Комментари хушас

20 Нарăс, 2014

Çĕр улми сумĕ ан чактăр

"Çĕр улмине мухтав" агрофирма" юлташлăх çур акине хатĕрленет. Чăваш Енре "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерес енĕпе ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыракан хастар йышăн 14-мĕш ĕççийĕ ку. Хуçалăх тилхепине Хасиятулла Идиатуллин тытнăранпа шăп та лăп вунă çул.

2001 çултанпа çĕр улми лаптăкне 35 гектартан 780 гектара çити ÿстернĕ, унччен ăна çуллен 714 тонна кăларса пухнă, чи нумаййи - 23800 тонна. Тухăç вăтамран 310 центнерпа танлашнă. Ку тÿпеме хăпарма нумай вăй хуни каламасăрах паллă.

Пысăк пахалăхлă çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрленипе пĕрлех тĕш тырă, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, рапс, горчица акаççĕ. Тыр-пул 2500 гектар йышăнать. Вăрлăх фондне тивĕçлĕ шайра тытас тĕллевпе çуллен 30 ытла сорта сăнаса пăхаççĕ. Европăри, Беларуçри, хамăр çĕр-шыври селекци институчĕсем сĕннисем вĕсем. Сăнав тапхăрĕ темиçе çула пырать, вырăнти тата ытти регионти хуçалăхсене паха вăрлăх сĕнеççĕ. Пултаруллă ĕçленипе Раççейри улма туса илекен кăтартуллă хуçалăхсен шутне кĕнĕ, Чăваш Енри "Агропромышленноç комплексĕнчи чи лайăх 100 предприяти" списокĕнче малти ретре.

Çитĕнÿ никĕсĕ - агрономи службин /ертÿçи - Алексей Селиванов/ ĕçне пĕлсе йĕркеленинче. Хăйсен тивĕçне лайăх ăнланакан специалистсем наука-тĕпчев организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Биологи препарачĕсемпе удобренисем пахча çимĕçе мĕнле витĕм кÿнине тĕплĕ тишкересси йăлана кĕнĕ. Пĕлĕве, квалификацие ÿстересси те тĕп вырăнта. Юлашки çулсенче агрофирма нумай çĕнĕ техника туянчĕ, вĕсен хушшинче Раççейре туса кăларнисем çеç мар, чикĕ леш енчен кÿнисем те пур. Ятарлă программăна ĕçе кĕртни çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илме май парать.

Пурнăç теме те вĕрентет, агротехникăри ĕç мелĕсем улшăнса, çĕнелсе пыраççĕ. 2008-2009 çулсем Каçалсемшĕн ăнăçлă пулчĕç. Анчах 2010 çулхи типĕ çанталăкра ял çынни нумай çухату тÿснине асăнмалла. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă. Тепĕр çул çĕр улмин 120 гектарне шыв пĕрĕхтерекен агрегатсем вырнаçтарнă. Республикăра пуринчен малтан лаптăкăн-лаптăкăн шăвармалли механизма ĕçе кĕртрĕç. 2013 çулта улман - 235, пахча çимĕçĕн 70 гектарне "çумăр çутарнă". Кăçал тепĕр 100 гектар шăварма палăртаççĕ.

Çапах çулпа çул пĕр килмест. Вăрлăх çĕнетĕвне куçран вĕçертмен. Пысăк репродукциллĕ сортсене ытларах хамăр çĕр-шыврине туянаççĕ, Голланди, Германи тата Финлянди тĕслĕхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен вăрлăх лартса тăвакан предприятийĕсем пуян опыт пухнă. Сывă, вируспа чирлемен, элита класлă улма тухăçĕ аван.

- 2010 çулхи шăрăх пирĕн отрасле пысăк сиен кÿчĕ. Çав инкексенчен хăш-пĕр хуçалăх паян та хăтăлаймасть, - каласа парать тĕп директорăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Алексей Селиванов. - Хĕвел çунтарăвне лексе аманнă вăрлăхран лайăх тухăç илеймĕн, упрама хуни те часах юрăхсăра тухать. Шел те, кÿршĕсенчен хăшĕ-пĕри çав улмана лартнă тĕслĕх пур. Эпир 2010 çулхи çимĕçе производствăран кăлартăмăр. Тавар туянакан чи малтанах продукци пахалăхне пăхса хаклать-çке.

Çĕнетсе улăштарнă "Удача", "Невский", "Романо", "Пикассо", "Ред Скарлетт", "Гала", "Латона" сортсем лайăх çитĕнеççĕ.

Кашни çул вăрлăхăн пĕрре виççĕмĕш пайне çĕнетеççĕ. Продукцие тирпейлесе упрасси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Агрофирма хăйĕн 15 пин тонна пахча çимĕç хумалли управĕпе мухтанма пултарать. Шалти температура, нÿрĕк виçине автоматика йĕркелет. Кăçал тепĕр тăватă пин тонна хумалли ангар туса пĕтересшĕн. Унта улмана контейнерсенче тытмалли уйрăмсем пулĕç.

Директорăн маркетинг енĕпе ĕçлекен çумĕ /çирĕп хуçалăхсенче çавнашкал должноç та пур иккен!/ Олег Мартышин пĕлтернĕ тăрăх - чăваш вăрлăхĕпе апат-çимĕç улмине Раççейĕн кăнтăр регионĕсенче хаваспах туянаççĕ. Волгоград, Ростов облаçĕсемпе, Ставрополь, Краснодар крайĕсенче агрофирма продукцийĕ хăвăрт сутăнать. Унти хуçалăхсен хăйне евĕрлĕх пур-мĕн. Çанталăк ăшă тăнипе вăрлăх туса илеймеççĕ, яланах чăвашсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Паллах, продукцин ытларах пайне хамăр республикăра вырнаçтараççĕ. Чăваш Енри хуçалăхсене вăрлăх сутнă чухне хăш-пĕр çăмăллăха вăя кĕртнĕ.

О.Мартышин шухăшĕпе килĕшмелле. Тĕнче опытĕнченех паллă: пĕри - вăрлăхпа, тепĕр хуçалăх апат-çимĕçе каякан улмапа ĕçлессине вăйлатсан çеç отрасль аталанăвĕ кал-кал пулса пырĕ.

Агрофирма çĕр пулăхлăхне ÿстермелли тĕрлĕ майпа ăнăçлă усă курать. Пусă çаврăнăшне тăватă сыпăка уйăрнă. Пĕрремĕш çулне хирте рапс акаççĕ, иккĕмĕшĕнче - кĕрхи тулă, виççĕмĕшĕнче çĕр улми лартăнать, тăваттăмĕшĕнче - çурхи тулă. Кĕрхи тулă туса илнĕ уйра "иккĕмĕш çăкăр" уйрăмах ăнса пулнине практика çирĕплетет. Касăсенче çум курăк сахалрах, ÿсен-тăран чир-чĕртен лайăхрах сыхланать.

- Вăрлăхпа кăсăкланакансене тулли информаципе тивĕçтеретпĕр, - терĕç маркетинг пайĕнче. - Улма лартса ÿстерес ĕçре хăйне евĕрлĕх чылай. Рынок ыйтăвне чухламалла. Çав тĕллевпе эпир Раççейри куравсене тăтăшах хутшăнатпăр. Кашнинче мĕн те пулин çĕннине пĕлсе килетĕн.


Григорий СЛАВИН.

Комсомольски районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.