Кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ
Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче "Çĕр улми - 2014" курав ĕçлерĕ. Улттăмĕш хут йĕркеленĕ форум кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ. Раççейĕн 17 регионĕпе пĕрле уява яланхи пекех Германи, АПШ, Голланди, Беларуç Республикин представителĕсем хутшăнчĕç. Çĕр улми туса илесси мĕн пур патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет ку.
"Иккĕмĕш çăкăр” - тĕп апат-çимĕçрен пĕри, ăна 130 çĕр-шывра çитĕнтереççĕ. Çĕр çинче халăх йышĕ хушăнсах пынăран лаптăка çулсерен пысăклатаççĕ. Кашни гектар паракан тухăçпа шутласан унăн калăпăшĕ пĕрчĕллĕ культурăран 10 е ытларах та хут нумайрах. Планета халăха тăрантарайми пулас хăрушлăха сирмешкĕн ăсчахсем шăпах çĕр улмире çăлăнăç пуррине кураççĕ те.
Юлашки 16 çулта тĕнчере "иккĕмĕш çăкăр” туса илесси 275-рен 330 млн тоннăна çитнĕ. Раççей Китайпа Инди хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Курава Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ, вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. "Ял хуçалăхĕнче çĕр улми туса илесси тупăшлă отрасль шутланать, - терĕ вăл. - Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ ку чухнехи пысăк эффективлă агротехнологие пурнăçа кĕртсе продукци пахалăхне ÿстерет, яланах тупăш илет, лаптăксене çулленех хушăнтарать”.
Республика Пуçлăхĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Евгений Симакова курава çулленех хутшăнма май тупнăшăн тав турĕ. Институт çĕр улми производствин технологине çĕнетсех пырать, лайăх тухăç паракан эффективлă çĕнĕ сортсем кăларать. Çакна потребительсем те хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ, пасарта экологи енчен таса çимĕç çеç туянасшăн.
Михаил Игнатьев курав экспозицийĕпе паллашрĕ, павильонсен умĕнче чарăна-чарăна тăчĕ. Малта пыракан технологисене пурнăçа хăюллăн кĕртекенсем, ÿсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хÿтĕлекен тавар туса кăларакансем, паха вăрлăх çитĕнтерекенсем хăйсен таварĕпе паллаштаракан вырăнсене çитсе курчĕ. Михаил Васильевич çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пекех ытти культурăран та пысăкраххине палăртрĕ, çавăнпа çак отрасле малашне те çине тăрсах аталантармалла терĕ.
Конференц-залра "Çĕр улмин хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕ тата пуласлăхĕ" ятпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Малтан ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тăван республикăра "иккĕмĕш çăкăр” туса илесси хăш шая çитнипе паллаштарчĕ, ăна ку чухне тухăçлă çитĕнтерме майсем пуррине хăш-пĕр тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Чăваш Ен территорийĕ пысăках мар пулин те ăна çĕр-шыври нумай регионран ытларах çитĕнтерет. 2012 çул уйрăмах ăнăçу кÿнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче Аçтăрхан облаçĕ хыççăн эпир 2-мĕш, Раççейри регионсен хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Кăтарту пĕлтĕр те çак шайран чакмастчĕ пулĕ, вăраха кайнă йĕпе-сапана пула пĕтĕмпех кăлараймарăмăр.
Çулпа çул пĕр килмест теççĕ. Хресченсем кăçал çанталăк хăйсене майлă пуласса шанаççĕ. Çавăнпа халăхра анлă сарăлнă культурăн лаптăкне чакарас шухăшлă мар. Шел, вăрлăх çитменни ура хурать. Чылай хуçалăх ăна республика тулашĕнчен туянасшăн. Форум вĕсене хăнасемпе килĕшÿсем тума май пачĕ.
Евгений Симаков çĕр улмине хăй вăхăтĕнче Раççейре епле çитĕнтерме тытăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Çынсем малтанах унпа усă курма пĕлмен. Чечек «çырлисене» çисе наркăмăшланнă тĕслĕх пайтах пулнă. Унччен халăх тутлă кăшман /брюква/ çинĕ. «Пирĕн тивĕç - халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси, - терĕ Евгений Алексеевич. - Çавăнпа селекци енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле, паха сортсем кăлармалла, тирпейлекен промышленноçа аталантармалла».
Константин Пшеченков профессор Мускав облаçĕнчи «Озеры» ООО аталанăвĕпе паллаштарнă май çуса сутакан çĕр улмин кашни килограмĕ çуманнинчен хуçалăха 18-20 тенкĕ таса тупăш панине çирĕплетрĕ. Раççей тĕп хулинчи чылай лавкка таса маррине пачах та йышăнмасть иккен. Халăх пысăк хака пăхмасăрах тасине çеç туянать.
Уява пухăннисем ăсталăх класĕсемпе «çавра сĕтелсенче» пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланчĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Сap.ru cайчӗн сăн ÿкерчӗкӗ