Ир тăракан тутă пулнă

Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирмăра вырма вĕçленнĕ ĕнтĕ. Халĕ ĕçченсем йĕтем çинче пĕрчĕллĕ культурăсене тасатса типĕтеççĕ, кĕрхисене акаççĕ.

«Вырма иртнине сиссе те юлаймарăмăр»

Çиллĕ, уяр кунсем тăнăран хирте трактор хыççăн тусан вĕçет. Паркри хăватлă пĕтĕм техника хире куçнă тейĕн: кĕрхи тулă акаççĕ, им-çамланă вăрлăха турттараççĕ, пысăк михĕсене кранпа пушатаççĕ… Типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
— Пирĕн 590 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăвармалла. Хальхи вăхăтра çурри ытла акнă ĕнтĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çывăх вăхăтра вĕçлемелле, — ăнлантарчĕ Эдуард Калишов агроном.
Ир тăракан тутă пулнă. Кăçал «Пионер» агрофирма районта çурхи ĕçсене те, вырмана та чи малтан тытăннă, пĕрремĕш вĕçленĕ. Хирте ăнса пулнă тырра «Полесье», «Акрос» комбайнсемпе Владимир Мардарьев, Юрий Павлов, Иван Иванов, Сергей Кириллов вырнă. Владимир Иванов, Игорь Елизаров, Константин Васильев водительсем хиртен турттарса тăнă. Пÿлмене 4224,4 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ. Типĕ çанталăка пăхмасăр тухăç аван, гектар пуçне вăтамран 46 центнер тухнă. Кĕрхи урпа вара 52,5 центнертан иртнĕ.
— Кăçал çанталăк мĕн акса-лартса хăварнине вăхăтра пуçтарса кĕртме пулăшрĕ темелле. Пĕлтĕр çумăра пула вырма хĕнпе иртрĕ, çĕрле те ĕçлеме тиврĕ. Хальхинче хире комбайнсене сывлăм типсен кăна кăларнă. Таврана каçхи сĕм çапсанах кĕнĕ. Çавăнпа тыррăн нÿрĕклĕхĕ 10-12 процент çеç. Ăна комплекспа типĕтсе тăкакланман. Çакă чĕр таварăн хăй хаклăхне те пĕчĕклетет, — терĕ Эдуард Михайлович. — Тыр- пула йăлтах вырса пĕтернĕ. Халĕ техника культурисем кăна 350 гектар юлнă. Лаптăкра десикаци тунă, çывăх вăхăтра вĕсене те вырма тытăнмалла.
Кăнтăр вăхăчĕ çитнĕ май хире Игорь Мидаков машинăпа апат турттарса çитрĕ. Ĕçченсем ешĕл курăк çине вырнаçрĕç. Кĕçех таврана техĕмлĕ шăршă сарăлчĕ.
— Кĕрхи ĕçсем мĕнле иртсе пыраççĕ? — ыйтрăм вĕсенчен.
— Вырма иртнине сиссе те юлаймарăмăр. Çанталăк ăшă, типĕ тăни, хăватлă техника пурри, ĕçе лайăх йĕркелени пулăшрĕ пулас, — хуравларĕç механизаторсемпе водительсем. — Тырă тухăçĕ те савăнтарать. Малалла вулас...

Лариса НИКИТИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.