Комментари хушас

21 Нарăс, 2014

Чăх-чĕпе – витамин

Витамин А çитмесен чăхăн куçĕ хĕсĕнсе ларать, хупанки хĕрелет, куççулĕ юхать. Ун пек чухне апата теркăланă кишĕр, çавăн пекех ешĕл клевер е вĕлтĕрен хушса памалла. Хĕлле – утă е курăк çăнăхĕ.

D витамин çитмесен кайăк-кĕшĕк шăмми тĕрĕс мар ÿсет. Калăпăр, кăвакалăн сăмси кукăрăлать, çавна май вĕсем йĕркеллĕ апатланаймаççĕ, чăх-чĕпĕн пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать. Çапла ан пултăр тесен хĕлле шăмă çăнăхĕ, шапа хуранĕ (ракушка), вĕтетнĕ пурă памалла. Çулла вара тăтăшах уçă вырăнта, хĕвел çинче çÿретмелле.

Фоли кислоти, рибофлавин (В уш-кăнри витамин) çитмесен чăх-чĕп кирлĕ пек ÿсеймест, ура чĕрни пĕтĕрĕнсе ларать. Апата шăтарнă тырăпа ешĕл çимĕç хушса памалла. Фоли кислоти çитмесен кăркка чĕпписен мăйĕ те пĕтĕренет, ÿсме пăрахать.

Кайăк-кĕшĕк апата чипер çинипе пĕрлех начарланса пыни ăна шĕвĕрĕлчен ернипе çыхăннă. Шĕвĕрĕлчене пула çÿхе пыршă шыçать, апат ирĕлеймест. Пĕри чирлесен ыттисене те ертет. Çавăнпа кайăк-кĕшĕк витине дезинфекцилемелле. Тепĕр чухне табак тусанне çитерни те (пĕр чăх пуçне 1 г) çителĕклĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.