- Чăвашла верси
- Русская версия
Халал хутне – çĕнĕрен
Малашлăха пĕлмесĕрех кил-çурта хĕрĕме халалларăмăр. Халĕ вăл çемйипе Самар тăрăхĕнче пурăнать. Инçе çула пула килсе çÿреймест. Унсăр пуçне кунта куçса килес шухăш та çук. Пире мăнукпа кин пăхаççĕ. Вĕсем Сăнав поселокĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ кил-çурта вĕсем çине çĕнĕрен куçарасшăн. Ĕçе мĕнрен пуçламаллине пĕлместĕп. Тĕплĕнрех çырса кăтартăр-ха, тархасшăн.
Юлия Ильина. Çĕрпÿ хули.
Юлия Прокопьевна, кун пирки чи малтан хĕрĕрпе канашлăр. Çывăх çын ăнланма кирлĕ. Енчен те хирĕçлесен, суд органĕсенчен пулăшу ыйтма тивет. Паллах, суд урлă ĕç вăраха тăсăлать. Çавăнпа та хĕрĕрпе килĕшсе татăлма тăрăшăр. Документ пухасси те çăмăл мар. Вĕсене каярахпа нотариус патĕнче çĕнĕрен çирĕплетмелле.
Комментари хушас