Хĕр çуралсан хĕрт-сурт та савăнать

17 Çу, 2014

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çичĕ çемье пурăнать. 5-шер ачаллă Степановсемпе Константиновсене валли патшалăх программипе усă курса 2010 çулта çурт çĕкленĕ, ăна мĕн пур хăтлăхпа тивĕçтернĕ. 120 тăваткал метр лаптăклăскере йывăçран купаланă. Кермен пек пÿрт - йышлă çемьесемшĕн калама çук пысăк пулăшу. Пĕрин валли кăна 1 миллион та 150 пин тенкĕ тăкакланă.

Хуçалăха çирĕплетеççĕ

Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкассисене пĕр-пĕринчен асфальт çул кăна уйăрать. Шăпах 22 çул каялла кÿршĕллĕ çав ялсенче чăваш туйĕ кĕрленĕ - Николайпа Светлана Константиновсен çемйи çуралнă. Аслисем вĕсене уй пек аслă, вăрман пек пуян, пÿрт тулли ача-пăчаллă пулма пилленĕ. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ туллинех пурнăçланнă темелле, çутă тĕнчене мăшăр 5 хĕр парнеленĕ.

Константиновсем хальлĕхе патшалăх лартса панă пÿрте куçайман-ха. Вĕсем Николайăн тĕп килĕнче амăшĕпе Зоя Федотовнăпа пĕрле пурăнаççĕ. «Çамрăклах качча тухнă та пурнăç тытма пĕлмен ĕнтĕ. Хуняма мана вĕрентнĕ, яланах пулăшса пынă», - ăшшăн калаçать нумай ача амăшĕ.

Ленин урамĕ, çĕнĕ çуртсемпе пуянланнă май, чылай пысăкланнă. Анчах кунти 11 кил, вăл шутра Константиновсем те, çутă кĕртеймеççĕ. «Хамăртан килекен мĕн пур ĕçе эпир вĕçленĕ, кирлĕ хутсене тивĕçлĕ çĕре тăратнă, бюрократсем ĕçе юриех тăсаççĕ тейĕн, вĕсемпе калаçса та ывăнтăмăр ĕнтĕ. Кăçал çурла уйăхĕнче ĕçе вĕçне-хĕрне çитерме шантарчĕç», - уçăмлатрĕ ял тăрăх администраци пуçлăхĕн çумĕ Михаил Васильев.

Аякри хулана ĕçлеме çÿренĕренех халĕ ялсенче арçынсене кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та кураймăн. Ку енĕпе пире ăнăçрĕ: 5 хĕр ашшĕ шăпах Санкт-Петербургран таврăннă та унпа та калаçма тÿр килчĕ.

Çĕнĕ вырăна куçиччен хуçалăха тĕреклетесшĕн Константиновсем. Николай Николаевич, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнăскер, çурт тулашне тимĕрпе витнĕ. «Капла çил кĕмĕ», - ăнлантарать кил хуçи. Гараж та купаласа лартнă, мунча валли никĕс янă... Малашлăхра пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем, чăн та, пысăк.

Урапа кайри-малти пĕр йĕрпеле куссассăн лашана та çăмăл килĕ. Эпĕ паллашнă мăшăр пурнăç лавне пĕрле кар тăрса туртни сисĕнчĕ. Ачисене те вĕсем хăйсем пекех ĕçпе пиçĕхме вĕрентеççĕ. «Ар мĕнле, йыш çапла тенипе килĕшетĕп. Упăшкан алли ылтăн, кил-тĕрĕшре вăл пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Ĕçсе-харкашса çÿремест...» - пытармасть Светлана. Вăл хăй ялти предприятире, пукан кăларнă çĕрте, тимĕр авать.

Ашшĕ патнелле туртăнаççĕ

«Хĕр çуралсан хĕрт-сурт та хĕпĕртенĕ тет. Чиперуксем пĕри тепринчен илемлĕ, маттур, ăмăртса çитĕнеççĕ. Сирĕнтен телейлĕ çын çĕр çинче çук та пулĕ?» - кăсăклантăм ашшĕпе амăшĕнчен. «Ывăл кĕтнĕччĕ те турри мĕн панипе çырлахрăмăр ĕнтĕ. Чи пĕлтерĕшли - сывлăхлă пулни», - хуравларĕ Светлана. Николай унпа та, пирĕнпе те килĕшсе пуçне сĕлтрĕ çеç. «Хĕрĕсене качча парĕç те кĕрÿшĕсем пулăшма килĕç. Мĕн чухлĕ вăй хушăнĕ!» - ăмсанать вĕсен картишне каçнă кÿрши те.

Хĕрĕсем ашшĕ патне туртăннине, вĕсен тĕлĕнмелле ăшă хутшăну пулнине юлташĕсем те çирĕплетеççĕ. Николай хĕрĕсене хăех машинăпа çÿреме вĕрентнĕ-мĕн, аслисене скутер та туянса панă.

Константиновсен ачисемпе паллаштарам-ха. Наташа Санкт-Петербургри аслă шкулта медицинăпа физика уйрăмĕнче вĕренет. Тăван шкула «кĕмĕлпе» пĕтернĕскер бюджет вырăна кĕме пултарнă, çакăншăн килтисем унпа мăнаçланаççĕ те. Татьяна Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра музыка факультетĕнче пĕлÿ пухать. Пĕлтĕр вăл «Тăвай пики», çав çулах республикăра иртекен «Чăваш пики» конкурсра «Хÿхĕм пике» ятсене тивĕçнĕ. Аня 10-мĕш класра вĕренет. Вăл та ытларах «пиллĕксемпе» туслă, унăн чун туртăмĕ - ÿкересси. Маша 2-мĕш класа çÿрет, ÿссен тухтăр пуласшăн. Чи кĕçĕнни - Женя, вăл кунсеренех ача садне сукмак такăрлатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.