Кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче "Çĕр улми - 2014" курав ĕçлерĕ. Улттăмĕш хут йĕркеленĕ форум кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ. Раççейĕн 17 регионĕпе пĕрле уява яланхи пекех Германи, АПШ, Гол­ланди, Беларуç Республикин пред­ставителĕсем хутшăнчĕç. Çĕр улми туса илесси мĕн пур патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕ­плетет ку.

"Иккĕмĕш çăкăр” - тĕп апат-çимĕçрен пĕри, ăна 130 çĕр-шывра çитĕнтереççĕ. Çĕр çинче халăх йышĕ хушăнсах пынă­ран лаптăка çулсерен пысăклатаççĕ. Кашни гектар паракан тухăçпа шутла­сан унăн калăпăшĕ пĕрчĕллĕ культурă­ран 10 е ытларах та хут нумайрах. Пла­нета халăха тăрантарайми пулас хă­рушлăха сирмешкĕн ăсчахсем шăпах çĕр улмире çăлăнăç пуррине кураççĕ те.

Юлашки 16 çулта тĕнчере "иккĕмĕш çăкăр” туса илесси 275-рен 330 млн тоннăна çитнĕ. Раççей Китайпа Инди хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Курава Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ, вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. "Ял хуçалăхĕнче çĕр улми туса илесси тупăшлă отрасль шутланать, - терĕ вăл. - Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ ку чухнехи пысăк эффек­тивлă агротехнологие пурнăçа кĕртсе продукци пахалăхне ÿстерет, яланах тупăш илет, лаптăксене çулленех ху­шăнтарать”.

Республика Пуçлăхĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Евгений Симакова курава çулленех хут­шăнма май тупнăшăн тав турĕ. Инсти­тут çĕр улми производствин техноло­гине çĕнетсех пырать, лайăх тухăç па­ракан эффективлă çĕнĕ сортсем кăла­рать. Çакна потребительсем те хăнăх­са çитрĕç ĕнтĕ, пасарта экологи енчен таса çимĕç çеç туянасшăн.

Михаил Игнатьев курав экспози­цийĕпе паллашрĕ, павильонсен умĕ­нче чарăна-чарăна тăчĕ. Малта пыра­кан технологисене пурнăçа хăюллăн кĕртекенсем, ÿсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хÿтĕлекен тавар туса кăларакансем, паха вăрлăх çитĕнтере­кенсем хăйсен таварĕпе паллаштара­кан вырăнсене çитсе курчĕ. Михаил Ва­сильевич çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пе­кех ытти культурăран та пысăкраххине палăртрĕ, çавăнпа çак отрасле малаш­не те çине тăрсах аталантармалла терĕ.

Конференц-залра "Çĕр улмин халь­хи вăхăтри пĕлтерĕшĕ тата пулас­лăхĕ" ятпа ăслăлăх-практика конферен­цийĕ иртрĕ. Малтан ЧР ял хуçалăх ми­нистрĕ Сергей Павлов тăван республи­кăра "иккĕмĕш çăкăр” туса илесси хăш шая çитнипе паллаштарчĕ, ăна ку чух­не тухăçлă çитĕнтерме майсем пурри­не хăш-пĕр тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Чă­ваш Ен территорийĕ пысăках мар пу­лин те ăна çĕр-шыври нумай регион­ран ытларах çитĕнтерет. 2012 çул уй­рăмах ăнăçу кÿнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче Аçтăрхан облаçĕ хыççăн эпир 2-мĕш, Раççейри регионсен хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Кăтарту пĕлтĕр те çак шайран чакмастчĕ пулĕ, вăраха кайнă йĕпе-сапана пула пĕтĕмпех кăла­раймарăмăр.

Çулпа çул пĕр килмест теççĕ. Хресченсем кăçал çанталăк хăйсене майлă пуласса шанаççĕ. Çавăнпа халăхра анлă сарăлнă культурăн лаптăкне чакарас шухăшлă мар. Шел, вăрлăх çитменни ура хурать. Чылай хуçалăх ăна республика тулашĕнчен туянасшăн. Форум вĕсене хăнасемпе килĕшÿсем тума май пачĕ.

Евгений Симаков çĕр улмине хăй вăхăтĕнче Раççейре епле çитĕнтерме тытăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Çынсем малтанах унпа усă курма пĕлмен. Чечек «çырлисене» çисе наркăмăшланнă тĕслĕх пайтах пулнă. Унччен халăх тутлă кăшман /брюква/ çинĕ. «Пирĕн тивĕç - халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси, - терĕ Евгений Алексеевич. - Çавăнпа селекци енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле, паха сортсем кăлармалла, тирпейлекен промышленноçа аталантармалла».

Константин Пшеченков профессор Мускав облаçĕнчи «Озеры» ООО аталанăвĕпе паллаштарнă май çуса сутакан çĕр улмин кашни килограмĕ çуманнинчен хуçалăха 18-20 тенкĕ таса тупăш панине çирĕплетрĕ. Раççей тĕп хулинчи чылай лавкка таса маррине пачах та йышăнмасть иккен. Халăх пысăк хака пăхмасăрах тасине çеç туянать.

Уява пухăннисем ăсталăх класĕсемпе «çавра сĕтелсенче» пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланчĕç.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Сap.ru cайчӗн сăн ÿкерчӗкӗ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.