- Чăвашла верси
- Русская версия
Улми лайăх-и, çырли лайăх-и?
Канаш районĕнчи Калиновкăри Семеновсен улми те, çырли те лайăх çитĕнет. Вĕсен пахчи иçĕм çырлипе çеç мар, ытти çимĕçпе те пуян. Мĕн кăна ÿсмест унта! Киви, абрикос, кизил, персик, черешня, фундук, аçтăрхан мăйăрĕ, кедр, шелкопряд… Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
Çăтмах пахчи
Арпус, дыня та пиçсе çитнĕ. Кăçал май, июнь уйăхĕсем сивĕ пулчĕç, çапах пылак çимĕçсем те ĕлкĕрнĕ. «Хăш вăхăтра акрăр?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Шыв çиелте пулнăран июнь пуçламăшĕнче теплицăна кĕме май çукчĕ. Çавăнпа асăннă уйăх варринче çеç акрăмăр, пĕрех пулса çитрĕç», — кăмăллăн калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ Зоя Аркадьевна. Хăш-пĕр çул вĕсен виçи 8-9 кг çитни те пулнă иккен. Арпус теплицăра та, уçă вырăнта та çитĕнет.
Пахча çимĕç валли Семеновсем виçĕ теплица ăсталанă. Унта помидор, хăяр, пылак пăрăç хăйсен тухăçĕпе савăнтараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне унтах иçĕм çырли, персик та ÿсет. Йывăç-тĕм хушшинчех вĕлле хурчĕсем сĕрлеççĕ. Акă ăçта вăл çăтмах пахчи! Тĕрĕссипе, иçĕм çырли кар-тишренех пуçланать. Паянхи кун ăна 25 сорт çитĕнтереççĕ.
Пахчана илем кÿрекен чечексем вара куçа йăмăхтараççĕ. Кĕл чечек çеç 20 сорт. «Хура тĕсли çитмест-ха, ăна лартасшăн, — пĕлтерчĕ кил хуçи Анатолий Семенов. — Хамăр тăрăхри Михаил Андреев пахчаçă пама шантарчĕ».
Хитрелĕхпе киленсе çÿреме аван. Анчах тĕслĕхлĕ пахчаçă пулма чылай тăрăшмалла. Паллах, вĕсене ку тĕлĕшпе мăнукĕсем, кинĕ Лена пулăшнине палăртрĕ Зоя Аркадьевна. Акă мăнукĕсемпе Альп тăвĕсем ăсталанă вĕсем. Ун çумĕнчех хĕллехи сад тума палăртаççĕ. Халĕ шăпах çак тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Семеновсен пахчи ыттисенчен уйрăлса тăрать. Кунта улма-çырласăр, пахча çимĕçсĕр пуçне тĕрлĕ кÿлепе вырăн тупнă. Вĕсене Анатолий Семенович гипсран, бетонран ăсталать. Аист, слон, крокодил, гномик, шапа, хур-кăвакал… хăнасене ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Кÿлепесем тумалли мастерской та юнашарах.
«Вĕсене чун ыйтнипе ăсталатăп, — малалла тăсăлчĕ калаçу çăмхи. — Икĕ ывăл сарăмсăр вилнĕ хыççăн хуйха пусарма хам валли ĕç тупрăм. Малтан кĕлеткесене бетонран турăм, кайран — гипсран. Халĕ çак ĕçсĕр пурăнаймастăп».
Пулни-иртнине аса илтерсе арçынна кулянтарас темерĕм, калаçăва урăх енне пăртăм. Малалла вулас...
Комментари хушас