Кадрсем
Ăçта вĕсем - Коротков, Долгов, Айдак... евĕр ертÿçĕсем?
Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу тума пулăшаканĕ - ертÿçĕ. Ăста та пултаруллă, халăх шухăш-кăмăлне çур сăмахранах ăнланмалла унăн. Çапла хушса çырни вырăнлă-тăр. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă ертÿçĕн ăсталăхĕпе хастарлăхĕнчен, вăл ыттисемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупма пултарнинчен килет те ĕнтĕ пĕрлехи йыш ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырасси.