Тăван тăварпа пиçнĕ
Нумай ача çуратакан хĕрарăм ватăлмасть, çамрăк курăнать теççĕ. Ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пилĕк ачаллă амăшне çемьери аслă хĕрĕ вырăнне йышăнтăм малтан. Хĕрĕх çултан каçнине тем тесен те ĕненес килмерĕ. Пысăк Улаксарта пурăнакан Васильевсен - виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Чи асли Кристина 16 çулта, кĕçĕнни Милена шкула каяймасть-ха.