Çĕнтерÿ еткерçи пулма çăмăл мар, чыслă çак ята тивĕçлĕн упрар
Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Анчах çак çынсен ячĕсем - вилĕмсĕр. Вĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче усал та шелсĕр тăшмана парăнтарнăскерсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартса килес ăру валли мирлĕ тÿпене сыхласа хăварнăскерсем, кунран кун ĕмĕрлĕхе сыв пуллашса пыраççĕ пирĕнпе.