Çĕр улми 2014

26 Нарăс, 2014

Çĕр улми уявĕнче

Ытти кунсенче Шупашкарти Николаев урамĕнчи ярмăрккăра çын нумай мар. Ку унта çитме кансĕртереххипе çыхăннă-тăр. "Çĕр улми–2014" курава вара халăх йышлăн килнĕ. Машина лартма та вырăн çук. Суту-илÿ комплексĕн пĕрремĕш хутĕнче вăрлăх туянма килнисем черет йышăннă, хĕвĕшеççĕ кăна. " Ирхи сакăр сехетре виçĕ тонна илсе килнĕччĕ, самантрах сутăнса пĕтрĕ",– теççĕ сутуçăсем. Вăрлăха çавнашкал хăвăрт туянса пĕтернине астумаççĕ вĕсем. Вăрнар, Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Комсомольски улмине пахчаçăсем питĕ кăмăллаççĕ.

22 Нарăс, 2014

Кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче "Çĕр улми - 2014" курав ĕçлерĕ. Улттăмĕш хут йĕркеленĕ форум кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ. Раççейĕн 17 регионĕпе пĕрле уява яланхи пекех Германи, АПШ, Гол­ланди, Беларуç Республикин пред­ставителĕсем хутшăнчĕç.

20 Нарăс, 2014

Çĕр улми сумĕ ан чактăр

"Çĕр улмине мухтав" агрофирма" юлташлăх çур акине хатĕрленет. Чăваш Енре "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерес енĕпе ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан хастар йышăн 14-мĕш ĕççийĕ ку. Хуçалăх тилхепине Хасиятулла Идиатуллин тытнăранпа шăп та лăп вунă çул.

19 Нарăс, 2014

Чăваш апачĕ çывăхрах

Шупашкарта çĕр улми куравне улттăмĕш хут ирттереççĕ. Кунта хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи пахча çимĕç ăстисем, селекцире пуян опыт пухнă наука-тĕпчев институчĕсем пухăнса канашлĕç. Юлашки çулсенче вăй илнĕ фермер хуçалăхĕсене те кĕтетпĕр.