Анăç пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăннă хыççăн РФ Президенчĕ Владимир Путин ятарлă указ кăларчĕ. Çавна май Раççее Америкăран, Австралирен, Канадăран, Европа пĕрлĕхĕнчи çĕр-шывсемпе Норвегирен пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-çу тата аш-какай килме пăрахать.
Чечек таврашне ытларах хĕрарăм килĕштерет. Ăна çитĕнтерес тĕлĕшпе те вăлах тăрăшать. Анчах «куç хитрине юратать, тута – тутлине» тенешкел илем тĕнчине пурте асăрхатпăр. Арçынсем те чечек ÿстерме кăмăллаççĕ иккен. Çакна Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинче пулнă май хам курса ĕнентĕм.
Ача çуралнине "çума" юлашки хут хăçан кайнине те ас тумастăп, виле çине вара час-часах кайма тивет. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитменнисем нумай вилеççĕ – хĕрĕх-аллă çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем. Тепĕр вăтăр-хĕрĕх çул таплаттарса пурăнмалла пек. Çук вĕт. Каяççĕ те каяççĕ пĕрин хыççăн тепри. Пĕрне асăнмалли хĕрĕх кун çитмен, тепри автансăр яла ăсанать.
Çăва çине черетлĕ çамрăка пытарнă чухне пĕр хуçалăх ертÿçи хурлăхлă митингра çапла каланăччĕ:
– Турă леш тĕнчене ĕçлеме пултаракан, вăй питти çынсене илсе каять...
«Хресчен сасси» хаçата 1992 çултанпах çырăнса илетпĕр. Вулама питĕ кăсăклă: тем те пур унта. Тавах пархатарлă ĕçĕршĕн. Хаçатăн тахăш номерĕнче «золотой ус» пирки, çулçипе чей вĕретсе ĕçмелли çинчен çырни пурччĕ. Эпĕ пĕсехе парĕн ĕçĕ пăсăлнипе аптратăп. Çавна тепĕр хут тупса пичетлеймĕр-ши?
"Симбирцит" çурхи тулăн тухăçĕ Вăрмар районĕнчи Эçпепери Владимир Николаевич Яковлева савăнтарать. Ал тупанĕ çине выртакан пĕрчĕсем тулли, сĕткенлĕ, хĕвел çинче илемлĕн йăлтăртатаççĕ. Çĕре, çут çанталăка чунпа туйсан, пур ĕçе те вăхăтра тусан тухăçпа хĕпĕртетĕн çав. Владимир Николаевич фермер çулсерен паха тырă çитĕнтерме тăрăшать.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртре пурăнакан Марина Михайлова ÿкерме кăмăллать. Пушă вăхăт тупăнсанах аллине хутпа кăранташ тытать. Маларах ÿкерчĕке хут çине куçарнă пулсан, халĕ – хăма çине. Сăрласа илемлетнĕскер лавккаринчен нимĕнпе те кая мар.
Вăрçă-харçа пула Украина халăхĕ Раççее куçать, çав шутрах Чăваш Ене те. Паянхи кун тĕлне республикăна 700 ытла çын килнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тăван-пĕтенĕ патĕнче хÿтлĕх тупать, теприсем вара – вăхăтлăх пурăнмалли пунктсенче. Хуласене çеç мар, ялсене те вырнаçаççĕ.