Çамрăк, вăй-хал пур чух тем туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Шел, ĕмĕр кĕске. Çамрăклăх юхан шыв пек кĕрлесе иртсе кайнине, ватлăх куçран пăхма тытăннине сиссе те юлаймастăн. Çулсем иртнĕ май кашниех çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет.