Комментари хушас

Иртнĕ вырсарникун Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парни» ял хуçалăх продукцийĕсен уйăхлăхĕ уçăлнă. Вăл октябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать.

Ятарлă уйăрнă вырăнсенче хула çыннисем хушма, фермер хуçалăхĕсенчен, организацисенчен çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнне тÿлевсĕрех уйăраççĕ. Çак кунсенче çĕр улмине 1 кг — 20-25, сухана — 20-30, ыхрана — 120, пан улмине, грушăна 40-50 тенкĕпе сутнă. Унсăр пуçне çынсем ярмăрккăра çамрăк хунав, калча та туянма пултарнă.

«Кĕр парнисем» уйăхлăх августăн 25 — октябрĕн 14-мĕшĕсенче Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче иртмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.