Çурăм та...
Хĕр ачан шурă кĕрĕкне çурăм. Типсен шакăрт çеç хытса ларчĕ. Мĕнпе çемçетме пулать-ши?
Галина Кротова. Канаш районĕ, Шаккăл ялĕ.
1 л шыв, 2 кашăк уксус эссенцийĕ, 3 чей кашăкĕ тăвар хутăштарăр. Хайхи шĕвекпе кĕрĕке тÿнтер енчен, аçлăкне сирсе тирне лайăх сăтăрăр. Çапла 3-4 хут тума тивĕ «кашни 3 сехетрен». Çакăн хыççăн тумтире сарса типĕтмелле. Кайран тире каллех лутăркаса тÿнтер енчен çу эмульсийĕпе сĕрмелле «1 л ăшă шыва _ 100 г касторка çăвĕ тата 15-20 тумлам нашатырь спирчĕ». Унтан тире тирĕ çумне хутлатса хумалла, 3-4 сехетрен кĕрĕке сарса пÿлĕмре типĕтмелле.
Тире тÿнтер енчен глицеринпа сĕрсе çемçетнĕ хыççăн сĕтел çине сарса лайăх туртăнтарса типĕтмелле.
Касторка çăвĕпе çăмарта саррин хутăшĕпе çемçетнине те калаççĕ.