Ял ĕçчене кăмăллать

29 Çурла, 2018

Иçĕм çырлине халĕ Чăваш Енре чылайăшĕ çитĕнтерет. Çавăнпа та вулаканшăн çĕнĕлĕх мар ку пулăм. Канаш районĕнчи Калиновкăри пек пахчаçăсем вара республикăра сайра. Пĕри тепринчен маттуртарах вĕсем. Пĕр-пĕринпе канашласа вăй хуни вĕсене ĕçре пулăшса пырать.

Инкек куçран пăхсан…

Григорий Анисимовăн пахчинче маларах 70 сорт иçĕм çырли пулнă. Халĕ 25-ĕшне пăрахăçланă кил хуçи — пиçсе çитеймеççĕ. Вĕсене вăл пурне те хăй вăхăтĕнче Ростов тăрăхĕнчен илсе килнĕ.
Çар хĕсметĕнчен таврăнсан чăваш каччи Украинăра, Ростов тăрăхĕнче шахтăра ĕçленĕ. Аварие пула сулахай аллине çухатнă. Çирĕп чунлăскер пуçне усман, тăван ялне таврăнса кун-çулне пахча ĕçĕпе çыхăнтарнă. «Иçĕм çырлине пирвайхи хут арăм лартрĕ, — калаçăвне пуçларĕ Григорий Анисимович. — Шăтăка вĕтĕ чул, хăйăр ярсах ĕçлерĕ. «Мана кун пек культура кирлĕ мар», — терĕм эпĕ хирĕçлесе. Каярахпа ку ĕç мана та килĕшрĕ, ăна хам çине илтĕм. Çитменнине, хăрах алăпа та ĕçлеме пулать: е çулçине, е туратне тататăп. Çырлине те пуçтаратăп».
Вăл каланă тăрăх, пахчара халĕ 200 тĕп иçĕм çырли. Ытларах ир пулакан, вăтам ир пулакан сортсем. Хăшне-пĕрне акă тĕрев чăтайман, ишĕлсе аннă. Самай шултăра çимĕçсем çĕре перĕнеççĕ. «Çитес вăхăтрах тĕревсене тăратмалла, майламалла, — терĕ арçын. — Çимĕçе татма та вăхăт çитетчĕ те…»
«Çу пуçламăшĕ сивĕ пулнăран иçĕм çырли аптăрамарĕ-и?» — кăсăкланатăп эпĕ. «Июнь пуçламăшĕнче тăм ÿкрĕ. Çавна май 30 проценчĕ хуралса ларчĕ. Тăм ÿкни, пăр çуни ку культурăна амантса хăварать, чирлеме пуçлать. Ирхине тăрсанах пахчана тухатăп, тÿрех иçĕм çырлине пăхса çаврăнатăп. Çулçă сарăхма тытăнни чир паллине пĕлтерет. Ăна вăхăтра сиплемесен вăл çырли çине те куçать», — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать ăста пахчаçă.
Калиновкăра халĕ тутлă çак çимĕçе пурте çитĕнтереççĕ тейĕн. Чылайăшĕ унăн сапанне Григорий Анисимовичран илнĕ. «Кам ĕçлеме юратать — унăн иçĕм çырли пур, — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. — Акă кÿршĕ Николай Владимиров 84 çулта пулсан та ÿстерет».
Тухăç та кăсăклантарчĕ. Пĕлтĕр, çанталăка пула, питех савăнтарайман вăл. Виçĕм çул вара вунă кÿме /тележка/ татнине палăртрĕ кил хуçи. Пĕр тĕмĕрен 3-шер витре пуçтарма пулать. Кăçал теплицăна та темиçе тĕп лартнă. Хĕле хатĕрленнĕ май иçĕм çырлине тăпрапа çеç хуплать вăл. Унăн хулăнăшĕ — 20 см яхăн.
Çакна та асăнмасăр иртме май çук: Григорий Анисимович хăй пурăннă, ĕçленĕ вырăна кайса çÿрет. Унтан нихăçан та пушă алăпа таврăнмасть, кашнинчех Ростов тăрăхĕнчен çĕнĕ сорт иçĕм çырли хунавне илсе килет. Хăй валли çеç мар, юлташĕсем валли те.
Сусăр тесе кулянса лармасть вăл. Пурнăçра хăй валли юратнă ĕç тупнă. «Мĕнпе те пулин кăсăкланмалла. Эрех-сăра ĕçнин мĕн усси? Иçĕм çырлине пăхса киленетĕп, ĕçлесе хавхаланатăп», — терĕ шухăшне пĕтĕмлетнĕ май. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.