă учет пуçлăхне куçнă. Унта чылай çул ĕçленĕ. Халĕ Шупашкарта пĕчченех пурăнать. Арăмĕнчен 13 çул пурăннă хыççăн уйрăлнă. Санкт-Петербургра тĕпленнĕ хĕрĕ ăна хăйĕн патне чĕнет. Анчах Чăваш Ен уншăн чуна çывăх тăрăх пулса тăнă. Кунта вăл амăшĕпе тĕл пулнă-çке...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.