Чăвашла фильм ÿкерме кам пулăшĕ?

24 Çу, 2014

Çак эрнере республикăра Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн президенчĕ Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров Шупашкара килсе çитрĕ. Пĕлтĕр те, малтанхи çулсенче те кĕтнĕччĕ ăна, анчах вăл патшалăх ĕçĕсене пула çула тухайман-мĕн. Вăйă кино конкурсĕн жюри председателĕ, РСФСР халăх артисчĕ Глеб Панфилов 80 çул тултарнине Чăваш Республикинче уявлани хăех кинофестиваль сумне ÿстерет. Вăл çак кунсенче Израиле гастроле кайма килĕшмен, «Ленком» театрăн ĕç графикне ятарласа улăштарнă. Унпа пĕрле мăшăрĕ, СССР халăх артистки Инна Чурикова конкурс фильмĕсене хак пачĕ. «Тĕнчери чи лайăх арçын», - тет ун пирки хĕрарăм кашни утăмрах. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Культура министерстви, Кинофестиваль дирекцийĕ юбиляра ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Ултă çулта фестивале Эльдар Рязанов, Ирина Муравьева, Лидия Федосеева-Шукшина, Михаил Ефремов, Ирина Скобцева-Бондарчук, Дмитрий Астрахан, Борис Грачевский, Алексей Герман-кĕçĕнни, Юрий Грымов, Сергей Фетисов, Никита Высоцкий, Алексей Нилов, Семен Фурман, Григорий Гладков, Елизавета Боярская, Дмитрий Харатьян тата ытти актерпа режиссер хутшăнчĕç. Раççей, Казахстан, Эстони, Грузи, Азербайджан, Беларуç, Серби, Аслă Британи, Франци, Болгари, Финлянди, Инди, АПШ кино индустрине аталантаракансем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарни те халăх асĕнче юлчĕ.

Кăçалхи кинофестиваль те кинокăтартусемпе, пултарулăх тĕл пулăвĕсемпе, «çавра сĕтелсемпе», пресс-конференцисемпе пуян пулчĕ. Шупашкарта кăна мар, Хĕрлĕ Чутай тата Патăрьел районĕсенче те тÿлевсĕр фильмсем кăтартрĕç.

Çавнашкалах наци киностудийĕсен конкурс фильмĕсем куракансене тыткăнларĕç.

 

Самолет сирпĕннĕ хыççăн...

Тĕп конкурс программине кĕртнĕ 12 фильмран пĕрне - Арсений Гончукăн «Полет. Три дня после катастрофы» ĕçе - Олег Гиндис артист илсе килнĕ. «Çакнашкал курав йĕркелени пирĕншĕн ăмăр çанталăкра хĕвел тухнипе танах», - çирĕплетрĕç кино юратакан тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем.

Кинотеатрта йĕри-тавра пăхса çаврăнсан çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: чылайăшне пĕлтĕр те курнă. СССР халăх артисткин Вера Кузьминан шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ. «Фестиваль вăхăтĕнче кăшт пушансанах кино курма çÿретĕп. Çакă тавра курăма анлăлатать», - тет вăл.

Аслă ăру çыннисем çамрăксене асăрхаттарса та илчĕç. Тĕслĕхрен, вăрçă çинчен кăтартакан фильмра ихĕлтетни, шавлани килĕшÿллĕ мар. «Юнлă çапăçу хирĕ Украинăри лару-тăрăва куç умне кăларма хистерĕ», - палăртрĕç черчен чунлă хĕрарăмсем.

ЧПУ студенчĕсене те калаçăва явăçтартăм. Çамрăксем комеди жанрне килĕштернине пытармарĕç. Фестиваль вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтернĕ.

«Полет. Три дня после катастрофы» фильма Пермьре ÿкернĕ. Салтакăн амăшĕпе йăмăкĕ авиакатастрофăра шар курнă. Сашăна кун çути кăтартнă хĕрарăмăн кун-çулĕ сывлăшрах татăлнă. Йăмăкĕн сывалас шанăç пур. Анчах ăна тухтăрсем вилĕм аллинчен туртса илеймеççĕ. Кам айăплă çакăншăн? Инкек пилот айăпĕпе сиксе тухнă иккен. Тăван тăрăха вăхăтлăх килнĕ Саша ăна хăй пĕлнĕ пек явап тыттарасшăн. Граната та хатĕрлесе хунă вăл. Анчах çав пилотăн хĕрне юратса пăрахни ăна йăнăш утăм тăвасран сыхласа хăварать.

Телей шыраса

Кинофестиваль программине чăвашла фильмсем кĕртни те - çĕнĕлĕх. Çак вăхăт çитессе эпир тахçантанпах кĕтнĕ. Андрей Васильевăн «Нарспи» ĕçне сумлă жюри хак парĕ. Çак фильм кинофестиваль пуçланичченех пысăк экран çине тухнине палăртса хăварас килет. Ăна куракансем хапăлласа йышăнни хăех нимрен хаклă. Ку ĕçе «Нарспи» мюзикл тăрăх ÿкернĕ. Тĕп сăнарсенче - Александра Казакова, Александр Васильев, Константин Москалев. Сăмах май, темиçе çĕр экземплярпа «Нарспи» видеодиск сутлăха тухрĕ. Андрей Васильев каланă тăрăх - фильма 45 кунра ÿкернĕ, 100 пин тенкĕ тăкакланă.

Журналистсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов чăвашла фильмсен шăпи çинче те чарăнса тăчĕ. Хамăр тăрăхри режиссерсем куракан патне çулсерен 10 ытла ĕç çитерме тăрăшаççĕ. Нумайăшĕн чăвашла çĕнĕ фильмсене пысăк экран çине кăларас шухăш çук - вĕсем услам тăвас шухăшпа çеç видеодисксем çыраççĕ. Çапах ЧР Культура министерствин чăвашла кино ÿкерес ĕçе аталантарма май пур-и? Вадим Петрович кашниех грант çĕнсе илме пултарни пирки сăмах хускатрĕ. Анчах хальлĕхе никам та министерствăна проект тăратман. Тен, малашне лару-тăру лайăх енне улшăнĕ? Бюджет укçипе кино ÿкерме пуçласса шанас килет.

Кинофестиваль вăхăтĕнче электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче чăвашла фильмсемпе паллашма май килчĕ. Кино эрнине Вячеслав Ориновăн «Манăн та телейлĕ пулас килет» ĕçĕ уçрĕ. Залра халăхпа пĕрле режиссера тата артистсене курма ĕмĕтленнĕччĕ. Каласа кăтартмалли сахал-и вĕсен? Анчах çав кун «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем килнĕрен çеç экран çутăлчĕ. Курав залĕнче эпир тăваттăнччĕ. Ахăртнех, Карен Шахназаров çакăн çинчен тĕшмĕртмест те. «Кинофестиваль вăхăтĕнче курав залĕ лăк! тулни нимрен хаклă. Чăваш халăхĕ кинона çÿрет. Пирĕн çак шайран чакма та, куракансене çухатма та юрамасть», - тĕрĕ вăл пресс-конференцире.

«Манăн та телейлĕ пулас килет» фильма Чăваш наци телекуравĕпе кăтартнăччĕ. Ăна Борис Чындыковăн «Алăксем умĕнче» пьесине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Драмăри тĕп сăнарсем пĕр подъездри тăххăрмĕш хутра пурăнаççĕ. Пурнăçа хитрелетсе кăтартманни кăмăла кайрĕ. Чăнах, нумайăшĕн шăпи çавнашкал çаврăнса тухма пултарать. Нина /Лидия Красова/ яла кайсан мăшăрĕ Гена /Василий Павлов/ япалисене пуçтарса килтен тухса каять. Ăна арăмĕ юратмасть, тăван мар ывăлĕ Йонас /Петр Ермолаев/ хакламасть имĕш. Телей шыраса тĕлли-паллисĕр çÿрет-ши вăл? Гена малтанхи савнийĕпе те курнăçасшăн мар, киле те таврăнасшăн мар...

Çакăнта çавнашкалах «Чупкăн», «Франци хĕрĕ тыткăнларĕ чĕрене» /Александр Степанов-Пăртта/, «Юхха» /Владимир Карсаков/ чăвашла фильмсем кăтартрĕç. Эх, вĕсене хамăрăн куракансем хак парасса кĕтнĕччĕ.

Фестивалĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев электрон тата кинодокументаци архивĕн ĕçченĕсене ĕлĕкхи пленкăсене упраса хăварнăшăн тав турĕ. Çав ĕçсене «Кино каçĕнче» курма май килчĕ.

Чăваш артисчĕсем те Раççейре, тĕнчере ят-сум çĕнсе илчĕç. Вĕсенчен пĕринпе - Анатолий Гущинпа - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем тĕл пулу йĕркелеме палăртнă. Эпир те, журналистсем, ун валли ыйту хатĕрлерĕмĕр. Анчах ентеш тăван тăрăха килеймен. Унпа куçа-куçăн калаçайманни, паллах, кăмăла хуçрĕ.

Александр Панкратовăн ĕмĕтри хĕрарăм сăнарĕ

«Мосфильм - 90 çул» ятарлă программăна кĕртнĕ фильмсене халăх юратса пăхрĕ. «Зимний вечер в Гаграх» ĕçе, сăмахран, 1985 çултанпа кăтартаççĕ. Ку хутĕнче те курав залне халăх нумай пуçтарăнчĕ. Чăваш наци библиотекин ĕçченĕпе Яна Горскаяпа тивĕçлĕ канури Надежда Баринова та юратнă фильма тепĕр хут курма пынă.

Раççей халăх артисчĕ Александр Панкратов-Черный кадра кĕмен самантсене аса илчĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. СССР халăх артисчĕпе Евгений Евстигнеевпа пĕрле ĕçлеме май килнишĕн шăпана тав тăвать вăл. Юлташĕ Лондона операцие вĕçнĕ чухне те çак фильм дискне чăматана чиксе кайнă. Евгений Александровича каялла чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрмен.

«Эпĕ Чулхулари театр училищинче вĕренеттĕм. Евгений Евстигнеева 1-мĕш курс студенчĕсемпе тĕл пулăва чĕннине пĕлсен калама çук савăнтăм. Вăл Чулхулана амăшне курма килнĕ иккен. Эпĕ, ялта çитĕннĕ 14 çулти ача, акт залĕнчи пĕрремĕш рете вырнаçса лартăм. Ун чухне «Битлс» ушкăн юррисем анлă сарăлнăччĕ, вĕсене евĕрлекен çамрăксем вăрăм çÿçлĕччĕ. Манăн та хула каччисенчен юлас килмен. Унччен те пулмарĕ, Евгений Евстигнеев сцена çине хăпарчĕ. Вăл сăмах илессе мĕнешкел кĕтнине хам кăна пĕлеттĕм. Çав самантра театр директорĕ Виталий Лепский ман енне çаврăнчĕ те залран тухма ыйтрĕ. «Çÿçна кас та кил», - терĕ хыçран. Куçран куççуль юхса анчĕ. Евгений Евстигнеев калаçнине коридорти алăк патĕнче 3 сехет çурă итлесе тăтăм. Унтан студентсем паллă артистпа сăн ÿкерĕнме пуçларĕç. Эпĕ, вăрăм çÿçлĕскер, малти ретре вырăн йышăннăшăн унран каçару ыйтма пырса тăтăм. «Лепский хире-хирĕçлĕхе юратмасть. Эсĕ - вăрăм çÿçлĕ, эпĕ - шакла. Иксĕмĕртен мана суйласа илчĕ те сана кăларса ячĕ вăл», - уçăмлатрĕ хăна. Мана «Современник» театра спектакль пырса курмашкăн чĕнсе хăварчĕ. Мĕн тетĕр - хĕллехи каникул вăхăтĕнче юлташпа иксĕмĕр Мускава вĕçтерсе çитрĕмĕр. Евгений Александрович гримернăйран тухса курав залне кĕме хушрĕ», - ун çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр Александр Васильевич. Вĕсем «Мы из джаза» фильмра та пĕрле выляççĕ.

«Зимний вечер в Гаграх» фильм совет çар театр ансамблĕн солисчĕн тата степ шкул йĕркелÿçин Алексей Быстровăн пурнăçĕпе паллаштарать. Ăна Сталин хăй ура çине тăрса алă çупса хавхалантарнă, чикĕ леш енне тухса çÿреме ирĕк панă. Çав вăхăтрах мăшăрĕ те, хĕрĕ те ĕмĕрне «коммуналкăра» ирттернĕ Алексей Быстрова юлашки çула ăсатма та килмен.

СССР халăх артисткине Алла Пугачевăна та роль сĕннĕ. Сценарири хăш-пĕр вырăна шăпах унăн кăмăлне тĕпе хурса çырнине, тен, вулакансем пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах примадоннăна çак сăнар килĕшмен. Ун вырăнне РСФСР халăх артистки Людмила Гундарева вылянă. Кинори декораци те Алла Борисовнăн хваттерĕнчи интерьера аса илтерет. Александр Васильевич каланă тăрăх - çакăншăн юрăç кино ÿкерекенсене суда парасшăн пулнă, кайран тин шухăшне улăштарнă. Кинора та çавăн евĕрлĕрех самант пур. «Вăл тарăхса вăрçăнать те кайран çакăншăн ÿкĕнсе хаклă парне тыттарать», - ăнлантарать Людмила Гундарева сăнарĕ пирки костюмерша.

Малтан ку ĕçе чиновниксем виççĕмĕш категори фильмĕсен йышне кĕртнĕ. Пурин те пĕчĕк гонорарпа çырлахма тивнĕ. Кино куракансем тав çырăвĕсем яма пуçласан тин чиновниксен хăйсен шухăшне улăштарма лекнĕ.

Хăна «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

- Александр Васильевич, эсир мĕнле хĕрарăма тĕслĕх шайĕнче йышăнатăр?

- Джокондăна. Ун майлине шырарăм-шырарăм, çавăнпа арăм нумай пулнă манăн. Аранах Юлия Владимировна Монаховăна тупрăм.

- Çак фестиваль сирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх кĕртрĕ-и?

- Кинофестиваль, паллах, хавхалантарать. Халăхпа, çав йышра сирĕнпе те, курнăçма май пурри уйрăмах савăнтарать. Сцена çине тухсан халăх тимлĕ итлени килĕшет. «Кино юратакансене çаплипех кирлĕ-ха эпĕ», - тетĕп ăшра.

Александр Васильевич хулапа паллашнă, Атăл шывĕпе киленнĕ. Унăн шухăшĕпе, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿрем - Нарспипе Сетнер юратăвне сăнламалли чи килĕшÿллĕ вырăн.

Тепĕр çулччен...

«Узбекфильм» киностуди режиссерĕ Камара Камалова ача-пăча кăмăлне лайăх пĕлет. 6-12 çулти тĕпренчĕксене «О том, чего не было», «Горькая ягода», «Наш внук работает в милиции», «Завтра выйдешь?», «Не забудь меня», «Чужое счастье» фильмсем пăхма сĕнчĕ вăл. Ывăлăмпа хĕрĕме те кинотеатра илсе каясшăнччĕ. Анчах ача-пăча фильмĕсене 12 тата 14 сехетре кăтартрĕç. Çав вăхăтра шкулта урок вĕçленеймест. Тен, фестиваль йĕркелÿçисем çитес çул çакна шута илĕç? Камара Камалова та пирĕн тăрăха татах килме хирĕç мар.

Юлашкинчен кинофестиваль йĕркелÿçисене тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен кăмăлне тупма пĕлнĕшĕн тав тăвас килет. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.