Комментари хушас

Чечек таврашне ытларах хĕрарăм килĕштерет. Ăна çитĕнтерес тĕлĕшпе те вăлах тăрăшать. Анчах «куç хитрине юратать, тута – тутлине» тенешкел илем тĕнчине пурте асăрхатпăр. Арçынсем те чечек ÿстерме кăмăллаççĕ иккен. Çакна Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинче пулнă май хам курса ĕнентĕм.

Леонидпа Алевтина Егоровсен пахчи те, картишĕ те чечек ăшĕнче. Кам çитĕнтерет-ха вĕсене? Кил хуçи Леонид Егорович кăсăкланать вĕсемпе. Вăрра нарăс уйăхĕнчех акать. Малтан калчана пĕчĕк савăта, унтан пысăкраххи çине куçарать. Çанталăк ăшăтсан парнике кăларать, вăхăт çитсен ăна çĕр çине лартать. Чылай вăрра хăех хатĕрлет. Унта-кунта кайсан хитре чечеке тÿрех асăрхать. Илĕртÿллисене вăрлăхлăх татать.

«Чечекпе кăсăкланма пуçлани вунă çул та çитет, – терĕ вăл сăмах пуçарнă май. – Эпĕ эрех ĕçместĕп, пирус туртмастăп. Пурнăçра мĕнпе те пулин йăпанмалла-çке. Ытларах пĕр çул ÿсекеннисене кăмăллатăп. Вĕсен вырăнĕсене çулсеренех улăштаратăп. Капла хитререх пек туйăнать».

Хăш-пĕр чечекĕн тĕрлĕ сортне çитĕнтерет вăл. Акă вунă тĕрлĕ бархатцы, пилĕк тĕрлĕ лили куçа илĕртеççĕ. Клематис та икĕ сорт. Бегони, петуни, флокс, георгин та чечекре. Сальви те таçтан аякран курăнать, хăй патне кăчăк туртать. Ахальтен мар кил хуçи ăна ыттисенчен ытларах юратать. Вăл çуркуннерен пуçласа кĕр кунĕчченех чечекĕпе савăнтарать.

«Ку ĕçре сире мăшăрăр та пулăшать пулĕ», – ыйтатăп кăсăкланса. «Иксĕмĕр пĕрле лартатпăр. Ыттине хамах пурнăçлатăп», – пулчĕ хурав.

Леонид Егорович маларах «Коммунар» хуçалăхра трактористра вăй хунă. Инкеке пула сылтăм аллине çухатнă вăл. Çапах та ахаль лармасть, пахчара та, кил картинче те ĕçлет. Эпир пынă вăхăтра тарла-тарла утă çулатчĕ. Алевтина Ананьевна вара пахчара çĕр улми пуссинче тăрăшатчĕ. Пахча çимĕç пирки сăмах пуçартăмăр. «Кăçал тухăç аван, – пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. – Купăста еплерех сарăлса ларать. Помидор та лайăх çитĕнчĕ, ытти çимĕç те аптăрамасть».

Андреевсем 46 сотка çĕр çинче ытларах курăк ÿстереççĕ. Ара, ĕнепе сурăхсене хĕл каçарма сахал мар утă кирлĕ-çке. Кунтах пĕчĕк кÿлĕ те пур. Леонид Егорович унта пулă та янă. Хĕвел тухнă чухне пĕчĕкскерсем выляса савăнаççĕ. Çак илеме сăнама юратать мăшăр. Сăмах май, Тавăшкасси ял тăрăхĕ ирттерекен «Ялти чи тирпейлĕ кил» конкурсра Андреевсем маларах икĕ хутчен çĕнтернĕ.

Туслă мăшăр пурнăç сукмакĕпе 46 çул пĕрле утать. «Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакансен чечек лайăх çитĕнет», – теççĕ халăхра. Лăпкă лару-тăрăва ÿсен-тăран та туять: тавралăха илемĕпе, тутлă шăршипе савăнтарать. Ахальтен мар ирсерен, кĕтÿ хăваланă чухне, хĕрарăмсем Андреевсен пахчине куç илмесĕр сăнаççĕ. «Ленькка, сан чечекÿсене куçăхтаратпăр», – теççĕ.

Чун илем патне туртăнни лайăх. Вăл çынна савăк кăмăл-туйăм парнелет, тĕнчене çăлать.

Валентина МАКСИМОВА.

Валентина МАКСИМОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.