Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Иван Яковлев парни

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне 1990 çулта уçнă. Вăл маларах шкул çурчĕ пулнă. Ăна халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлев тăрăшнипе лартнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут асăннă яла килнĕ. Ял халăхĕпе курнăçса калаçнă, шкул уçма палăртнă. Пĕлÿ çуртне 1903 çулта хута янă. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулсан та çурт чиперех сыхланса юлнă. Енĕш Нăрвашсем ăна чыслăн упраççĕ.

Шанчăклă алăра

Иван Яковлевич çак яла вун икĕ хутчен килсе кайнă, пĕтĕм яваплăха хăй çине илнĕ: шкул валли çĕр уйăрассине, чул кăларассине, укçа пухассине, йывăç турттарса килессине тата ыттине те. Каярахпа экзаменсем ирттерме те килнĕ. Чи лайăх вĕренекенсене хăй патне Чĕмпĕре илсе кайнă. Вĕсенчен пĕри _ Степан Максимов композитор.

Çакна та асăнса хăвармалла: шкул çуртне вырăс çыннисем тунă. Тăррине витме ялти ăстасене шаннă. Анчах лешсем хĕç тимĕрпе ĕçлесе курман, кĕрхи йĕпе-сапа та чăрмантарнă. Çавна май вĕсем ĕçе пăрахнă. Кун пирки Иван Яковлевич пĕлнĕ. 1903 çулхи çуркунне вăл шкул çурчĕн тăррине витме Чĕмпĕртен ăстасем янă. Аслă вĕрентекенĕмĕр парнисем те упранаççĕ музейра: юман сĕтел, доска, шкаф, этажерка.

Хăнасем кунта тĕрлĕ çĕртен килеççĕ. Унсăр пуçне конференцисем, семинарсем ирттереççĕ, тĕпчев ĕçĕсем йĕркелеççĕ.

Хальхи вăхăтра музей ертÿçи _ Владимир Петров. Маларах вăл вĕрентекенре, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Ун пирки музей пуçаруçи тесен те йăнăш мар. Шăпах вăл тăрăшнипе пĕрчĕн-пĕрчĕн экспонат пуçтарăннă, аса илÿ йĕрки çырăннă. «Кунта ĕçлеме чун туртăмĕ кирлĕ, _ тет Владимир Васильевич. – Алăка уçса хупнипех ĕç малалла каяймĕ. Пурне те хам тăватăп: урай çăватăп, юсав ĕçĕсене пурнăçлатăп. Тепĕр чухне çемйипех вăй хуратпăр». Хальхи вăхăтра çакнашкал музейсене тытса тăма çăмăл мар. «Патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшкалать-и;» _ кăсăклантăм эпĕ. «Смета туса хатĕрленĕччĕ, анчах укçа-тенкĕ хĕсĕкрен культура министерстви пулăшаймасть», _ пулчĕ хурав.

Юрать-ха тилхепене тăрăшуллă çын тытса пырать. Чылай çул учительте ĕçленĕрен вĕренекенсем те спонсор пулса пулăшаççĕ ăна. Сăмахран, пĕри сăрăпа тивĕçтернĕ. Петровсем вара вунă кун çемйипех музей çуртне сăрланă.

Кашни экспонат хаклă

Енĕш Нăрвашра тĕнчипе, çĕр-шывĕпе паллă çын чылай çуралса ÿснĕ. Вĕсемпе кунта паллашма май пур. Çакă та ахальтен мар пулас. Иван Яковлев уçнă шкулăн пĕлтерĕшĕ самаях пысăк.

Музейра Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков ÿнерçĕсен ĕçĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пултаруллă икĕ çыннăн ашшĕсем пĕр тăван пулнă. Вĕсене хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрте ăс пухнă Василий Тимофеев ÿкерме вĕрентнĕ. Моисей Спиридоновичăн шăллĕ Виктор _ чăвашсен пĕрремĕш скульпторĕ. Йăмăкĕ Ольга та хăйне евĕр пултаруллăскер пулнă. Вăл турăшсем ÿкернĕ, чиркÿсем илемлетнĕ. Моисей Спиридоновăн ывăлĕ Виктор та ашшĕ çулĕпех кайнă. Шел, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Хĕрĕ Августа _ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пĕр йăхра миçе ÿнерçĕ;! Пултарулăх юнпа куçать тени тĕрĕсех.

Павел Меркурьев ÿнерçĕпе Алексей Майраслов скульптор та çак ялтах тĕнчене килнĕ. Вĕсен ĕçĕсем те чылай. Павел Меркурьевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çапăçу хирĕнчех ÿкерчĕксен эскизне хатĕрленĕ вăл. Мирлĕ вăхăтра вĕсене шур хут çине куçарнă. Ахальтен мар унăн чылай ÿкерчĕкĕнче вăрçă теми сăнланнă. СССР халăх артисткине Вера Кузьминана пĕлмен çын та çук пулĕ. Вера Кузьминична та кунтанах.

Музейра сакăр зал. Вĕсенчен чи «çамрăкки» _ çĕр-шыв хÿтĕлевçисене халалланăскер. «Шкулта пĕр кĕтес уçас шухăш çуралнăччĕ. Каярахпа, кунта ĕçлеме тытăнсан, ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртрĕм. Халĕ экспонатсем хушăнсах пыраççĕ. Афган вăрçинче пирĕн ялтан 21 çамрăк пулчĕ, Чечняра _ 13-ĕн. Пурте сывах таврăнчĕç. Ытти салтак та час-часах кĕрсе курать ку пÿлĕме, тав тăвать», _ кăмăллăн калаçать Владимир Васильевич. Вăл ачасене чылай çул çар ĕçне вĕрентнĕрен çак зала йĕркелес шухăш канăç паман ăна. Çитменнине хăй те çĕр-шыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Салтак юррине пухса ятарлă альбом хатĕрленĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче «Красная Чувашия» колхоз çар самолечĕ тума 300 пин тенкĕ укçа, Хĕрлĕ çар фондне 500 пăт тырă хывнă. Ял халăхне Иосиф Сталин Тав çырăвĕпе чысланă.

Вăрçа хутшăннисене халалласа ятарлă пÿлĕм йĕркеленĕ. Вут-çулăм хирне Енĕш Нăрвашран 603 çын тухса кайнă, вĕсенчен 245-ĕшĕ ĕмĕрлĕхех унта выртса юлнă. Паянхи кун вăрçăран сывă таврăннисенчен тăваттăшĕ çеç пурăнать.

Колхоз, ял историйĕн пÿлĕмĕсем те материалсемпе, экспонатсемпе пуян. Кунтах _ авалхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, чĕр чун кÿлепин пайĕсем...

1939 çулта пушар вăхăтĕнче ялта 114 кил çуннă. Инкек хыççăн халăх пушар сÿнтермелли хатĕрсем пухма тытăннă, вĕсене ал айĕнчех тытнă. Урамсенче хуралсем йĕркеленĕ. «Шел, ку йăла халĕ каллех çухалчĕ», _ терĕ Владимир Петров пăшăрханарах.

Иртнĕ çул Енĕш Нăрваш 450 çул тултарнă. Вăл çулран çул аталанса пынине кăтартнă музейра. Кунта сăнланнă кашни самант пĕлтерĕшлĕ, кашни çын пурнăçĕ кăсăклă.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.