Archive - 2014 - Хресчен сасси

февраль 28th

28 Нарăс, 2014

Шĕпĕн курăкĕпе

Инсульт хыççăнхи çĕвĕсенчен хăтăлма шĕпĕн курăкĕн шывĕ пулăшать теççĕ. Аптекăран пĕр пачка шĕпĕн курăкĕ туянтăм та ĕнтĕ. Рецептне пĕлесчĕ.

Т. Васильева. Вăрмар поселокĕ.

Инсульт чăтса ирттернĕ çыннăн ирсерен зарядка тумалла, уçă сывлăшра çÿремелле. Пур ĕçе те васкамасăр, асăрханса, кана-кана тумалла.

Шĕпĕн курăкĕн шывĕ: тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк чухлĕ типĕтсе вĕтетнĕ шĕпĕн курăкĕ (чистотел) ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла. Икĕ-виçĕ эрне таран кунне 3 хут, апат умĕн, 2-шер кашăк ĕçмелле.

февраль 26th

26 Нарăс, 2014

Çĕр улми уявĕнче

Ытти кунсенче Шупашкарти Николаев урамĕнчи ярмăрккăра çын нумай мар. Ку унта çитме кансĕртереххипе çыхăннă-тăр. "Çĕр улми–2014" курава вара халăх йышлăн килнĕ. Машина лартма та вырăн çук. Суту-илÿ комплексĕн пĕрремĕш хутĕнче вăрлăх туянма килнисем черет йышăннă, хĕвĕшеççĕ кăна. " Ирхи сакăр сехетре виçĕ тонна илсе килнĕччĕ, самантрах сутăнса пĕтрĕ",– теççĕ сутуçăсем. Вăрлăха çавнашкал хăвăрт туянса пĕтернине астумаççĕ вĕсем. Вăрнар, Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Комсомольски улмине пахчаçăсем питĕ кăмăллаççĕ.

26 Нарăс, 2014

Иван Яковлев парни

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне 1990 çулта уçнă. Вăл маларах шкул çурчĕ пулнă. Ăна халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлев тăрăшнипе лартнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут асăннă яла килнĕ. Ял халăхĕпе курнăçса калаçнă, шкул уçма палăртнă. Пĕлÿ çуртне 1903 çулта хута янă. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулсан та çурт чиперех сыхланса юлнă.

26 Нарăс, 2014

Ӳсĕрпе инкек пĕр тăван

Автомашина рулĕ умне ÿсĕрле ларни ырри патне илсе çитерменнине пĕлмен çын çук та пулĕ. Анчах правасăр юласса е пысăк штраф тÿлессе пĕлсе тăрсах çула тухатпăр, инкек çине синкек тăватпăр. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен çĕр-шывра саккуна татах хытарчĕç: ÿсĕр водителĕн правине туртса илнисĕр пуçне 50 пин тенкĕ таран штраф хума йышăнчĕç. Çакăн хыççăн тата ÿсĕрле руль умне ларнăшăн 10-15 талăка хупма пултараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çавах хăнк та тумасть.

26 Нарăс, 2014

Çул ăçталла выртать?

Пирĕн çĕр-шывăн ял хуçалăхне чĕрĕлĕх кĕртмелли çул-йĕр пуррипе çуккине ăнланса илес тесен юлашки пилĕк çула тиркевлĕ куçпа пăхса хакламалла. Тĕслĕх вырăнне федерацин Атăлçи, Урал тата Çĕпĕр округĕсене илĕпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем тыр-пулăн, аш-пăшпа сĕтĕн 40 процентне парса тăраççĕ. 2010–2014 çулсенчи çанталăк кутăнлашăвне пула хуçалăхсем пысăк çухату тÿсрĕç, панкрута тухнисем патшалăх пулăшăвне кĕтсе илеймен, халăх хулана тарать. Пĕтĕмĕшле лару-тăру чăннипех кăткăс.

Пÿлме шăлса тасатнă евĕр

26 Нарăс, 2014

Тăвалла пулсан та – малалла

Ял туризмĕ Европăра тата Америкăра тахçанах йĕркеленнĕ. Вăл туристсене ял çывăхне йыхăрать, хуçалăх ĕçĕсене тума хистет. Унсăр пуçне этем талăкĕ-талăкĕпе çут çанталăкра пулса канать, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çиет. Туризмăн ку енĕ ытларах Италипе Францире аталаннă. Хăнасем тĕрлĕ çĕр-шывран пуçтарăнаççĕ. Англипе Германи фермерĕсем те туристсене хапăлласа йышăнаççĕ. Ял туризмĕ Раççейшĕн «çамрăк». Çапах вăл пирĕн çĕр-шывра та ерипен йĕркеленме пуçларĕ.

Ăçтарах-ши «Упа кĕтесĕ»?

26 Нарăс, 2014

Халал хутне – çĕнĕрен

Малашлăха пĕлмесĕрех кил-çурта хĕрĕме халалларăмăр. Халĕ вăл çемйипе Самар тăрăхĕнче пурăнать. Инçе çула пула килсе çÿреймест. Унсăр пуçне кунта куçса килес шухăш та çук. Пире мăнукпа кин пăхаççĕ. Вĕсем Сăнав поселокĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ кил-çурта вĕсем çине çĕнĕрен куçарасшăн. Ĕçе мĕнрен пуçламаллине пĕлместĕп. Тĕплĕнрех çырса кăтартăр-ха, тархасшăн.

Юлия Ильина. Çĕрпÿ хули.

февраль 21st

21 Нарăс, 2014

Чăх-чĕпе – витамин

Витамин А çитмесен чăхăн куçĕ хĕсĕнсе ларать, хупанки хĕрелет, куççулĕ юхать. Ун пек чухне апата теркăланă кишĕр, çавăн пекех ешĕл клевер е вĕлтĕрен хушса памалла. Хĕлле – утă е курăк çăнăхĕ.

D витамин çитмесен кайăк-кĕшĕк шăмми тĕрĕс мар ÿсет. Калăпăр, кăвакалăн сăмси кукăрăлать, çавна май вĕсем йĕркеллĕ апатланаймаççĕ, чăх-чĕпĕн пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать. Çапла ан пултăр тесен хĕлле шăмă çăнăхĕ, шапа хуранĕ (ракушка), вĕтетнĕ пурă памалла. Çулла вара тăтăшах уçă вырăнта, хĕвел çинче çÿретмелле.

21 Нарăс, 2014

Хурлăхан чирлет

Хурлăхан çырли вăхăт çитмесĕрех хуралса çуркаланма пуçлать. Çулçинче вара хăпарса тухнă хĕрлĕрех-сарă вырăнсем пулаççĕ. Мĕн япали-ши ку?

Ахăртнех, ку хура хурлăхан çырлине тапăнакан хуртпа (пилильщик) çыхăннă. Унăн хурчĕ симĕс çырла ăшне кĕрсе вăррине çиет. Сиенленнĕ çырла пысăкланса каять, вăхăтсăрах хуралать. Унашкал çырлана çиме юрамасть.

Шыçăнса тухнă евĕр хĕрлĕ тĕспе витĕннĕ çулçă пыйтăпа сиенленнине пĕлтерет. Çу варри çитиччен вĕсем хурлăхана ĕмсе пурăнаççĕ, кайран курăк çине куçаççĕ.

Pages