- Чăвашла верси
- Русская версия
Илем тĕнчи ытамĕнче
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртре пурăнакан Марина Михайлова ÿкерме кăмăллать. Пушă вăхăт тупăнсанах аллине хутпа кăранташ тытать. Маларах ÿкерчĕке хут çине куçарнă пулсан, халĕ – хăма çине. Сăрласа илемлетнĕскер лавккаринчен нимĕнпе те кая мар.
Ку ĕçе вăл ятарласа ниçта та вĕренмен, Октябрьскинчи пултарулăх шкулне çÿресе туптанă. Пултарулăх тени çăл куç пек тапса тăнă ахăр. Чун тĕпĕнчен вирхĕнсе тухнă. Халĕ кунсеренех алла киçтĕк тытать хĕр. Вĕçленнĕ ĕçне чи малтан амăшне кăтартать. Лешĕ вара хак парать. «Тепĕр чухне çĕрлечченех ларать, – тет Галина Витальевна ун пирки. – Çĕнĕрен те çĕнĕ эрешсем шырать».
Ял çыннин çĕр тĕрлĕ ĕç. Ытларах çулла. Хĕр упраç пахчари йăрансене те çум курăкран тасатать, çырлана та çÿрет. Кĕркунне вара кăмпана кайма юратать. Каярахпа çут çанталăк ÿкерчĕкне хут çине сăнарлать Марина. Ялта, районта иртекен куравсене те хутшăнать вăл. Иртнĕ çул республикăри сусăрсен пултарулăхĕн фестивалĕнче «Декораципе хушма искусство» номинацире хĕр пĕрремĕш вырăн йышăннă. Паллах, çак çитĕнÿ ăна хавхалантарнă, вăй-хăват хушнă.
Комментари хушас