Ӳсĕрпе инкек пĕр тăван

26 Нарăс, 2014

Автомашина рулĕ умне ÿсĕрле ларни ырри патне илсе çитерменнине пĕлмен çын çук та пулĕ. Анчах правасăр юласса е пысăк штраф тÿлессе пĕлсе тăрсах çула тухатпăр, инкек çине синкек тăватпăр. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен çĕр-шывра саккуна татах хытарчĕç: ÿсĕр водителĕн правине туртса илнисĕр пуçне 50 пин тенкĕ таран штраф хума йышăнчĕç. Çакăн хыççăн тата ÿсĕрле руль умне ларнăшăн 10-15 талăка хупма пултараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çавах хăнк та тумасть.

Нарăс уйăхĕн 21–23-мĕшĕсенче республикăра "Ÿсĕр водитель" ятпа профилактика операцийĕ иртнĕ. Виçĕ кун хушшинче полици ĕçченĕсем 72 ÿсĕр водителе тытса чарнă, 31-ĕшĕ хăйсем ÿсĕррине пытарма тăрăшнă, медицина учрежденине кайма килĕшмен. Çакă çăлăнăç шырани мар ĕнтĕ. Кун пек тĕрĕслеврен пăрăннăшăн та правасăр тăрса юлăн тата 30 пин тенкĕ таран штраф тÿлĕн. Саккун çапла ыйтать мар-и;

Кăшт сăра-эрех сыпнипех ÿсĕр пулас çук тесе шухăшлать, тен, чылайăшĕ. Кун пеккисене çакна аса илтерни вырăнлă. Сывласа кăларакан пĕр литр сывлăшра этил спирчĕ 0,16 миллиграмм е ытларах пулсан Раççейри водителе урă теейместĕн.

Америкăра, Европăри çĕр-шывсенче те водительсене пĕрер е икĕ черкке çырла эрехĕ ĕçме ирĕк панă. Урăхла каласан, юнри спирт виçин чиккине палăртнă: пĕр вырăнта _ 0,8 промилле таран « Англире, Америкăра», тепĕр çĕрте _ 0,05 «Тайланд», 0,08 промилле «Сингапур». Анчах ытлашши ĕçсен вĕсене çав тери пысăк штраф тÿлеттереççĕ. Францире мĕн тĕрлĕ чаплă эрех туса хатĕрлемеççĕ пулĕ. Анчах та кунта çырла эрехне пĕр черкке «0,8 промиллене çитиччен» ытла ĕçсе руль умне ларсан повесткăпа суда чĕнеççĕ тата 135 евро штраф тÿлеттереççĕ. Юнри спирт виçи 0,8 промиллерен иртсен штраф 4500 европа танлашать. Ÿсĕрле инкек тусан 30 пин еврона çитет. Инкекре çын вилсен водительрен 150 пин евро шыраса илеççĕ тата 10 çуллăха тĕрмене лартаççĕ. Францире автомобильпе çÿрес тесен юнри алкоголь виçине тĕрĕслемелли хатĕр çумра пулмалла. Çапла тăваççĕ те ку çĕр-шыври автомобилистсем. Ресторантан тухсан машинăна лариччен вĕсен хайхи хатĕрпе тĕрĕсленмелле. Хатĕрĕ çумра пулмасан штраф хураççĕ.

Англире руль умне ÿсĕрле ларнăшăн кăна 7200 евро тÿлеттереççĕ.

Раççейпе кÿршĕри Беларуçре юнри спирт виçи 0,04 промиллерен иртсен водитель пĕрремĕш хут 12 500 доллар штраф тÿлет, виçĕ çуллăха машина прависĕр юлать. Инкек кăтартсан тĕрмене те лекет.

Тайландра ÿсĕр водителе пула çын вилсен айăплине персе вĕлереççĕ.

Сингапурта ÿсĕр водителе патаклама пултараççĕ. Çапмалли патак тăршшĕ _ метр ытла, хулăнăшĕ _ сантиметра яхăн. Патакланнипе пĕрле штраф та илеççĕ.

Китай саккунĕпе руль умне эрех пач ĕçмесĕр лармалла. Водителе ÿсĕрле тытсан уголовлă майпа айăплаççĕ _ пĕр уйăхран пуçласа ултă уйăх таран. Кунсăр пуçне виçĕ çул машинăпа çÿреймĕн. Ÿсĕрле инкек тусан вилĕм кĕтет.

Чехире, Венгрире, Словакире, Румынире те автомашинăпа урă пуçпа кăна çÿремелле, саккун пĕр тумлам ĕçме те ирĕк памасть.

Араб Эмирачĕсенче çĕр-шывĕсенче "ÿсĕр водитель" текен ăнлав та çук. Унта эрех ĕçниех преступлени шутланать. Ислам тĕнне ĕненекенсен сăра-эрех патне пыма юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.