Комментари хушас

29 Çурла, 2014

Сарри тутлăрах та

Калăр-ха, тархасшăн, сарă помидорта рак чирне хирĕç тăракан ликопин пур-и е çук-и?

Валерий Иванов. Муркаш районĕ, Çатракасси.

Сарă тĕслĕ помидор чи усăллисенчен пĕри шутланать. Пур енĕпе те. Америка ученăйĕсем çирĕплетнĕ тăрăх вăл вăхăтсăр ватăлассине тытса чарать. Хĕрлипе танлаштарсан сарринче калори сахалраххипе ăна начарланасчĕ текен самăр çынсене çиме сĕнеççĕ. Хăйне евĕр тетра-цис-ликопин текен япала пуррипе вăл усал шыçă чирĕсемпе кĕрешме пулăшни паллă. Хĕрарăмсене амалăх мăйĕ, арçынсене шăк хăмпи тата простата ракĕ пуласран хÿтĕлет. Миоцин пурри вара чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетет. Сарă помидор пÿре, пĕвер, пыршăлăх ĕçне лайăх витĕм кÿрет, организмран наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшать.

Арçынсене çакна та каласа хăварас килет: помидор çини лайăх-ха, врач простатитран тума хушнă хусканусене те тĕрĕс пурнăçламалла. Выртса упражнени тунă чухне хырăмпа сывласа илнĕ вăхăтра кутанана шалалла туртса илме хăнăхмалла. Харăсах икĕ ĕç тума вĕренмелле: çемçелнĕ хырăм та çĕклентĕр, кутана та шалалла туртăнтăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.