Лайăх ÿсчĕр

11 Çĕртме, 2014

Пĕччен сысна çури начар ÿсет, иккĕн лайăх çитĕнеççĕ. Апат валашкине варринчен тĕпне çитмелле мар пÿлмелле, кунашкал вĕсен пĕр-пĕрин апачĕшĕн çапăçмалла пулмĕ.

Пĕрремĕш эрнере апатпа пĕрле мулкач курăкĕпе эрĕм хушса паратăп: вĕретнĕ 2 л шыв пуçне 100 г, вăл аппетита лайăхлатать, пыршăлăхĕ пăсăласран упрать. Умĕнче яланах таса шыв тытма тăрăшатăп. Шĕвĕрĕлченрен сыхланса валашкана хушăран пилеш курăкĕн ?пижма% чечекне хуратăп. Сысна çурисем валли тепĕр чух урпа та ăшалатăп. Сысна апачĕпе пĕрлех пулă, аш-какай юлашкине, хĕртсе вĕтетнĕ çăмарта хуппине çитеретĕп. Çурасем витере нÿрĕк тăнине юратмаççĕ, çавăнпа тислĕке çийĕнчех кăлармалла. Уйрăм савăтра яланах пурă, йывăç кăмрăкĕ тытатăп. Çурасене çулла анра çарăк, хура мăян, кишĕр çулçи пани аван. Кăшманпа кавăн пани те пăсмасть. Хĕлле пăтратса панине вĕтетнĕ улăм хушмалла.

Çурасем валли çĕр улми хуппи, кăшман пĕçеретĕп, кăшт тăвар калаттарса комбикормпа пĕрле пăшăхласа паратăп. 4-5 уйăха çитнĕ тĕле вĕсем çакнашкал пĕçермен апата та лайăх çиеççĕ.

Тĕттĕмре е тĕксĕм витере тытсан апат-çимĕçе япăх ирĕлтереççĕ, ĕрчевлĕхĕ чакать. Хĕллехи вăхăтра виçĕ сехетлĕхе те пулин çутă çутса памалла. Çавăн пекех уçă сывлăшра çÿретни паха: иммунитечĕ çирĕпрех пулĕ.

Выльăхпа ачаш та лăпкă пулсан, тĕрĕс апатлантарсан, таса та типĕ витере тытсан 7-10 уйăха çитнĕ тĕле пит лайăх ÿссе çитеççĕ.

Алевтина КОЗЛОВА. Канаш районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.