Комментари хушас

20 Çурла, 2014

Çĕр кăкри çăкăр çитерет

"Симбирцит" çурхи тулăн тухăçĕ Вăрмар районĕнчи Эçпепери Владимир Николаевич Яковлева савăнтарать. Ал тупанĕ çине выртакан пĕрчĕсем тулли, сĕткенлĕ, хĕвел çинче илемлĕн йăлтăртатаççĕ. Çĕре, çут çанталăка чунпа туйсан, пур ĕçе те вăхăтра тусан тухăçпа хĕпĕртетĕн çав. Владимир Николаевич фермер çулсерен паха тырă çитĕнтерме тăрăшать. Чипер хакпа сутма юрăхлă пултăр, пахалăхĕпе сахалтан та 3-мĕш класа лартăр тет. Унсăрăн мĕн усси?

Кĕрхи ыраш кăçал гектартан вăтамран 36 центнер тухнă. Халĕ выракан тулă та тухăçĕпе кÿрентермĕ. Пĕлтĕр Владимир Яковлев районта палăрнă: кашни гектартан вăтамран 39 центнер тырă çапса илнĕ. Ку кăтартупа унпа никам танлашайман.

Çĕнĕ тырă тÿрех Вăрмарти элеватора ăсанать. Вăл ытти çĕрти пек хупăнманни пит аван тет фермер. Çĕр çинче туса илекен чĕр таварăн хакĕ çырлахтарсан тата ăна нушаланмасăр сутма май пулсан хресчене нимĕн те кирлĕ мар. Çак шухăша темиçе хут та палăртрĕ Владимир Николаевич.

Фермер хуçалăхĕпе вăл 2007 çултанпа ĕçлет. Унччен малтан та çĕр ĕçĕпе тăранса пурăннă, "Сельхозхими" пĕрлешÿре водительте тăрăшнă.

Хăйĕн вăйне шанса чи малтанах çĕр улми çитĕнтернĕ. Пусă çаврăнăшне улăштарса тăмаллине асра тытса тĕш тырăпа туслашнă. Тыр-пула юратма, хисеплеме ăна мĕн пĕчĕкрен вĕрентнĕ. 9-мĕш класс хыççăнах вăл вырмана хутшăннă, уй-хир карапĕн рулĕ умне ларнă. Вăл вăхăтра хуçалăха Социализм Ĕç Геройĕ Сергей Лукич Лукин ертсе пынă. Ăслă ертÿçĕ çамрăксене хавхалантарма пĕлнĕ. "Атьăр-ха, çак ватăсене мĕнле ĕçлемеллине вĕрентер! Курччăр, пĕлччĕр!" – тенине илтсен арçын ачасем тÿпене вĕçсе хăпарманни кăна. Çамрăк ачана çулне кура мар аслă комбайнера шанса лартнă, пулăшаканĕ вара унран самай аслăрах пулнă.

Тыр-пулпа, çĕр улмипе Владимир Николаевич паян та кăсăкланать. Çĕр ĕçĕ çинчен ваттисен сăмахне мĕн чухлĕ пĕлет тата! Ман ыйтусене çавра каларăшсемпе хуравласа тĕлĕнтерчĕ. "Чылай çул ĕçе пăрахмастăр, апла çĕр тăрантаратех ĕнтĕ", – пĕлесшĕн çунтăм фермертан. Вăл вара: "Çĕр çинче ĕçлесе пуяймăн, курпунлă пулайăн", – терĕ. Çĕр кăкри çăкăр çитерет. Ĕçлекенсĕр çĕр тăлăх тени мĕн тери тĕрĕс.

Юрать, халĕ тырра ĕлĕкхи пек пилĕк авса вырмалла мар. Фермерăн "Полесье" комбайнĕ тыр-пул лаптăкне вырма ĕлкĕрет. Ытти йышши техника та çителĕклĕ. Хăшне çĕнĕлле туяннă, теприне чипер ĕçленине кура кивĕскернех илсе килнĕ. Тĕрлĕ хуçалăхран пуçтарнă, кÿршĕ районсенчен те турттарнă. Кивĕ машина-трактора ĕçлеттерме пайтах тăкакланмалла, тăтăшах юсамалла.

Çакна пурте ăнланмаççĕ. Техника хушăннине асăрхаççĕ те çын пуйса пырать теççĕ. Тепри, калăпăр, ялта лавкка тытать. Вăл темиçе хут пуянрах пулĕ, анчах çакна курмаççĕ.

Владимир Яковлев та ку таранччен лавкка уçса хура ĕçрен тарма пултарнă. Çĕр ĕçĕпе чирлесе кайни çапла тума чăрмантарать тет вăл.

Пахча хыçĕнчи йышлă техникăшăн савăнмалла, анчах хĕлĕн-çăвĕн уçă тÿпе айĕнче ларсан ĕмĕрĕ кĕскелет мар-и?

Хăйĕн килĕнчен çÿлерех фермер 6-7 çул каяллах вырăн туяннă, ангар тума пуçланă. Унта хăй вăхăтĕнче ача сачĕ пулнă, халĕ чылай çул иртсен тахăшĕ çакăн çинчен аса илнĕ. Тыр-пула, çĕр улмине пуçтарса кĕртсен строительство ĕçне фермер малаллах тăсасшăн.

Тырă çитĕнтерекеншĕн выльăх-чĕрлĕх усрани паха. Владимир Николаевич та юхăннă хуçалăхăн витине туянасшăн пулнă, анчах май килмен.

Сутма юрăхлă чĕр тавар туса илес тесе вăл тĕш тырă тата çĕр улми сорчĕсене çĕнетсе тăрать. Вĕсемпе интернет урлă кăсăкланать. Ял хуçалăх машинисен пĕлтерĕшлĕ пайĕсене улăштарса çĕнетме те пулăшать ăна интернет.

Çĕр улмин "Уладар", "Любава" сорчĕсене кăмăллать Владимир Яковлев. "Пĕлетĕр-и, 1996 çулта пĕр кило çĕр улмине 6 тенкĕпе сутнă. 1 литр топливăна та вăл вăхăтра çав хакпа туянма пултарнă. Паян топливо (1 литрĕ) 33 тенке çитрĕ, "иккĕмĕш çăкăр" вара хакланманпа пĕрех. Пире мĕн кирлĕ? Чĕр тавара çырлахтаракан хакпа вырнаçтарма май туса паччăр. В. Путин Президент хăйĕн Указĕпе ют çĕр-шыв çимĕçне Раççее турттарас йĕркене улăштарчĕ. Çакă хресченшĕн аван пуласса шанатпăр. 1 кило çĕр улмине сахалран та 10 тенкĕпе вырнаçтарма пултарсан та тем пекехчĕ. Хак тивĕçтерсен пире нимĕнле субсиди те кирлĕ мар", – палăртрĕ вăл.

Ку таранччен пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕн пуçтарнă пурлăх хăй ĕçлеме пăрахсассăн саланмасса шанать фермер. Ĕççире ăна çулсерен ывăлĕсем – Сергейпе Алексей – пулăшаççĕ. Хулара пурăнаççĕ, анчах ял хуçалăхĕнчен инçетре тăмаççĕ (пĕлĕве те çак енпех илнĕ). Хĕлле вĕсем – стройкăсенче, çурла-кĕрлĕ тата çулла – ялта, ашшĕпе юнашар.

"Хамăр хура ĕçре нушаланни те çитет. Ӳссен ачасем хуланалла тарччăр", – теççĕ ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ. Владимир Николаевич та малтан, ахăртнех, çапла шухăшланă. Халĕ шухăшĕ улшăннă. Паян мар пулсан ыран е виçмине хăйĕн ĕçне ачисем малалла тăсасси пирки иккĕленмест.

Ирина Никитина.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.