Çемьери туслăх ĕçре палăрать

22 Çурла, 2018

Фермер хуçалăхне 4,5 гектартан пуçланă вăл. Хăйĕн, мăшăрĕн тата амăшĕн çĕр пайĕнчен. Ерипен ăна пысăклатса пынă: лаптăксене ял çыннисенчен тата ял тăрăхĕнчен арендăна илнĕ. Паян 400 гектара яхăн çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Сăмахăм Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Александр Владимиров çинчен пырать.

Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем

Александр Петровича хăй вăхăтĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркелеме мĕн хистенĕ-ха? «Малтан «За коммунизм» совхозра трактористра, комбайнерта вăй хутăм. Ачасем ÿссе пыни, вĕсене малалла вĕрентес ĕмĕт фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хистерĕ. Çапла вара 2000 çул пуçламăшĕнче фермер пулса тăтăм. Малтанах нумай çул ÿсекен курăксем, тыр-пул тата çĕр улми çитĕнтертĕмĕр. Вăл вăхăтра «иккĕмĕш çăкăрпа» тупăш илме пулатчĕ. Çавна май кивĕ техника илсе юсаттăм. Фермер хуçалăхне аталантарма кредит илес темен, хамăрпа хамăр çаврăнма тăрăшнă», — терĕ вăл иртнине аса илнĕ май.
Хальхи вăхăтра Владимировсем ытларах тĕш тырă çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне 5 гектар çинче — çĕр улми. «Пĕр çулхине çак пахча çимĕçе шултра тесе никам та туянмарĕ. Ун хыççăн лаптăка тăруках чакартăмăр. Пĕлтĕр те кăçалхинчен сахалтарах лартрăмăр. Шел, кăçал çумăр çуманран тухăç пĕчĕк пуласси куç кĕретех», — пăшăрханса калаçрĕ кил хуçи.
Калаçăва малалла тăснă май выльăх-чĕрлĕх пирки сăмах хускатмасăр чăтаймарăм. Ара, чылай фермер ĕне выльăхпа усă курать-çке паян. Александр Петрович вара çак çул-йĕре йышăнмасть. «Манăн выльăх тарçи пулас килмест, — терĕ вăл. — Сăмахран, тимĕр-тăмăр çĕмĕрĕлсен ăна тÿрлетме май пур. Выльăх вара чирлесен вилме те пултарать», — пулчĕ хурав.
Тимĕр-тăмăр «чĕлхине» лайăх ăнланать арçын. Кивĕ техника туянать те унтан- кунтан тÿрлетсе ăна ĕçе юрăхлă тăвать. Унсăр пуçне вăл «Кулибин» та. Ывăлĕпе кĕске вăхăтрах трактор пуçтарнă. Унпа халĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. «Тимĕр ута» юратасси вара ачаранах пырать. Александр Петрович Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри совхоз техникумра ăс пухнă, тракторист, техник- механик профессисене алла илнĕ. «Ача чухнехи пурнăçа куç умне кăларатăп час-часах: кÿршĕ ĕçрен тракторпа таврăнсан апат çиме пăрахсах ун патне чупаттăмăр. Халĕ çак профессипе кăсăкланакан ачана тупаймастăн ялта», — чунне уçрĕ арçын. Ача çеç мар, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пултаракан çын та çук иккен. Чылайăшĕ ют тăрăха ĕçлеме çÿрет. Владимировсен вара виçĕ ачи те ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех темелле. Чăн та, Ирина кăштах аяккарах, çак тăрăхри Çÿлти Вăрманялĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать. Марина тата Миша çемйисемпе кÿршĕрех йăва çавăрнă. Çавна май ашшĕ- амăшне хуçалăх ĕçĕсенче пулăшса пыраççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче пурте пĕрле тăрăшаççĕ. Сăмахран, вырмара Александр Петрович штурвал умне ларать, Миша хиртен тырă турттарать, кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Геннадьевна вара çĕнĕ тыр-пула складра йышăнать. Кинĕ е хĕрĕ çемьене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Çемье туслăхĕ ĕçре палăрать. Пĕр-пĕрне хисеплесе вăй хураççĕ вĕсем. Ара, ахальтен мар виçĕ пĕртăван аслă шкул хыççăн яла юлнă. Хĕрĕсем, йĕкĕрешсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă: Марина — агроном, Ирина — экономист- менеджер. Миша вара Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-программист профессине алла илнĕ. Кĕçĕн Владимировсем шкулта вĕреннĕ чухнех çĕр ĕçĕпе кăсăкланнă. Унсăр пуçне техникăпа та. Паян вĕсем пурте праваллă, «хурçă ута» çăварлăхлама пултараççĕ.

Куç илеме юратать

Калаçăва кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Геннадьевна та хутшăнчĕ. Вăл, Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра çуралса ÿснĕскер, Вăрнарти совхоз техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Ăна направленипе Канаш районĕнчи «За коммунизм» совхоза янă. Асăннă хуçалăхра тата «Пучах» колхозра зоотехникра тăрăшнă, çак тăрăхрах çемье çавăрнă. Упăшки фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытнине хĕрарăм ырланă. Паян вăл Александр Петровичăн сылтăм алли тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен хут ĕçне пĕтĕмпех вăл йĕркелесе пырать. «Халĕ компьютер пĕлни те кирлĕ çав. Ку тĕлĕшпе Марина пулăшса пырать мана», — терĕ хастар хĕрарăм.
Людмила Геннадьевна питĕ чечек килĕштерет. Çавна пулах Владимировсен кил хуçалăхĕ чечек ăшне путнă, çăтмах пахчи тейĕн. Мĕн тĕрли кăна çук! Çак чирпех хĕрĕ Марина та «чирленĕ». Çапла амăшĕпе хĕрĕ ăмăртса чечек çитĕнтереççĕ тейĕн. «Упăшка техника юратать пулсан, эпĕ илеме кăмăллатăп», — чунри вăрттăнлăхне манпа пайларĕ вăл.
Ачаранах яла юратнăран çак профессие алла илнине пĕлтерчĕ. «Эпĕ хула пурнăçне пĕрре те ăмсанмастăп. Çав «тăваткал ещĕкре» /хулари пÿлĕм/ пурăнас килмест манăн. Паянах виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтеретпĕр тесен те хирĕçлетĕп. Ара, ял пурнăçне мĕн çиттĕр? Пахчара чечексем илем кÿреççĕ, юна-шарах — вăрман, уçă сывлăш. Шел, пĕр çитменлĕх пур ялта: кану вырăнĕсем çитмеççĕ», — хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Людмила Геннадьевна. Çавăнтах Марина та шухăш-кăмăлне уçăмлатса: «Эпĕ те аннепе килĕшетĕп. Пахчари мĕн пур чечеке хулари хваттере вырнаçтараймăн. Ял пурнăçĕ мана та питĕ килĕшет», — терĕ.
«Хĕрарăм телейĕ мĕнре е камра-ши?» — ыйтмасăр чăтаймарăм кил хуçи хĕрарăмĕнчен. «Ман шутпа, мăшăрта, — тÿрех хуравларĕ вăл — Александр Петровичпа эпир 30 çул ытла пĕрле пурăнатпăр. Çак тарана çитсе те упăшкана ÿсĕр курман эпĕ. Сăра-эрех тĕлĕшпе тарăхтарман мана. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратать». Паллах, ашшĕ-амăшне кура ачисем те туслă, маттур çитĕннĕ. Юратупа, пилпе çуралнăскерсем яланах телейлĕ.

Парк тулли техника

Александр Владимиров фермерпа техника паркне курса çаврăнтăмăр. Мĕн кăна çук унта! Тепĕр хуçалăхăн та пĕчĕкрех вăл. «Техника нихăçан та çитмест. Сăмахран, лаптăка ÿстернĕ тĕк ун валли урăх йышши кирлĕ пулать: хăватлăраххи, энергие перекетлекенни. Хамăр ĕçсене пурнăçлама техника пирĕн çителĕклĕ, анчах та çĕннине, лайăхраххине туянас килет. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни ура хурать. Иртнĕ çул тыр-пул тухăçпа савăнтарчĕ, анчах унăн хакĕ чакрĕ. Çавна пула çĕнĕ техника илес ĕмĕт те пăчланчĕ. Çуркунне тырра хаклăрах сутма май пулчĕ. Çав вăхăтрах удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ÿсрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Çитменнине, çанталăк та чăрмав кÿрет. Урпа, кĕрхи тулă вырса пĕтертĕмĕр. Гектарти вăтам тухăç 20 центнер çеç пулчĕ. Ăна та бункер виçипе анчах шутланă», — малалла сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Александр Петрович каланă тăрăх, уй-хирте çурхи тулă çеç юлнă. Ăна вырма тухнă ĕнтĕ. Унăн тухăçĕ вара тата та пĕчĕкрех пуласси куç кĕрет. «Кăçал посадка çуммипе чылай культура пĕтрĕ. Уй варринче çеç юлчĕ. Те хамăр ĕçлеме пĕлеймерĕмĕр? Паллах, çумăр çуманни те чăрмав кÿчĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ арçын. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.