Ырăпа аса илетпĕр
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн çĕр ĕçĕпе ÿсентăран кафедрин профессорĕ, РФ тата ЧР наукăн тава тивĕçлĕ, Раççейĕн аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧПЯХА ректорĕ пулнă Александр Кузнецов 2015 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче пиртен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.
Александр Иванович пултаруллă тĕпчевçĕччĕ, студентсемпе тимлĕ педагогчĕ. Ăсчах пулнă май яланах наукăра çĕнĕлĕх шырарĕ. Хăйне нихăçан та мăнна хумастчĕ, вашаватлăн сăмахлатчĕ, академи коллективне хисепленине систерсех тăратчĕ.
Ăслăлăхра çĕнĕ ĕçсем тăвас шухăш-кăмăлпа пурăнатчĕ. Профессие парăннăскер аграрисен пуласлăхĕ, çĕрулми тухăçне ÿстересси çинчен шухăшласах регионсен хушшинчи «Çĕрулми-2015» курав уçăлнă кун пурнăçран уйрăлчĕ.
Вăл 1930 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Будайка ялĕнче /халĕ Шупашкара кĕрет/ çуралнă. Кăткăс та такăр мар çулпа утса тухнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче вĕреннĕ, РСФСР Ял хуçалăх министерствин çĕрулми хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантуринче «Ÿсентăран» специальноçпа пĕлÿ илнĕ. 1953-1954 çулсенче республикăн машинăпа трактор станцийĕн агрономĕ пулнă. Асăннă институтăн наукăн аслă сотрудникĕнче тăрăшнă чухне /1960 ç./ кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Ăна «Ÿсентăран» тата «Пĕтĕмĕшле çĕр ĕçĕ» темăсене халалланă. 1973 çулта çак ыйтусемпех доктор диссертацине хатĕрленĕ.
Вăл аграри вĕренĕвĕн ĕçне лайăхлатассишĕн нумай вăй хунă. Педагогикăна çур ĕмĕр ытла панă. Ял хуçалăх институтĕнче 1962 çултанпа тăрăшнă: 1964-1975 çç. - агрономи факультечĕн деканĕ, 1975-1976 çç. - вĕренÿпе наука енĕпе проректор, 1976-1978 çç. - вĕренÿ тĕлĕшпе проректор.
1978 çулта ăна ректор пулма çирĕплетнĕ. Института 1991 çулччен ертсе пычĕ. Унăн умне йывăрлăхсем нумай тухса тăнă пулин те коллектив вĕсене çĕнтерсе пынă, вĕренÿ пахалăхне ÿстернĕ, профессорсемпе преподавательсене пĕр тĕллеве пурнăçлама чăмăртанă. Çак ĕçре хăйне пултаруллă ертÿçĕ тата пуçаруллă пулнине кăтартрĕ, пĕрле ĕçлекенсемпе тимлĕ, тÿрĕ кăмăллă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ.
Институтран çĕршер-çĕршер агронома вĕрентсе кăларнă. А.И.Кузнецов хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсенчен те, аспирантсемпе студентсенчен те çирĕп ыйтрĕ. Ăсчах çулĕ çине тăнисене кандидат диссертацийĕн темисене суйласа илме пулăшрĕ. Вĕсем халĕ А.И.Кузнецова ырăпа çеç аса илеççĕ. Вăл ертсе пынипе 28-ăн - кандидат, пĕри доктор диссертацийĕ хÿтĕленĕ.
Вăл наукăна хывнă курăмлă ĕçе патшалăх пысăка хурса хакларĕ: ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Раççей Федерацийĕн агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн» медальпе наградăланă. А.И.Кузнецов - СССР хисеплĕ донорĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ. Кадрсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна «Раççей Федерацийĕн профессин аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. Вăл Шупашкар хула Канашĕн тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Ăна профессорсемпе преподавательсем те, унăн вĕренекенĕсем те лайăхпа çеç аса илеççĕ.
Николай КИРИЛЛОВ,
1991-2012 çулсенче ЧПЯХА ректорĕ пулнăскер