Комментари хушас

17 Çу, 2014

Çăварти юн та вĕриленчĕ

Сывлăх сунатăп пурне те пĕр харăс. Эпĕ çырни ĕнтĕ чылай çынна килĕшмест. Анчах алла калем тытмасăр чун чăтмасть.

Сăлтавĕ акă мĕнре. «Хыпар» хаçатăн кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче 12-мĕш номерĕнче тухнă «Аки-сухи юрларăмăр» статьяра Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчен А.Платонов çапла çырнă: «Ялта ăна Тапас Коли тесен пурте пĕлеççĕ, тимлĕ итлерĕ те çапла каларĕ: «Ĕлĕк хĕрарăма ĕçкĕре сĕтел хушшине те лартман».

Тĕлĕнсе хытсах кайрăм. Çăварти юн та вĕриленчĕ. Çĕр çинче 76 çул пурăнса кун пек сăмаха илтменччĕ. Анчах çилленсе çил арманĕ лартаймастăн тенĕ. Каярахпа, кăштах лăплансан, шухăшласа илтĕм. Ку тăрăхри чăвашсем /Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялсем/ кăштах урăхларах халăх. Атлашево поселокне Тутаркасси тесе ахальтен каламан-тăр. Ахăртнех, кунти халăхăн пĕр пайĕ пăлхарсенчен ĕрчемен.

Хăш-пĕр халăх хĕрарăма картсах каймасть. Ку тăрăхра кăна илтнĕ эпĕ: «Хĕрарăм вăл шуйттан, çĕлен», - тенине. Хамăра кам çуратнă-ши? Хĕрарăм мар-и?

Пирĕн несĕлсем хĕрарăма хисепленĕ, ун çине алă çĕклемен, ăна пăхăнса тăнă. Хĕрарăм килте асли пулнă. Ун çинчен манăн ентеш Г.Тимофеев /вăл Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче çуралса ÿснĕ/ хăйĕн «Тăхăр ял» очеркĕсен пуххинче лайăх çырса кăтартнă. Тутарстанра пурăнакан чăваш арçынни арăмĕпе канашламасăр нимĕн те туман. Кÿрши мĕн те пулин ыйтма пырсан, арăмĕ килте пулмасан парса яман. «Мăшăр таврăнсан килсе илĕн», - тенĕ.

Венгр ăсчахĕ, çул çÿревçĕ Арминий Вамбери /1832-1913/ çапла çырса хăварнă. «Чăваш арçынни арăмне те, çемйине те юратать. Ку енĕпе вырăсран та, тутартан та ирттерет. Арăмĕшĕн укçине пачах шеллемест. Ку - тахçанах çирĕпленнĕ йăла. Ытти тĕрĕксен теологийĕпе мифологийĕнче арçынсем кăна тĕл пулаççĕ, чăваш вара мĕн ĕмĕртенпех хĕрарăм турра пуç çапнă. Хĕрарăм йăла-йĕркере те пуç пулса тăрать унăн».

Тĕнчене, чăвашсен авалхи несĕлĕсем каланă тăрăх, Ама ятлă турă çуратнă. Амазонка та чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Ун пирки пĕрре те иккĕленмелле мар. Ама çын. Арçын - авланнă çын, ама çын – тĕнчене пурнăç паракан çын. Ывăл авлансан вĕсен килне «çĕнĕ çын килнĕ» тенĕ. Çапла - çын.

Вырăс чĕлхинче хĕрарăм çинчен темĕн калани те пур. Эпĕ вырăс сăмахлăхне те, халăхне те пĕрре те хурласшăн мар, ăна, ахăртнех, уйрăм çынсем каланă. «Курица не птица, баба не человек», «Баба с возу – кобыле легче»... Çемьере пĕрремĕш ачи хĕр çуралсан арçынна сивлеççĕ. Кукаçи те «бракодел»-ши вара? Анне вара – «брак»-и?..

Чăваш несĕлĕсен пĕрремĕш ача хĕр çуралсан савăнăçĕ ытларах пулнă. Амăшне кил-çурт тытса тăма пулăшнă вăл. Качча тухнă чухне хулăм укçи самай пысăк панă.

Эпĕ хам чăваш пулнипе мухтанатăп. Несĕлĕмсем сăварсем хĕрарăм çинчен пĕр начар сăмах та хăварман. Çавăн пекех - хуняма çинчен те. Кун çути пилленĕ, савăнăç кÿрекен çынна хаклама пĕлнĕ вĕсем. Хĕрарăм кил-çурт ăшшине упрать, пирĕнтен ача çуратса йăха малалла тăсать, пуласлăхпа тивĕçтерет.

Питĕ шел, халĕ чăвашсем усал сăмахпа усал курассипе Раççей шайĕнче пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ /эпĕ сăнанă тăрăх/.

Пирĕн пуçлăхсем ялти чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне лайăхлатас тесе паянхи куна мĕн тунă? Çак ыйту та пуçа çĕмĕрет.

Чăваш хĕрарăмĕ кил-çурт тытса, ача çуратса, выльăх усраса укçа тума пасара 40-50 çухрăма сĕт, килти апат-çимĕç сутма çÿрет. Упăшкисем ют çĕрте пилĕк аваççĕ. Хальхи чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл мар.

Раççей пĕр министрĕ Мускава каяс умĕн вĕрентсе хăварчĕ: «Сгущенка кăлармалли заводсем тумалла», - терĕ. Çакă кăна кăсăклă - кайиччен мĕншĕн туса хăвармарĕ?

Хальхи пуçлăхсем вăтанаççĕ пулĕ Мускавран сĕт-çу, сыр завочĕсем тума укçа ыйтмашкăн. Пирĕн кÿршĕсем ирçе-мăкшăсем тупнă-çке. Чăваш халăхĕ валли те тупăнатех ĕнтĕ...

 

Тĕрлемес чăвашĕ,

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.