Çăмарта туччăр

21 Пуш, 2014

Хĕл каçипе саппаслăх хатĕрленĕ апат самаях йăшать.

Çуркунне кайăк-кĕшĕк рационне кăшман, кишĕр, çĕр улми, купăста çулçи, хырпа чăрăш лăсси кĕртмелле.

Тырри нумаях та юлман-и? Апла ытларах çĕр улми çитермелле. Калăпăр, сĕлĕ, тулă, урпа вырăнне çĕр улми памалла. Утă юлнă пулсан ăна лайăх вĕтетсе пăтратнипе хутăштарма май пур. Витаминлă çав тери лайăх хутăш пулĕ. Хур-кăвакала хаклă йышши концентратсем туянса париччен ытларах апат-çимĕç юлашки, пахча çимĕç, утă-улăм туранчăкĕ, тымар çимĕç памалла. Тыр-пула çапла пĕрекетленин усси пурах. Хур кунне 200 г утă е арпа-хывăх çиме пултарать, кăвакал вара 500 г таран. Унсăр пуçне пăтратса панине 100-150 г çĕр улми тата 150-200 г авăртнă тырă е хывăх хушмалла.

Çуркунне çăмарта лайăх туччăр тесен чăхсене шăтарнă е çĕпрелетнĕ тырă памалла. Ку апата витаминпа пуянлатать, кайăк-кĕшĕк те унашкаллине ахальлинчен лайăхрах çиет. Çăмарти те шултрарах та пахарах пулĕ.

Ытларах чухне сĕлĕпе урпана шăтарса параççĕ. Малтан тырра пÿлĕм температури таран ăшăтнă шывра 24-36 сехет шÿтерсе лартмалла. Унтан ăна лапка çине 2-3 см хулăнăш сармалла. Тырра 20-23 градус ăшă пÿлĕмре шăтармалла. Сăмсаланни хатĕррине пĕлтерет. Шăтарнă тырра çитерсен чăх-чĕп çăмарта лайăх тăвать, пахалăхĕ ÿсет.

Апата çĕпрелетни. Авăртнă тырă е çăнăх хутăшĕ «минераллă хутăшсем хушманни» илмелле. Апата 18-20 градус температурăра çĕпрелетмелле. 1 кг çăнăх хутăшĕ çине 15-20 г пасар çĕпри ярса ирĕлтернĕ 1,5-2 литр ăшă шыв «35-40 градус» хушмалла, лайăх пăтратмалла. 6-7 сехете яхăн лартмалла. Кашни 1,5-2 сехетрен пăтратса тăмалла. Çĕпрелетнĕ апата вĕтетнĕ ытти апата хушмалла. Пăтратса панă пĕрчĕклĕ апата кайăк-кĕшĕке çитермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.