Кил карти

17 Ака, 2015

Ĕне мăйракипе хăмсарать-и?

Пĕлтĕр аттепе анне патĕнчен çулталăкри пăру илсе килтĕмĕр. Май уйăхĕнче пĕтĕлентертĕмĕр те кĕтĕве ятăмăр. Кĕтÿçĕсем каланă тăрăх - пирĕн тына ют çынсене юратмасть-мĕн, пĕр хĕрарăм патне вăрттăн йăпшăнса пынă та сĕкме хăтланнă. Хамăра тивмест вăл. Халĕ эпир ăна кĕтĕве яма шикленетпĕр. Ĕнене сĕкме мĕнле пăрахтармалла-ши? Тен, эсир сĕнÿ-канашпа пулăшатăр?

Марина Алеева. Канаш районĕ.

16 Кăрлач, 2015

Кролик тытсан

Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл. Кролик навусĕпе компост тăватăп. Ăна тăвасси питĕ ансат. Читлĕхпе юнашар хăмаран икĕ ешчĕк туса /1,0 х 2,0 х 1,1 м/ унта навуса пухса пыратăп. 12-15 кунра пуçтарăннă навус сийне суперфосфатпа, кĕлпе тата çĕре тăкăннă çулçăпа сапатăп. Вăл 50-60 см çÿллĕшне çитсен унта 5-6 шăтăк туса хăвăртрах çĕрсе çитме шыв яратăп. 75-80 см çÿллĕшне çитсен çакнах тата икĕ хут тăватăп. Компоста кăпкалатса çавăрса пăрахмастăп. 3-3,5 уйăхран компост хатĕр. Çав тери паха удобрени туса илетĕп.

21 Нарăс, 2014

Чăх-чĕпе – витамин

Витамин А çитмесен чăхăн куçĕ хĕсĕнсе ларать, хупанки хĕрелет, куççулĕ юхать. Ун пек чухне апата теркăланă кишĕр, çавăн пекех ешĕл клевер е вĕлтĕрен хушса памалла. Хĕлле – утă е курăк çăнăхĕ.

D витамин çитмесен кайăк-кĕшĕк шăмми тĕрĕс мар ÿсет. Калăпăр, кăвакалăн сăмси кукăрăлать, çавна май вĕсем йĕркеллĕ апатланаймаççĕ, чăх-чĕпĕн пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать. Çапла ан пултăр тесен хĕлле шăмă çăнăхĕ, шапа хуранĕ (ракушка), вĕтетнĕ пурă памалла. Çулла вара тăтăшах уçă вырăнта, хĕвел çинче çÿретмелле.

Pages