Аграрисене академи пулăшать
1980 çулта конкурс йĕркелесе мана Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн выльăх анатомийĕпе физиологийĕн кафедрин доцентĕнче ĕçлеме илчĕç. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен студентсене вĕрентме пуçларăм. 1983-1989 çулсенче зооинженери факультечĕн деканĕ, 1989-1991 çулсенче вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректор, 2012 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен академи ректорĕ пултăм.
Тăнăçлăх кирлĕ
20 çул вăй хунă хыççăн çак должноçран хам ирĕкпе кайрăм. 65 çул тултарнисен вăл е ку учреждени-организацие ертсе пымалла мар тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен вĕсем пурнăç чăнлăхне тĕрĕс йышăнаймаççĕ, хăйсен ăс-тăнĕпе пултарулăхне пысăка ытлашширех хума пултараççĕ. Пĕр хушă çĕнĕ ректора канаш парса пулăшрăм, морфологи, физиологи тата зоогигиена кафедрин профессорĕнче тăрăшрăм. ЧПЯХА пуласлăхĕ çинчен хăшпĕр ыйтупа вăл тата эпĕ икĕ тĕрлĕ шухăшланăран ĕçе пăрахрăм. Хăв коллектива кÿрекен усса курсан тата вăл чун-чĕрене савăнтарсан çеç должноçа йышăнмалла.
2012-2016 çулсенче 5-6 çын çак вырăна йышăнса пăхрĕ. Танлаштарма: 1931-1991 çулсенче — 11-ĕн, çав шутра Т.И.Калинцев — 16, В.Т.Лобанов — 10, А.С.Ерлаков — 12, А.И.Кузнецов 13 çул ректор пулнă. Академи ертÿçи час-часах улшăнни коллектива йăмшаклатать, ЧПЯХА умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассишĕн малалла талпăнас вырăнне ăна сÿрĕклетет. Çавна пула нумай çул пухнă ăс-хакăл пуянлăхĕ çухалма, çирĕп ĕç йĕрки хавшама пултарать. Хам ректорта вăй хунă çулсенче института маларах ертсе пынă А.И.Кузнецовпа кирек мĕнле ыйтупа та канашланă. Çав тапхăр академие таврăнтăрах!
Перекетшĕн мухтамарĕç
Совет саманинче тата 1990 çулсенче пирĕн вуза студентсене вĕренме мĕн чухлĕ илнине, миçе яшпа хĕре диплом парассине, ăслăлăх степенĕллĕ тата ячĕллĕ профессорсемпе преподавательсен шутне, вĕсен наука ĕçĕсене, институт çурт-йĕрне, унăн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтăва тĕпе хурса пире укçа уйăрас ыйтăва татса панă. Институт умĕнче чăрмав хальхи пекех нумай пулман. Çапах ăна аталантарма укçа ытлашши çукчĕ.
90-мĕш çулсенчи пĕр тĕслĕхе аса илетĕп. Электричествăна, вĕренÿ корпусĕсене ăшăтма парса тăракан ăшă энергине перекетлесси çинчен нумай калаçатчĕç. Пĕр çулхине çуркунне ир килчĕ, хĕл кая юлса ларчĕ — аудиторисенче ăшăччĕ. Студентсене пăчăпа пăшăхтарас мар тесе ăшă кирлĕ чухлĕ çеç патăмăр — 500 пин тенкĕ ытла перекетлерĕмĕр. Ректор йышăну кăларса çав кĕмĕлпе урăх ыйтусене татса пама пултарайман. Перекетшĕн Мускавра мана мухтасса, асăннă укçан çуррине те пулин ытти тăкака саплама ямашкăн ирĕк парасса кĕтнĕччĕ. Анчах: "Кун пек цифрăсем тăратса институт сахалрах тăкак тунине çирĕплетрĕр, — терĕç. — Килес çул сире бюджетран 500 пин тенкĕ сахалрах уйăрма пултараççĕ".
Вăт, мĕнле иккен! Энерги перекетлени харама кайрĕ. Ректорта нумай ĕçлеменнине кура хĕрхенчĕç-тĕр, тепĕр çул та укçа маларахри чухлех пачĕç.
80% — АПКна
1980 çулсен вĕçĕнче тăватă факультетра агронома, зоотехника, инженер-механика вĕрентнĕ, "Бухгалтери учечĕ, анализ тата аудит", "АПК предприятийĕсен экономики тата управленийĕ" специальноçсемпе диплом илнĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра тата куçăн мар майпа пĕлÿ илнисене пĕрле шутласан çакă курăнать: 1975 çулта — 327, 1985 ç. — 456, 1995 ç. — 401, 2005 ç. — 664, 2010 ç. 889 çамрăк вĕренсе тухнă. 1990 çулсенче диплом илекенсен шучĕ пĕчĕкленчĕ. Сăлтавĕ — абитуриентсене института илме патшалăх укçа сахалрах уйăрни.
Профессор тата преподаватель йышĕ çапла улшăнчĕ: 1990 çулта — 194, 1995 ç. — 213, 2000 ç. — 226, 2005 ç. — 280, 2010 ç. — 286. Вăл шутра наука докторĕпе профессорĕ: 1990 ç. — 6, 1995 ç. — 12, 2000 ç. — 25, 2005 ç. — 41, 2010 ç. — 42. Наука кандидачĕпе доценчĕ: 1990 ç. — 101, 1995 ç. — 106, 2000 ç. — 118, 2005 ç. — 143, 2010ç. — 148.
Аграрисем ыйтнипе "Ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли механизаци", "Ветеринари", "Автомобиль тата автомобиль хуçалăхĕ" специальноçсене вĕрентме тытăнтăмăр. ЧПЯХА ял хуçалăх организацийĕсемпе, тирпейлекен предприятисемпе килĕшÿ тума пуçласан вĕрентекенсен йышĕ чылай пысăкланчĕ. Диплом хÿтĕленисен 80% академи панă специальноçсемпе ĕçе вырнаçнă. Ректорат ЧР Ял хуçалăх министерствипе, район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсемпе, АПК организацийĕсен ертÿçисемпе /ытларахăшĕ пирĕн патра пĕлÿ илнĕ/ пĕр тĕллевпе тăрăшнăран палăртнă шая тытса тăма май килчĕ.
Инженер-механиксен пĕр пайĕ промышленноç предприятийĕсене, ЧР Спорт тата физкультура министерстви сĕннипе пĕрремĕш разрядлă спортсменсем, спорт мастерĕн кандидачĕсемпе мастерĕсем тренера, преподавателе вырнаçнă. Çак çула суйласа илнĕшĕн сивлеместĕп: вăл е ку профессипе ĕçлесси — кашнин ирĕкĕ.
Академирен вĕренсе тухнисен чи малтанах ял хуçалăхĕнче çирĕпленмелле тенипе килĕшетĕп. Анчах çамрăксем агропрома ăнтăлни çеç çителĕксĕр. Ертÿçĕсен вĕсене ырă сунса кĕтсе илмелле. АПКра вăй хурас текенсен ĕç стажĕ темиçе çул пулмаллине палăртса МИХсем урлă саракан рекламăпа кăна çырлахас марччĕ. Дипломлисене ĕçе вырнаçтарма тĕллев тытнă ертÿçĕсемшĕн ЧПЯХА алăкĕ яланах уçă пултăр.
Каялла чакрăмăр
Республикăра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ еплерех аталаннине тишкертĕм. 1917-1928 çулсенче 120-140 пин ĕне усранă, кашнинчен вăтамран 700-800 кг сĕт сунă. 1931-1951 çç.: 110-129 пин пуç, 630-750-шар кг сунă. 1951-1970 çулсенче 130-203 пин шутланнă, кашни ĕнерен 750-2472 кг сунă. 1971-1980 çç.: 204-216 пин пуç, кашни ĕнерен 2280-3100-шер кг сунă. Танлаштаруран 1951-1970 çулсенче кăтартăва лайăхлатни курăнать. Сăлтавĕ ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсе кĕтĕве ăратлантарнипе çыхăннă.
1950 çулсенче сысна тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçре ырă улшăну пулнă. Çапах выльăх валли апат çителĕклĕ хатĕрлейменни пысăк ÿсĕм тума чăрмантарчĕ. Кашни гектартан вăтамран 10-12 центнер çеç тырă пухса кĕртнĕ. 1970-1985 çулсенче, пÿлмене 16-20,5-шер центнер хывнă чухне, сыснапа кайăк-кĕшĕк ашĕ нумайрах туса илнĕ. Çитĕнĕве ял хуçалăх институтĕнчен 1955 çулта — 88, 1965 ç. — 132, 1975 ç. 327 агрономпа зоотехник вĕрентсе кăларнипе те çыхăнтаратăп. Ытларахăшĕ хамăр хуçалăхсене, пĕр пайĕ республика тулашне ĕçлеме кайнă. 1991 çул вĕçĕнче мăйракаллă шултра выльăх 530 пин пуçчĕ, çав шутра ĕне — 200 пин ытлаччĕ.
Камсен тÿпи?
Таблицăра палăртнă йышăн çуррине яхăн — ял хуçалăх предприятийĕсен, ытти — килти хуçалăхсен /КХ/. Сысна кĕтĕвне те икĕ пая çавнашкалах уйăрса пăхмалла. Сурăхăн тата качакан 80% — КХсен. 1990 çулсенче мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ — 44%, ĕнен — 14, сыснан — 58, сурăхпа качакан 62% хухнă. Республикăри ĕнесен — 64%, сурăхпа качакан 97,5% КХсен шутланнă. 2006-2015 çулсенче ял хуçалăх организацийĕсен сысна хисепĕ 23,4 пин е 17%, КХсен 29 пин е 55% чакнă. Çав хушăрах мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк 3 млн яхăн хушăннă.
Йыш пĕчĕкленнипе пĕрлех выльăх апачĕн пахалăхĕ лайăхланмаллаччĕ, ăна ытларах хатĕрлемеллеччĕ. Анчах сухаламан-акман çĕр хушăнса пычĕ. Ял хуçалăх культурисем 1990 çулта — 780 пин, 2004 ç. 600 пин гектар йышăннă. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурисем 402 пин гектартан 222 пин юлчĕç. Вĕсен лаптăкĕ — 45%, çĕрулмин 16% пĕчĕкленчĕ. Тĕштырă культурисен тухăçĕ 34,4% чакнă.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсем /ХФХ/ хушăнса, производствăна ÿстерсе республикăри выльăхпа кайăк-кĕшĕк йышне малтанхи шайра тытса тăма пулăшаймарĕç. 1990-2005 çулсенче 1948 ХФХ шутланнă. Сухалакан-акакан çĕре 13 пин гектара çитерчĕç, сĕтпе аш производствине ÿстерчĕç. 2015 çулта сĕт — 23 пин, аш 1,2 пин тонна туса илчĕç. Çак кăтартусем республикăри пĕтĕм харпăрлăхлă хуçалăхсен производствинче 5% тата 3% шутланаççĕ.
Патшалăх 1990-2000 çулсенче КХсемпе ХФХсене тĕрев парассишĕн пайтах тăрăшрĕ. Çапах та пурнăç ял хуçалăх организацийĕсем — ЯХПКсем, АУОсем, АХОсем, ОООсем, ЯХКсем, агрохолдингсем — продукци сутма самай ытларах туса илнине çирĕплетрĕ.
Тупăшса ĕçлеччĕр
КХсен мĕнпур производствăри тÿпи пысăк. Анчах сĕтсĕр пуçне ыттине сутлăха нумай хатĕрлеймеççĕ. Унăн пахалăхĕ пĕрремĕш сортран иртмест. Ялсенче пурăнакансен шучĕ чакнăçемĕн КХсем выльăхпа кайăк-кĕшĕк шутне, сĕтпе аш производствине чакарса пыраççĕ. Нумай КХ тĕллевĕ кĕтĕве пысăклатасси мар, çемье валли çеç продукци туса илесси. Вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăк мар. Суту-илĕве продукци нумай яраймаççĕ. Вăл предпринимательсем урлă кăна каять. Çавăнпа хаклăрах сутаймаççĕ, тупăш сахалрах илеççĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсем юлашки çулсенче сĕт, кайăк-кĕшĕк ашĕ, тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç, хăмла туса илессипе ĕç тухăçлăхне ÿстерчĕç. 2004 çулта кашни ĕнерен вăтамран 2743 кг çеç сĕт сунă, 2015 çулта — 4861/!/. Анчах вунă çул каялла 463,1 пин тонна сĕт туса илнĕ, иртнĕ çул 424,1 пин çеç. Сăлтавĕ — 143,9 пин ĕнерен 92,3 пин кăна юлни. Сысна тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илессипе ÿсĕм лайăх.
Манăн КХсемпе ХФХсене хурлас, ял хуçалăх организацийĕсене ырлас шухăш çук. Патшалăхăн ăна та, кăна та пĕрешкел пулăшмалла. Продукци туса илме пĕр пек май пултăр. Калăпăр, пĕрремĕш ял тăрăхĕнче пысăк е вăтам предприяти ăнăçлă ĕçлет, тĕрлĕ сăлтава пула фермерсем йĕркеленсе вăй илеймеççĕ. Иккĕмĕшĕнче АУО е АХО, виççĕмĕшĕнче ООО е уйрăм предприниматель ÿсĕм тăвать. Вĕсемпе ăмăртса ĕçлеме КХсемпе ХФХсен кооперациленмелле. Хальлĕхе фермерсен ассоциацийĕсем хăйсене кăтартаймаççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеймеççĕ. "Пĕрлĕхре — вăй!" — тесе ахальтен каламан. Пĕрлешсе производство йĕркелемелле.
Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: агропром валли академи ÿлĕм те кадрсем хатĕрлĕ, ЧПЯХА тата аграрисем пĕрле ĕçлесе йывăрлăхсене пĕтерччĕр!
Николай КИРИЛЛОВ,
ветеринари наукисен
докторĕ, профессор