Ĕне мăйракипе хăмсарать-и?

17 Ака, 2015

Пĕлтĕр аттепе анне патĕнчен çулталăкри пăру илсе килтĕмĕр. Май уйăхĕнче пĕтĕлентертĕмĕр те кĕтĕве ятăмăр. Кĕтÿçĕсем каланă тăрăх - пирĕн тына ют çынсене юратмасть-мĕн, пĕр хĕрарăм патне вăрттăн йăпшăнса пынă та сĕкме хăтланнă. Хамăра тивмест вăл. Халĕ эпир ăна кĕтĕве яма шикленетпĕр. Ĕнене сĕкме мĕнле пăрахтармалла-ши? Тен, эсир сĕнÿ-канашпа пулăшатăр?

Марина Алеева. Канаш районĕ.

Ĕне ан сĕкĕштĕр тесен мăйракин вĕçĕсене касмалла. Металл касмалли пăчкăпа усă курма пулать. Касма тытăниччен ĕне пуçне çирĕп тытмалла, унсăрăн выльăх ирĕке туйса инструмента юрăхсăра кăларма пултарать.

Юн тымарне амантни темех мар. Паллах, кун пек чухне юн фонтан пекех пĕрĕхме пултарать, хăй хальлĕн юхма чарăнмасть. Мăйрака вĕçне медицинăра усă куракан мамăка хулăн сий туса хумалла, ун хыççăн бинта мăйрака тавралла саккăр паллă пек туса çыхмалла. Кунашкал çыхă юнпа сăрхăнать, çакăн хыççăн юхма чарăнать. Нимĕнле эмел те кирлĕ мар. Пĕр-пĕр инфекци лекесрен шикленетĕр пулсан мамăкпа, бинтпа çыхиччен сурана йодпа сĕрме юрать.

Çыхăна 1-2 кунран салтмалла, унсăрăн ун тавра шăнасем вĕçме пуçлаççĕ. Суран çумне тачă çыпăçнă мамăка сÿмесен те юрать, кайран вăл хăех хăйпăнса ÿкет.

Сĕкме пăрахтарас тесен тата икĕ тĕрлĕ майпа усă курма пулать. Пĕрремĕшĕ: ĕне мăйраки çине çирĕп тытакан резина çаврашка тăхăнтартăр. Кун пек чухне ăна сăнасах тăмалла, мĕншĕн тесен ĕне тăтăшах пуçне е мăйракине мĕн çумне те пулин хурса хыçаланма юратать, ăнсăртран çаврашкана та хывма пултарать. Иккĕмĕшĕ: пăруллах пĕчĕк мăйракасене çунтармалла, çакăн хыççăн выльăх мăйракасăр çитĕнет. Анчах малашне мăйракасăр ĕне пуçне çирĕп тытма питех те кăткăс пулĕ. Çавăнпа мăйрака вĕçĕсене каснинчен лайăххи çук.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.