Archive - Aug 2018 - Хресчен сасси

август 29th

Иçĕм çырлине халĕ Чăваш Енре чылайăшĕ çитĕнтерет. Çавăнпа та вулаканшăн çĕнĕлĕх мар ку пулăм. Канаш районĕнчи Калиновкăри пек пахчаçăсем вара республикăра сайра. Пĕри тепринчен маттуртарах вĕсем. Пĕр-пĕринпе канашласа вăй хуни вĕсене ĕçре пулăшса пырать.

Инкек куçран пăхсан…

Валентина ПЕТРОВА.

Канаш районĕнчи Калиновкăри Семеновсен улми те, çырли те лайăх çитĕнет. Вĕсен пахчи иçĕм çырлипе çеç мар, ытти çимĕçпе те пуян. Мĕн кăна ÿсмест унта! Киви, абрикос, кизил, персик, черешня, фундук, аçтăрхан мăйăрĕ, кедр, шелкопряд… Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.

Çăтмах пахчи

Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Тăвай районĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пĕр хут паракан тÿлевсĕр юлнă.
Тăвай районĕнче пурăнакан арçын прокуратурăран пулăшу ыйтнă. Ашшĕ, 90 çулти вăрçă ветеранĕ, Аслă Çĕнтерÿ 73 çул çитнĕ ятпа панă тÿлеве илеймен иккен. Право органĕ çăхава тĕрĕсленĕ май çакă палăрнă: РФ Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи уйрăмĕ ветерана пĕр хут паракан тÿлеве илмелли списока кĕртмен-мĕн. Ывăлĕ кун пирки РФ Пенси фончĕн уйрăмне те çитнĕ, анчах тĕрĕслĕхе тавăрайман.

Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирмăра вырма вĕçленнĕ ĕнтĕ. Халĕ ĕçченсем йĕтем çинче пĕрчĕллĕ культурăсене тасатса типĕтеççĕ, кĕрхисене акаççĕ.

«Вырма иртнине сиссе те юлаймарăмăр»

Лариса НИКИТИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

август 22nd

Иртнĕ вырсарникун Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парни» ял хуçалăх продукцийĕсен уйăхлăхĕ уçăлнă. Вăл октябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать.

Ятарлă уйăрнă вырăнсенче хула çыннисем хушма, фермер хуçалăхĕсенчен, организацисенчен çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнне тÿлевсĕрех уйăраççĕ. Çак кунсенче çĕр улмине 1 кг — 20-25, сухана — 20-30, ыхрана — 120, пан улмине, грушăна 40-50 тенкĕпе сутнă. Унсăр пуçне çынсем ярмăрккăра çамрăк хунав, калча та туянма пултарнă.

Вăл «Гражданин начальник», «Страна глухих», «Президент и его внучка», «Женский роман» тата ытти кинофильмра вылять. Ăна Раççей киностудийĕнче кăна мар, Англири кинокартинăсене те ÿкерĕнме чĕнеççĕ.

Наталия ЧИСЛОВА. Пушкăртстан, Пелепей хули.

Pages