- Чăвашла верси
- Русская версия
Çул ăçталла выртать?
Пирĕн çĕр-шывăн ял хуçалăхне чĕрĕлĕх кĕртмелли çул-йĕр пуррипе çуккине ăнланса илес тесен юлашки пилĕк çула тиркевлĕ куçпа пăхса хакламалла. Тĕслĕх вырăнне федерацин Атăлçи, Урал тата Çĕпĕр округĕсене илĕпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем тыр-пулăн, аш-пăшпа сĕтĕн 40 процентне парса тăраççĕ. 2010–2014 çулсенчи çанталăк кутăнлашăвне пула хуçалăхсем пысăк çухату тÿсрĕç, панкрута тухнисем патшалăх пулăшăвне кĕтсе илеймен, халăх хулана тарать. Пĕтĕмĕшле лару-тăру чăннипех кăткăс.
Пÿлме шăлса тасатнă евĕр
Тишкерĕве тĕш тырăран пуçлар. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Ял хуçалăх министерстви иртнĕ çул палăртнă чухлĕ тырă – 92 млн тонна – çапса тĕшĕлени çинчен пĕлтерсе халăха лăплантарма васкарĕ. Çак калăпăшăн 58 млн тонни çеç тавар тырри шутланать, вĕсенчен 10 млн тонни кăна элеваторсене çитсе выртнă, хуçалăхсенче – 26 млн тонна. Пухса кĕртнĕ тырăн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ кĕрхи акана, çăнăх авăртма, выльăха тăрантарма кайнă, пĕр пайне чикĕ леш енче сутнă.
Тепĕр хут калатăп: 92 цифра пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ мар. 58 млн тоннăран "ташламалла". Патшалăх пÿлми тулли çинчен куçăн суяççĕ-çке пире. Сăмахран, 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче элеваторсенче 5,2 млн тонна тулă кăна юлнăччĕ. Юлашки 20 çулта кунашкал пĕчĕк саппас нихăçан та пулман. Ирĕксĕрех Казахстан аграрийĕсен куçĕнчен пăхма тивет. Енчен те япăх тухăç илнипе кÿршĕллĕ Китай казахсен пĕтĕм тыр-пулне сутăн илчĕ тĕк, Раççейри 3-мĕш класлă тулă хакĕ çуркуннерехпе 10 пин тенке çитсе ларĕ.
Суран тÿрленмен
Иртнĕ çул хĕвел çаврăнăш пысăк тухăç панине илтсенех продукцие тирпейлекен предприятисем сутăн илмелли хаксене 12 пинрен 9 пине çити чакарчĕç. Хăйсен производство каяшне вара 8 пинпе сĕнеççĕ. Хресченрен тип çу чĕр таварне 16-18 пин тенкĕпе туяннă пулсан ÿпкелешмелли сăлтав çукчĕ. Тирпейлекен отрасльти пуçлăхсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса хак политикине йĕркелесе пыни куç кĕрет. Хресчен тирне сÿнине курмастăр-им? Тĕнче ял хуçалăхĕнче кунашкал тĕслĕх пулман!
Тыр-пул ăнса пулнă çулсенче вăл лавккара йÿнелмелле пек. Тип çу хакĕ чакас вырăнне ÿсни шухăшлаттарать.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ăçта кайса кĕмелле? Фураж сахал, апатра протеин çителĕксĕр, комбикорм хакланать, какай хăй хаклăхĕ ÿсет. 2013 çул вĕçĕнче кĕтмен çĕртен çăмарта хакланни нумай калаçтарчĕ. Каçарăр та, юлашки икĕ çулта продукци йÿнелнипе вун-вун чăх-чĕп фабрики панкрута тухрĕ-çке. Çав хăрушлăха курса тăнă ял хуçалăх ведомстви пĕр татăклă утăм та туманни тĕлĕнтерет. Çăмартан сутăн илмелли хакĕсене икĕ хут пĕчĕклетнипе отрасле тĕппипех пĕтерес çул çине тăчĕç. 2009 çулта сĕт отрасльне те çавнашкал йывăрлăха кĕртсе ÿкерсе амантрĕç. Суранĕсене паян та тÿрлетеймеççĕ.
Кивçенрен тухма хĕн
Маларах апат-çимĕç рынокĕнчи Атăлçи округĕн тÿпи пирки каларăм. Типĕ килнĕ çу кÿнĕ тăкаксене никам та тĕп-тĕрĕс шутламан. Çитменнине хуçалăхсем банкран кредит илсе тултарнă, кивçенрен тухса пĕтеймеççĕ.
Халсăрланнă предприятисене хальтерех пулăшасчĕ патшалăхăн. Ĕне кĕтĕвĕн йышĕ чакасси унчченех паллăччĕ, анчах министерствăра пирĕн асăрхаттарусене илтмерĕç пулас. Сĕт отраслĕн продукцийĕн калăпăшĕ çуллен 15-16 процент чакнă, 1,5 млн тонна продукци илсе çитереймен.
Халĕ сĕтĕн сутăн илмелли хакне хăпартнипе отрасле çăлма май пур-ши? Продукци хăй хаклăхне чакармасăр нимĕнле ырă улшăну та пулмĕ. Пăру çитĕнтересси, ĕне какайĕ туса илесси – тăкаклă. 2020 çулхи программăпа килĕ-шÿллĕн çуллен 37 млн тонна сĕт продукчĕсем хатĕрлеме палăртса хунă. Статистика – пĕр япала. Çак тÿпеме мĕнле хăватпа çитесшĕн тÿре-шара? Юлашки çулсенче çĕнĕ йышши ĕне-выльăх комплексĕсем хута кайманпа пĕрех. Беларуçран килекен "сĕт юхан шывĕ" вара тулса тăкăнать.
Тĕллевсем анлă, пархатарлă. Асăннă ведомство пĕлтĕр тĕш тырă комбайнĕсемпе тракторсене инвестици кредичĕпе туянакансене мĕншĕн субсиди уйăрса пама пăрахнине кам та пулин ăнлантарса парĕ-ши? Нимĕç фермерĕ техникăна 6-7 çулта пĕрре улăштарса тăрать, пирĕн – 25-30 çулта. Статистика кăтартăвĕсемпе тутă пулаймăпăр. Хуçалăхсен тупăшлăхне ÿстерсе пымасан, хаксен тан марлăхне пĕтермесен ыррине кĕтни кăлăхах.
Айрат ХАЙРУЛЛИН,
РФ Патшалăх Канашĕн
аграри ыйтăвĕсен комитечĕн
председателĕн çумĕ.
Вячеслав Григорьев хатĕрленĕ.
Комментари хушас