Комментари хушас

Инсульт хыççăнхи çĕвĕсенчен хăтăлма шĕпĕн курăкĕн шывĕ пулăшать теççĕ. Аптекăран пĕр пачка шĕпĕн курăкĕ туянтăм та ĕнтĕ. Рецептне пĕлесчĕ.

Т. Васильева. Вăрмар поселокĕ.

Инсульт чăтса ирттернĕ çыннăн ирсерен зарядка тумалла, уçă сывлăшра çÿремелле. Пур ĕçе те васкамасăр, асăрханса, кана-кана тумалла.

Шĕпĕн курăкĕн шывĕ: тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк чухлĕ типĕтсе вĕтетнĕ шĕпĕн курăкĕ (чистотел) ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла. Икĕ-виçĕ эрне таран кунне 3 хут, апат умĕн, 2-шер кашăк ĕçмелле.

Сиплĕ бальзам: хуппинчен тасатнă 5 лимона тата 2,5 пуç ыхрана аш арманĕпе авăртмалла, 500 мл пыл хушмалла, сулхăн вырăнта пĕр уйăх тытмалла. Вăхăт-вăхăтăн силлесе илмелле. Апат çийиччен çур сехет маларах пĕрер чей кашăкĕ çимелле, тÿрех çăтмалла мар, ĕмсе çÿремелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.