ÇĂЛТĂР ÇУМĂРĔ

17 Çу, 2014

Эдит Пиафăн юрату урокĕсем

Унăн биографийĕ юмаха пачах аса илтермест. Тĕлĕнмелле вăйлă, çирĕп кăмăллă хĕрарăма шăпа кÿрентернĕ те, иртĕхтернĕ те. Юрăç ача чухнех çухату тутине ас тивсе курнă, элек йывăррăн пусса тăнине те чăтма тивнĕ унăн. Юрăç юратнă, ăна хăйне те савнă. Пĕр çын кăна мар, пинĕ-пинĕпе, миллионĕ-миллионĕпе.