Николай Кириллов

12 Утă, 2016

Аграрисене академи пулăшать

1980 çулта конкурс йĕркелесе мана Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн выльăх анатомийĕпе физиологийĕн кафедрин доцентĕнче ĕçлеме илчĕç. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен студентсене вĕрентме пуçларăм.

25 Нарăс, 2016

Ырăпа аса илетпĕр

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн çĕр ĕçĕпе ÿсентăран кафедрин профессорĕ, РФ тата ЧР наукăн тава тивĕçлĕ, Раççейĕн аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧПЯХА ректорĕ пулнă Александр Кузнецов 2015 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче пиртен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.

16 Кăрлач, 2015

Кролик тытсан

Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл. Кролик навусĕпе компост тăватăп. Ăна тăвасси питĕ ансат. Читлĕхпе юнашар хăмаран икĕ ешчĕк туса /1,0 х 2,0 х 1,1 м/ унта навуса пухса пыратăп. 12-15 кунра пуçтарăннă навус сийне суперфосфатпа, кĕлпе тата çĕре тăкăннă çулçăпа сапатăп. Вăл 50-60 см çÿллĕшне çитсен унта 5-6 шăтăк туса хăвăртрах çĕрсе çитме шыв яратăп. 75-80 см çÿллĕшне çитсен çакнах тата икĕ хут тăватăп. Компоста кăпкалатса çавăрса пăрахмастăп. 3-3,5 уйăхран компост хатĕр. Çав тери паха удобрени туса илетĕп.

29 Юпа, 2014

Чăн-чăн участковăйччĕ

Ăна Михаил Киселев генерал та ырланă

1990-1994 çулсенче пирĕн Чăнкасси тăрăхне милици капитанне А.Максимова участокри инспектор пулма çирĕплетнĕччĕ. Ун йышши йĕрке хуралçисене эпир унччен те, паян та урăх никама та тĕл пулман. Çавăнпах-ши - служба енĕпе вăл тунă ĕçсем паянчченех ял çыннисен асĕнче. Пурте ăна ăшшăн аса илеççĕ. Тĕрмере пулса курнисем те ăна чупса пырсах алă пама паян та хатĕрри курăнать.