Чăнах та нуша курма кăна çуралнă-ши?

Арăмĕпе упăшки - пĕр шуйттан, вĕсен хушшине йĕркелĕх хуралçисем те кĕмеççĕ теççĕ... Те усал чĕлхесем çапла калаççĕ? Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕрарăм каласа кăтартни вара шалт аптратса ячĕ...

“Урăлла йĕркеллĕ çынах-ха вăл манăн, - пуçларĕ вăл çывăх çынни çинчен сăмахне. - Ĕçлет, укçи пур чух парать... Кăшт сыпсанах вара унра темĕнле усал вăй вăранать тейĕн. Мĕн кăна каласа хăртмасть-ши? Ку çитмест, ман çине те, ачасем çине те алă çĕклеме именмест. Ĕмĕр иртет çапла - шăла çыртса чăтсах. Анчах та тумлам та кÿлле татса яма пултарать... Манăн та тулса çитрĕ. Черетлĕ хут çил-тăвăл тухсан ачасене полицие шăнкăравлама ыйтрăм. “Чĕнĕр-чĕнĕр”, - кула-кулах çемçе диван çине меллĕн кăна вырнаçса ларчĕ вăл, - хамăн телефона парам-и? Полици номерне пĕлетĕр-и?” Нумай кĕттермерĕç хайхисем, çитрĕç. Çап-çамрăк хăйсем. Мĕн пулса иртнипе кăсăкланчĕç. “Хĕнерĕ-и, çапрĕ-и?” - пулчĕ пĕрремĕш ыйту. Алă çĕклемен тĕк хирĕçÿ те мар тейĕн... Çапах та явап тыттармашкăн ыйту çырма сĕнсен хирĕçлерĕм - пĕлетĕп вĕт-ха, кун пек чухне уголовлă ĕç пуçлаççĕ. Ачасен биографине “вĕсен ашшĕ уголовник” тесе хам алăпах “хура пăнчă” лартас-им? “Апла тăк мĕн тума чĕнтĕр?“ - пуçларĕç хайхи хамах вăрçмашкăн. Эпĕ упăшкана хăйсемпе пĕрле илсе каясса шаннăччĕ... “Халĕ ун пек йĕрке çук”, - ăнлантарчĕç мана. Ыйту çырма хистерĕç. Ман кĕлетке çинче кăвак вырăн çук - хальхинче хĕнеме ĕлкĕреймен-ха та. Апла тăк административлă ĕç кăна пуçарĕç, штраф хурĕç. Ăна вара хамăнах тÿлеме тивĕ - упăшка ниçта та ĕçлемест. Чăн та, мĕн тума чĕнтĕм кусене пĕрех хут? “Апла тăк эпир япала пуçтарса тухиччен ан кайăр хăть”, - йăлăнтăм полици ĕçченĕсенчен. Итлерĕç. “Ăçта каймалли пур-и?“ - хута кĕнĕ пек пулчĕ пĕри /пакунĕсене пăхмарăм та, пĕрех ăнкармастăп/. Чун кÿтнине - пĕрре тарăхнипе, тепре кÿреннипе - нимĕн те калаймарăм, пуçа сĕлтрĕм кăна. Урама тухрăмăр. Кусенчен пĕри таçта шăнкăравларĕ, ахăртнех, пуçлăхĕ патне. Ун хыççăн пире тăхтама ыйтрĕ. Пурне те участока илсе пыма хушнă-мĕн. Упăшка патне киле каялла кĕчĕç. Вăл вара пыма килĕшмен: “Сире эпĕ чĕнмен”, - тенĕ кăна. Ун вырăнне... пире хамăра пуçтарса кайрĕç. Манăн унта мĕн сăлтавпа каймаллине ыйтсан: “Мĕн тума чĕнтĕр тата?” - терĕç кăна. Эпĕ ĕçрен таврăнса кăна ĕлкĕрни, апат та çименни никама та пăшăрхантармарĕ.

Шалти ĕçсен пайне илсе çитерчĕç те ярса хăварчĕç. Эпир никама та кирлĕ мар... Тухса каяс - алăкне уçма çук. Аран-аран тупăнчĕ пирĕнпе калаçакан. Тем ятлă, такам - ятне те, званине те палăртакан çук. Кунта та çав юррах - мĕн тума чĕнтĕр апла тăк? Пĕтрĕмĕр... Эпĕ алă пусма хирĕçленине кура ачаран тĕпчеме пуçларĕç. Ăна та алă пусма чартăм. Кам пĕлет - ÿссе çитсен полици йышĕнче ĕçлес тейĕ те, ку хутсем çиеле тухсан пусмăрçă ачине унта кам йышăнĕ? Çапла муритлене-муритлене хамăра кăларса ямашкăн аран ирĕк ыйтса илтĕм. Çур çĕр çитет. Общество транспорчĕ çÿреме пăрахнă... Кафесем уçă мар. Лавккасем алăкĕсене тахçанах хупнă. Хырăм хыр тăррине хăпарса кайнă... Хĕрарăмăн куçĕ йĕпе вырăнта вĕт. Йĕре-йĕре утатăп çĕрлехи урампа. Кĕлеткем тăр-тăр чĕтрет: пĕрре шăннипе - калама çук сивĕ урамра, тепре хăранипе - ку вăхăтра эпĕ килтен тухса та курман... Ăçта каяс? Кам патне? Хулара тăван çук манăн. Пĕрер сехетрен кил умне çитсе чарăнатпăр ачапа. Кĕрес - шикленетĕп. Халĕ те аран тухса тартăмăр. Упăшка çывăрасса шанса вăрăсем пек йăпшăнса утатпăр, алăка пĕр сассăр уçатпăр... Пĕлместĕп, те çывăратчĕ, те юри туса выртрĕ, анчах та тăрса харкашмарĕ, лăпках иртрĕ çĕр... Анчах та çак истори хыççăн халĕ ăна нимĕнпе те, никампа та хăратма пĕлместĕп. “Полици чĕнме пĕлетĕн-иç эсĕ - шăнкăравла!” - тет тÿрех. Мĕн тумалла малашне? Çав каç пире участока илсе кайнисенчен пĕри: “Пирĕн патра - Улатăрта - çемье пусмăрçисене виçĕ каçлăха хупса хураççĕ”, - терĕ. Улатăр Раççей тытăмĕнче мар-шим, унта урăхларах саккунсене пăхăнса ĕçлеççĕ-шим полицейскисем?“

РЕДАКЦИРЕН. Хĕрарăма нимĕнпе лăплантарма та пĕлмерĕмĕр. Раççей саккунĕсем, чăн та, ытлашшипех çемçелсе кайрĕç курăнать. Ĕçкĕçсене малтан ирĕксĕрлесе сиплеме пăрахрĕç, халĕ урăлтаркăчсем те çук. Çемьере шăв-шав çĕкленĕшĕн адмĕç пуçарса штраф кăна хураççĕ. Ăна нумай чухне... хĕрарăм хăй тÿлет. Ирĕксĕрех Çеçпĕл Мишшин “Чăваш хĕрарăмне” сăвви аса килет...

ХУШСА ÇЫРНИ. Çак кунсенче пулса иртнĕ ĕç-пуç шăпах пирĕн сăмахпа тĕл килет те вĕсене илсе кăтартасах килчĕ.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Кÿкеç поселокĕнче пурăнакан арçын киккирикне хĕртсе килнĕ те арăмĕпе тем пайлама пуçланă. Сăмах çине сăмах... Хĕрарăма хытă хĕненĕ, çурăмĕпе темиçе хут алăк тăпси çумне çапăнтарнă. Ку тĕслĕхре хĕрарăм упăшкине каçарас темен. Ĕç-пуç суда çитнĕ. Арçын айăпне йышăнман пулин те, судья мăлатукĕпе шакканă. Приговор - 12 пин тенкĕ штраф. Вăл хальлĕхе вăя кĕмен-ха, анчах штрафа ĕçкĕç тÿлесси иккĕлентерет.

Ку та юрĕ-ха темелле-и? Каç пулсан арăмĕпе упăшки пуçĕсене пĕр минтер çинех хураççĕ-тĕр. Шупашкарта пурăнакан пенсионер вара... йĕркелĕх хуралçисене хăйсене хĕненĕ. Ку та нарăс уйăхĕнче пулса иртнĕ. Подъездра çамрăк хĕре, çула çитменскерне, тĕл пулсан арçын ăна хырăмĕнчен хыттăн чышнă - ытла хыттăн пусса утса çÿрет иккен. Пике йĕркелĕх хуралçисенчен пулăшу ыйтсан тепĕр кунне пакунлисем лару-тăрăва уçăмлатма персе çитнĕ. Арçынсем пулнă тăк аллине аплах ирĕке яраймĕччĕ те çав... Анчах та пакунлă хĕрсене курсан пенсионер пĕрне мăйĕнчен пăвма тапратнă, тепри, хыттăн тĕксе янипе, сулăнса кайса кĕтессе пырса çапăннă, ÿкнĕ. Йĕркелĕх хуралçисен ирĕксĕрех хăйсен пулăшу ыйтма тивнĕ.

Шупашкарти Калинин район сучĕ 67-ри арçынна влаç представителĕсене вăйпа тапăннăшăн айăплă тесе палăртнă. Икĕ çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă... условлă майпа. /Ку ĕнтĕ арçын ирĕкрех юлассине пĕлтерет/. Чăн та, ку йышăну та вăя кĕмен-ха.

Куратпăр ĕнтĕ, саккунăн хĕрарăма хÿтĕлекен йĕркисем йăшсах пыраççĕ. Форма та, пакунсем те хÿтĕлеймеççĕ чиперуксене. Çемье пусмăрĕ çинчен калаçмалли-и кун пек чухне... Анчах та юлашки вăхăтра арăмĕсем çине кăна мар, хăйсене кун çути кăтартнă çынсем çине алă çĕклесси те тăтăшах тĕл пулать. Чи хăрушши - арçын кăна мар, хĕрарăм хăй те тискерленсех пырать, пусмăрçа çаврăнать. Паллă ĕнтĕ, сăлтавĕ нумай чухне ĕçкĕпе çыхăннă. Эрех хакне, унăн акцизне ÿстернипех татса пама çук пулĕ çав ку ыйтăва...

Рита АРТИ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.