Тăван тăрăх хÿттинче

20 Çурла, 2014

Вăрçă-харçа пула Украина халăхĕ Раççее куçать, çав шутрах Чăваш Ене те. Паянхи кун тĕлне республикăна 700 ытла çын килнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тăван-пĕтенĕ патĕнче хÿтлĕх тупать, теприсем вара – вăхăтлăх пурăнмалли пунктсенче. Хуласене çеç мар, ялсене те вырнаçаççĕ.

Тĕнче ырă çынсăр мар

Валентина Павловна (хушаматне кăтартма ыйтмарĕ) Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах унăн ачалăхĕ, шкул пурнăçĕ иртнĕ. Мăшăрĕпе пĕр класрах вĕреннĕ. Каярахпа шăпа вĕсене Донецк облаçĕнчи Горловка хулине илсе çитернĕ. Хастар чăвашсем унта кил-çурт çавăрнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Пĕр вăхăт иккĕшĕ те шахтăра ĕçленĕ. Çемье династийĕ малалла та тăсăлнă: аслă ывăлĕ те кунта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă, мăнукĕ те аслашшĕ-асламăшĕн çулне суйласа илнĕ. Ĕçри хастарлăхшăн маттур чăвашсене пĕрре мар Хисеп хучĕпе чысланă. «Эпир çав тери лайăх пурăнаттăмăр, – аса илет иртнине хĕрарăм. – Хула та питĕ илемлĕччĕ».

Çуралнă çĕр-шывне манман вăл, кашни çулах килсе çÿренĕ. Пĕчĕк ачисене те хăйĕнчен хăварман. Чăваш Енпе çыхăну татман. Ара, юратнă аппăшĕ Мария Павловна Зайцева пĕччен пурăнать-çке. Çавăнпа та тăван тăрăх ытларах туртнă ăна. Аппăшĕ хăй те Горловкăна темиçе хутчен кайнă. Сăмах май, вĕсен шăллĕ те Донбасра шахтăра ĕçленĕ. Шел те, Валентина Павловнăн упăшки те, шăллĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Шăллĕн ачисемпе халĕ те çыхăну татăлмасть, пĕр-пĕрин патне шăнкăравласах тăраççĕ.

Валентина Павловна Украинăра аллă çула яхăн пурăннă. Апла пулсан та чăвашла таса калаçать. Пурнăçăн чи лайăх вăхăтне, çамрăклăха унта ирттернĕрен çак çĕр уншăн çывăх. Çитменнине ачисем те унтах-çке. Вĕсемшĕн пăшăрханать амăшĕ. Кун сиктерсе интернет урлă скайппа калаçать. Снаряд-бомбăран сыхланса нÿхрепре ларнине пĕлтереççĕ лешсем. Унтах кравать, сĕтел вырнаçтарнă. Кил-çурчĕшĕн те пăшăрханать хĕрарăм. Паллах, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх упранать-çке унта. Пурнăç лайăхланасса кĕтет вăл, Горловкăна каялла таврăнма ĕмĕтленет. Çавăнпа та беженец статусне илме васкамасть. Унти пурнăç хăратать те. «Хулари хими заводне сирпĕтсен Чернобыльти атом электростанцийĕ кăтартнă инкекрен кая мар шар курăпăр», – тет вăл.

Сывлăхĕ хавшанăран Вăрмарти сыватмăша кайма тивнĕ ăна. Тухтăрсем лайăх йышăнни, ăш пиллĕ пулни савăнтарнă хĕрарăма.

Тепĕр пăтăрмах пирки те асăнма ыйтрĕ Валентина Павловна. Вăл Харьковран Анат Тагила каякан пуйăспа Канаша ларса килнĕ. Пуйăс каярах юлса килнĕрен Канаш-Хусан электричкăна ĕлкĕреймен. Аппăшĕ ăна кĕтсе илме Вăрмара тухнă. Йăмăкĕ электричкăра çуккине курсан аптранă лешĕ, йĕме тытăннă. «Пуйăса бомба пăрахса сывлăша сирпĕтрĕç пулĕ тесе шухăшларăм», – аса илет иртнине Марук аппа. Çапах çухалса кайман вăл, кассиртан пулăшу ыйтнă. Лешĕ Канаша чукун çул станцине шăнкăравласа пĕлнĕ.Тинех лăпланнă кинемейĕн чĕри. Тĕнчере ырă çын сахал мар çав.

«Йăмăкпа унăн çемйи çинчен пăшăрхансах юн пусăмĕ ÿсе пуçларĕ юлашки вăхăтра, – терĕ Мария Павловна. – Халĕ пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăннăран хама йĕркеллех туятăп».

Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне алă пани темрен паха. «Тăван тăварпа пиçнĕ» тени тĕрĕсех.

 

Шанчăк юлашкинчен вилет...

Тикаш ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Донецк, Луганск облаçĕсенче пурăнакан ентешсем татах та пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Нарсов вĕсемпе интернет урлă çыхăну тытать. Ял пурнăçĕпе паллаштарать, сăн ÿкерчĕксем ярса парать. Лешсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтереççĕ. «Маларах тăван тăрăха килсе çÿретчĕç вĕсем, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне вăл. – Халĕ çула тухма кансĕртерех. Мĕнле лекнĕ-ха вĕсем ку тăрăхсене? Арçынсем чылайăшĕ хĕсмет хыççăн унта юлнă, теприсем шахтăна ĕçлеме кайнă».

Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Анастасия Егорова пĕлтернĕ тăрăх – паян асăннă района Украинăран 18 çын килнĕ. Вĕсенчен пĕри ĕçе вырнаçнă. Çак шутра тивĕçлĕ канăва тухнисем те, ачасем те, вăй питти çынсем те пур. Акă Хĕрлĕçыр ялне Луганск облаçĕнчен Станислав Хованский хăйĕн çемйипе килнĕ. Станислав Геннадьевич çак ялта çуралса ÿснĕ. Йывăр вăхăтра хÿтлĕх шыраса тĕнче тăрăх саланман вĕсем. Кил хуçин çĕр-шывне таврăннă. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх – çемье малашне çакăнтах тĕпленесшĕн. Шел те, хăйсемпе курса калаçма май килмерĕ. Хут ĕçĕпе унта-кунта çÿреççĕ иккен.

Вăрмар район пуçлăхĕ Михаил Пуклаков палăртнă тăрăх – Украина çыннисем Вăрмар, Тикаш, Аслă Чак тата Энĕшпуç ялĕсене килнĕ. Вĕсен шутĕнчех ентешсем те пур. Вĕсем тăванĕсем патне вырнаçнă. Чылайăшĕ статус илмен. Украинăра пурнăç лайăхланасса кĕтеççĕ, шанаççĕ. «Шанчăк юлашкинчен вилет» тенешкел. Анчах малашлăх епле пулассине никам та пĕлмест. Вăл – тĕтре ăшĕнче.

Валентина ПЕТРОВА.

Вăрмар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.