Кино каçĕ

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Кино каçĕ» акцие хутшăнать. Кăçал мероприяти республикăра виççĕмĕш хут иртет. Çак кун пĕр харăс темиçе лаптăкра кинофильмсем кăтартма палăртнă.
Акци август уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 20 сехетре пуçланать. «Чăваш Енре пĕр харăс 100 лаптăкра кинофильмсем кăтартмалла, — пĕлтернĕ ЧР Культура министерствинче. — Акци тапхăрĕнче кăтартма халăх сасăлавĕ тăрăх çĕнтернĕ виçĕ кинокартинăна суйласа илнĕ».
Çĕнтерÿçĕ фильмсем: «Танки» /режиссерĕ Ким Дружинин\, «Рубеж» /режиссерĕ Дмитрий Тюрин\, «Последний богатырь» /режиссерĕ Дмитрий Дьяченко\. Кăмăл тăвакансем вĕсене тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.