- Чăвашла верси
- Русская версия
Барбарис пиçет
Барбарис çырлипе мĕн хатĕрлеме пулать-ши? Пĕр-пĕр рецепт пичетлеймĕр-ши?
Тархасшăн. Пĕрмаях шыв ĕçес килнине ирттерекен барбарис настойĕ хатĕрлесе пăхăр. Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсемшĕн уйрăмах усăллă вăл. Термоса 6 кашăк çырла тата тин вĕретнĕ 3 стакан шыв ямалла. 3 сехет тăрăлтарса лартнă хыççăн кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Çырла эрехĕ те пăсмĕ. Лайăх пиçсе çитнĕ çур кило чухлĕ барбарис çырлине тасатса нимĕрлемелле, корица турамĕ тата 3 гвоздика пĕрчи хушмалла, 1 л шур эрех ярса хупă савăтра 10 кун тытмалла. Унтан сăрăхтармалла. 200 г шыва 1 стакан сахăр ярса сироп вĕретмелле, сивĕтмелле, çырлаллă эрехе хушмалла. Çакăн хыççăн эрехе лайăх силлесе кĕленчесене куçармалла.
Асăрхаттарни: барбарисăн симĕс çырли наркăмăшлă.
Комментари хушас