Эдит Пиафăн юрату урокĕсем

17 Çу, 2014

Унăн биографийĕ юмаха пачах аса илтермест. Тĕлĕнмелле вăйлă, çирĕп кăмăллă хĕрарăма шăпа кÿрентернĕ те, иртĕхтернĕ те. Юрăç ача чухнех çухату тутине ас тивсе курнă, элек йывăррăн пусса тăнине те чăтма тивнĕ унăн. Юрăç юратнă, ăна хăйне те савнă. Пĕр çын кăна мар, пинĕ-пинĕпе, миллионĕ-миллионĕпе. Хĕрарăм туслăх, пултарулăх хакне те аван пĕлнĕ.

Асамлăха ĕненмелле

Эдит Джованна Гассион - çапла чĕннĕ шансонье пулас çăлтăрне - 1915 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ, чапа тухайман актриса Анита Майяр, хĕр ачана кукамăшĕпе хăварнă. Макăракан шăпăрлана лăплантармашкăн ватă хĕрарăм шывпа хутăштарнă эрех ĕçтернĕ. Юрать-ха ачан ашшĕ тупăннă. Эдит Луи Гассион хĕр ачана асламăшĕ патне Нормандие илсе кайнă.

Эдит хăй тĕлĕнмелле майпа сипленнине тăтăшах аса илет. Тăватă çулта унăн куçĕ шыçса хĕрелнĕ. Асламăшĕ хĕр ачана Терезий çветтуй мăнастирне илсе кайнă. Эдит унта чĕркуçленсе кĕлĕ тунă - хăйне каллех куракан тума йăлăннă. Вунă кунран унăн куçĕ чăнласах уçăлнă. Çавăнтанпа Эдит çветтуй Терезий тата пĕчĕк Иисусăн пĕчĕк турăшĕсене пĕрлех илсе çÿренĕ.

Урок: инкек - яланлăх мар, малашлăх çутă кунсем те илсе килет. Çакна шанма-ĕненме нихăçан та пăрхамалла мар. Асамлăх эпир кĕтнинчен тăтăшрах пулать, тепĕр чухне эпир ăна хамăр алăпах пурнăçлатпăр.

Йывăрлăхсене парăнмалла мар

Шкулта вăрах вĕренмен Эдит. Унăн асламăшĕ проституткăсен хуçи пулнă, çакна пĕлсен тантăшĕсем хĕр ачаран тăрăхлама пуçланă. Йăнăшсемсĕр çырма вĕренсе çитичченех шкулпа сыв пуллашса ашшĕн куçса çÿрекен циркĕпе тĕнче тăрăх çула тухнă вăл. Пĕрремĕш хут унăн чунне рабочисен кварталĕнче пурăнакан Луи тыткăнланă. Хĕр ача Марсель çуралнă. Анчах та унăн кун-çулĕ питĕ кĕске пулнă. Пепке менингитпа чирлесе вилнĕ, амăшĕ вара çакăншăн хăйĕн чухăнлăхне айăпланă. Çитмен пурнăç хĕрарăма урама хăваласа кăларнă - вăл юрлама пуçланă. Çапла ăна Парижри паллă ресторан “Жерни” хуçи Луи Лепле асăрханă.

“Пиаф” /“çерçи”/ хушма ят шăпах унта çакланнă ăна. Ресторана канма килекенсем юрăçа малтанах килĕштермен-ха - çи-пуçĕ чаплă хăнасеннипе килĕшсе тăман. Хĕрарăм сцена çине тухма хăй свитер çыхнă, анчах та çаннине вĕçлесе ĕлкĕреймен. Ăна шарфпа хупласа пытарма хăтланнă.

“Манăн çаврăнса утас килчĕ, - каласа кăтартнă каярахпа вăл. - Анчах та эпĕ йывăрлăхсене парăнма хăнăхман. Сцена çинчен каймарăм, юрлама пуçларăм. Тахăш самантра шарф ÿкрĕ, анчах та манăн çыхса пĕтермен çанă никама та кирлĕ пулмарĕ текех. Çынсем шăпланчĕç. Ĕнтĕ манăн килĕшÿсĕр тума та никам та асăрхамарĕ. Юраласа пĕтернĕ хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç”.

Урок: хăранине ирттерме тепĕр чухне хăюллă пĕр утăм кăна тумалла. Çак утăм çĕнтерÿ патне илсе çитерĕ. Малашлăхран хăранине пула кăна эпир çак утăма тумасăр нумай çухататпăр.

Сыв пуллашма та пĕлмелле

Луи Лепплене вĕлерсен хаçатсенче çак инкекре çамрăк юрăçăн айăпĕ те пуррине палăртса çырнă. Эдит пурнăçĕ тамăка çаврăннă. Вăл ĕçне те çухатнă. “Кама пăшăрхантарĕ манăн хуйхă? Вулакан çĕнĕ хыпарсем кĕтет, çакă - тĕп вырăнта! Трагедилле романăн, журналиcтсен калемне пула, вĕçĕ-хĕрри те курăнмастчĕ. Тĕп сăнарĕ вара - эпĕ”, - аса илнĕ юрăç.

Телее, çак кунсенче ăна хăйсен çумĕнчен пурте тĕксе яман. Вĕсенчен пĕри - Реймон Ассо поэт. Вăлах - Пиаф юррисен стилĕн сăмахĕсен авторĕ. Çапла хăюсăр çерçи шăпчăка çаврăннă. Ĕнтĕ унăн пултарулăхне миллион-миллион çын хакланă. Кĕçех вĕсен хушшинче юрату çуралнă. Анчах та хĕрарăма хăйĕн ролĕ хăвăрт йăлăхтарнă. Çапах та пархатарлăх туйăмне çухатман вăл.

Урок: тепĕр чухне пурнăç пирĕн çывăхри çынсем пирки шухăшласа пăхма сĕнет. Юлташсем кĕтмен çĕртен тăшмана çаврăнаççĕ. Палламан-пĕлмен çынсем пырса алă параççĕ.

Йăнăшсенчен хăрамалла мар

Унра шалта темĕнле вăй пулнă, илемлĕ марскер çынсене вăл çав хăватпа туртнă хăй патне. Мĕнлерех арçынсем пулнă унăн йĕри-тавра: Шарль Азнавур, Жак Пилс, Жан Маре, Ив Монтан, Жан Кокто... Марсель Сердан вара Пиаф чун-чĕринче ĕмĕрлĕхех йăва çавăрнă.

Боксер, тĕнче чемпионĕ хĕрарăма алă çинче çĕклесе çÿренĕ. Вĕсем чăн-чăн юлташсем пулнă. Паллашиччен виçĕ ачишĕн идеал шайĕнче пулнă ашшĕ тăрук... пуç çухатнă. Вĕсен хутшăнăвĕсем пирки çынсем калаçма пуçланă. Пĕррехинче пресс-конференцире арçын чăтайман: “Сирĕн пĕлес килет пулĕ-ха: юрататăп-и эпĕ Пиафа? Çапла, юрататăп! Вăл манăн еркĕн - мĕншĕн тесен эпĕ авланнă çын”. Çакăн хыççăн элек сарма чарăннă. Анчах телей нумая тăсăлман, юратнă çын... çул çинчи инкеке лексе вилнĕ. Пиаф та аварие çакланнă. Çитменнине - икĕ хут. Ăна пайăн-пайăн пуçтарнă тесен те йăнăш мар. Кĕлетки тата Марселе çухатнипе чунĕ ыратнине пула вăл морфипе туслашать. Анчах хĕрарăм каллех ура çине тăрать. Сцена çине тухать. Пиаф пултарулăхĕн биографийĕ малалла тăсăлать. Каярахпа вăл хăйне хăй вăрçать: “Куççуль çинче телей тăваймăн тесе хама ирĕке ямарăм... Вилĕм юратнă çынна илсе кайрĕ...”

Урок: йăнăшсене тÿрлетме вăй кирлĕ. Шăпа - хамăр алăра. Анчах та хамăрăн çитменлĕхсене курма пĕлмелле. Çавăн чухне тÿрĕ çул çине тухмашкăн çăмăлрах пулĕ.

Ырă кăмăллă пулмалла

Çул пуçламăшĕнче хăйне мĕнле йывăр пулнине асра тытаканскер çамрăк юрăçсене пулăшать вăл. “Эпĕ вĕсене мĕншĕн пулăшнинчен тĕлĕнеççĕ çынсем. Мрамор татăкĕнчен скульптура тунă ÿнерçĕ çеç мана ăнланма пултарать. Тĕллев мĕн чухлĕ кăткăсрах, ăна пурнăçа кĕртмешкĕн çавăн чухлĕ кăсăклăрах маншăн. Хăв пĕлнине ыттисемпе пайлани пысăк савăнăç кÿрет”, - палăртать Пиаф. Гонорарĕсене йăлт ыттисене пулăшмашкăн тăкаклать юрăç. Çавăнпах пурнăç тăршшĕпех нимĕн те пухаймасть.

Çамрăк юрăçсенчен пĕри, 26-ри Тео Сегапо грек, ăна çемье çавăрма ÿкĕте кĕртет. Арăмĕ упăшкинчен 21 çул аслăрах пулни никама та шиклентермест. Мăшăрĕшĕн тĕн те улăштарать Пиаф - католицизмран православие куçать: Тео грек чиркĕвĕнче венчете тăрасшăн. Вĕсем пĕрле 1 çул кăна пурăнаççĕ. 1963 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пиаф чĕри тапма чарăнать. Сагапо тата çичĕ çул пурăнать. Автокатастрофăра вилнĕскерне Пиафпа пĕр вырăнах пытараççĕ.

Урок: тавралăха, çынсене, ĕçе юратни хăват хушать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çапла пурăннă Эдит Пиаф. Çынсем ăна шăпах çапла пулнишĕн юратнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.