Дина Корзун амăшĕ — Пушкăртстанран

Вăл «Гражданин начальник», «Страна глухих», «Президент и его внучка», «Женский роман» тата ытти кинофильмра вылять. Ăна Раççей киностудийĕнче кăна мар, Англири кинокартинăсене те ÿкерĕнме чĕнеççĕ. Сăмах Мускавра, Греципе Испанире, Швейцарире иртнĕ кинофестивальсенче тĕрлĕрен призсемпе премисем, гран-при илме тивĕçнĕ Дина Корзун актриса (сăн ÿкерчĕкре) çинчен пырать.

«Страна глухих» картинăн режиссерĕ Валерий Тодаровский /унта актриса Яя рольне вылянă/ Дина Корзуна «пуласлăх актриси» тесе хакланă. Кам-ха вăл Дина Корзун? Калас пулать, Смоленск хулинче çуралса ÿснĕ хĕрĕн йăх-тымарĕ Пушкăртстанран тухни пире савăнтарать. Актрисăн амăшĕ Ольга Дмитриевна /хĕр чухнехи хушамачĕ Григорьева/ — чăваш хĕрарăмĕ. Вăл 1948 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ял тăрăхне кĕрекен Чупукаран ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Пишпÿлекре 10 класс пĕтернĕ хыççăн Ольга Григорьева Самара вĕренме кайнă. Каникул вăхăтĕнче Смоленск тăрăхĕнче пурăнакан тăванĕсене курма кайни унăн пурнăçне пĕтĕмпех улăштарнă. Оля хăй вĕренекен аслă шкула пăрахса пĕрре курса килĕштернĕ хулана куçса кайнă. Малтан вăл унта техникум, унтан институт пĕтернĕ. Александр Корзун белоруспа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1971 çулта Корзунсен çемйинче хĕр çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Дина ят хунă. Тĕрлĕ сăлтава пула амăшĕ хĕрне пĕччен çитĕнтернĕ. Ÿсерехпе вăл балетпа, ташăпа кăсăкланнă, ÿнер шкулне çÿренĕ. 1990 çулта вара Дина Мускаври Чехов ячĕллĕ МХАТ студи-шкулне вĕренме кĕнĕ. 1995 çултан МХАТ актриси пулса тăнă. Тĕрлĕ спектакльте вылянă май ăсталăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. «Театральные дебюты Москвы» фестивальте «Любовь Крыму» спектакльте хĕрарăм рольне питĕ лайăх вылянăшăн вăл приз илме тивĕçнĕ.
Çамрăк актрисăн ăсталăхне кинорежиссерсем те асăрханă, тĕрлĕ фильма ÿкерĕнме чĕннĕ. «Страна глухих» илемлĕ фильмри рольшĕн Дина Корзун 1998 çулта «Ника» тата «Золотой Овен» премисене тивĕçнĕ. Швейцарире вара «Звезды завтрашнего дня» кинофильмри рольшĕн — гран-прие. Чулпан Хаматова актрисăпа пĕрле шыçă тата ытти йывăр чирпе нушаланакан ачасене пулăшмашкăн «Подари жизнь» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ.
Амăшĕ Ольга Дмитриевна халĕ Мускавра пурăнать. Вăл каланă тăрăх, Дина шкулта вĕреннĕ чухне унăн чăваш сăмахĕсен словарĕн блокночĕ пулнă. Кукамăшĕпе амăшĕ калаçнине илтсе хĕрача пĕр вăхăт чăваш чĕлхипе кăсăкланнă. Вăл чăвашла калаçма пĕлмест пулсан та ăнланать.
Хальхи вăхăтра Дина çемйипе Пушкăртстанри Чупукаран ялĕнче канать. Мăшăрĕ Луи унта утă çулма, ĕне сума вĕреннĕ иккен. Çавăн пекех çăкăр пĕçерме те. Кăçал вĕсем Ольга Дмитриевна валли тăван ялĕнче икĕ хутлă кермен лартса панă. Малашне çуллахи вăхăта амăшĕ унта ирттересшĕн.
Дина пурнăçне Швейцари çыннипе, Луи Франк режиссерпа, композиторпа, актерпа çыхăнтарнă. Вăл — виçĕ ача амăшĕ. Франк çемйи икĕ çĕршыв тĕп хулисенче — Мускавра тата Лондонра — пурăнать.
Актрисăн ячĕ-шывĕпе белоруссем питĕ мăнаçланаççĕ. Чăннипех те пултаруллăскерпе мĕншĕн мухтанас мар? Пушкăртстан чăвашĕсем те халĕ унпа мăнаçланаççĕ. Тем тесен те çак актрисăна чăваш хĕрарăмĕ çуратнă-çке. Малалла вулас...
 

Наталия ЧИСЛОВА. Пушкăртстан, Пелепей хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.