Комментари хушас

17 Çу, 2014

Çĕнтерÿ еткерçи пулма çăмăл мар, чыслă çак ята тивĕçлĕн упрар

Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Анчах çак çынсен ячĕсем - вилĕмсĕр. Вĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче усал та шелсĕр тăшмана парăнтарнăскерсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартса килес ăру валли мирлĕ тÿпене сыхласа хăварнăскерсем, кунран кун ĕмĕрлĕхе сыв пуллашса пыраççĕ пирĕнпе. Чакать, хухать ветерансен речĕ... Анчах та вĕсен паттăрлăхне вăхăт та хуплаймĕ, манăçа кăлараймĕ. Пирĕн, паян пурăнакансен, ыран çак çĕр çине килекенсен, тăрăшмалла çакăншăн.

...Тин кăна çан-çурăма çÿçентерсе вĕрекен сивĕ çил те вăтанчĕ пулас кăкăр тулли орден-медаль çакнă çынсенчен - çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче сап-сарă хĕвел йăлтăр-р кулса ячĕ. Çĕнтерÿ кунĕ - мирлĕ халăхшăн чăн-чăн уяв - çитнишĕн çут çанталăк та савăннăнах туйăнчĕ çак кун. Хĕрлĕ тÿреме халăх ир-ирех туртăнма тытăнчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх уяв çавăнта иртессе кĕтеççĕ-çке пурте. Ветерансем, мĕн тăвăн, вăхăт шелсĕр, хисеплĕ çыннăмăрсен вăй-халĕ те чаксах пырать, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем çавăтнă май вĕсем валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене йышăнчĕç. Уяв кăмăлне ача-пăча тата ытларах хăпартлантарчĕ - ÿсекен ăру патриот туйăмне хаклать апла. Çамрăк ашшĕ-амăшĕ те Çĕнтерÿ кунне халалланă митинга ачисемпех пыма тăрăшать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех - сумлă ытти хăна та: РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата республика шайĕнчи влаçăн тĕрлĕ юппинче ĕçлекенсем. Тĕп вырăнта, паллах, ветерансем пулчĕç. Вĕсемпе пĕрлех - хĕрÿ вырăнсенче иртнĕ хирĕç-тăрусене хутшăннисем те.

Уяв хулари Мухтав монуменчĕ умĕнче пуçланчĕ. Сумлă хăнасемпе пĕрле республика ертÿлĕхĕ монумент умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Асăну часавайĕнче çурта çутрĕç. Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри хирĕç-тăрусенчен таврăнайманнисене асăнса вĕсен палăкĕсем умне чĕрĕ чечексемпе пычĕç, шăплăхра пуç тайрĕç.

Çĕнтерÿ çăмăллăн килмен. Миршĕн тата ирĕклĕхшĕн фронтра кăна мар, тылра та шăла çыртсах кĕрешнĕ - çак шухăша палăртрĕ Михаил Игнатьев хăйĕн салам сăмахĕнче. Халăх чунран кĕтекен кун совет çыннисемшĕн питĕ пысăк хака кайса ларчĕ - фронта пирĕн 210 пин ентеш тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Çĕнтерÿçĕсен тăван киле çаврăнса çитсен татах çанă тавăрма тивнĕ - юхăннă хуçалăха çĕклемешкĕн çăмăл пулман. Ĕнерхи салтаксем тепĕр хут паттăрлăх кăтартнă - арканнă çĕр-шыва пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек кĕске вăхăтра пуçтарнă, экономикăна ура çине тăратса аталантарнă. Шел, истори чăнлăхне паян тÿнтерле çавăрас текенсем пур...

“Тăван çĕр-шывшăн пуç хунисене асра тытасси - пирĕн таса тивĕç, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Ÿсекен ăрăва вĕсен тĕслĕхĕ çине таянса воспитани памалла. Çамрăксем пирĕн аслă çĕр-шывпа мăнаçланма пĕлччĕр. Паянхи куншăн çакă уйрăмах çивĕч. Чикĕ леш енчи вăйсем историе çĕнĕрен çырма хăтланаççĕ, фактсене улăштараççĕ, фашистла Германие çĕнтернинче пирĕн халăхăн рольне пĕчĕклетсе кăтартасшăн. Тăванла Украинăра мĕн пулса иртнине сăнаса чун ыратать. Юн та юхрĕ унта. Политиксем хĕтĕртнипе фашизма çĕнтернин паллисене пĕтереççĕ, çĕнтерÿçĕсен таса ячĕсене варалаççĕ. Пирĕн çĕр çинче кун пекки нихăçан та пулса иртмĕ!”

Пухăннисене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Алексей Яковлев саламларĕ. Иртнĕ кунсене аса илмесĕр чăтаймарĕ, паллах, вăл. 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ яша. Алексей Яковлевич Финляндипе çапăçнă çĕре хутшăннă. Тăван çĕр-шывшăн пыракан хаяр кĕрешÿсене танкист пулса хутшăннă. Танк 8-мĕш дивизийĕн йышĕнче хастар ентешĕмĕр Львова, Киева, Харькова ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Сталинградшăн пынă вилĕмлĕ кĕрешÿре паттăрлăхпа палăрнă. Румыние, Болгарие, Венгрие, Чехословакие çитнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн та çул килелле тÿрех выртман-ха - 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшчен яппун вăрçине хутшăнма тивнĕ. Алексей Яковлев Мускаври Çĕнтерÿ парадне те хутшăнма тивĕçнĕ.

Çамрăк ăру ячĕпе ветерансене Шупашкарти 36-мĕш вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренкен Марина Семенова саламларĕ.

Мĕнле уяв вăл - парадсăр? Тепĕр тесен, нумайăшĕ шăпах çар техникине курас тĕллевпе те тухать вĕт уява. Шупашкарти çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ, йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсен колоннисем, Афганистан ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказра çар тивĕçне пурнăçланисем, кадет шкулĕнче, полици академийĕнче вĕренекенсем харăссăн пуса-пуса иртрĕç. “Тăван çĕр-шывăн ывăлĕсем” парада хутшăнмашкăн Мускавран çитнĕ. Пĕтĕмĕшле парада 1200 çын тата 60 ытла çар техники хутшăнчĕç. Уяв кунĕнче Шупашкарти “Çĕнтерÿ” мемориал комплексĕнче, Хĕрлĕ тÿремре тата хулари тĕрлĕ лапамра иртнĕ мероприятисене 20 пин ытла çын хутшăннă.

Çар техники мăнаçлăн иртни пухăннисене тыткăнларĕ. Т-34 танк броня çине салтаксене лартнă. Сăмах май, вăрçă вăхăтĕнче чи лайăх çар машини шутланнă вăл. Мухтавлă та мăнаçлă “Катюшăна” çывăхран тата ăçта курăн-ха? Гаубица, зенитка, танксене пемелли пушка... Командирсен машинисем...

Унччен те пулмарĕ, тÿпере самолетсем вĕçме тытăнчĕç те вĕсенчен парашютистсем “тăкăнчĕç”. Малтанах çĕр çине шăп палăртнă вырăна Çĕнтерÿ ялавне тытнă парашютист анса ларчĕ, ун хыççăнах Раççейĕн виçĕ тĕслипе тепĕр спортсмен çитрĕ. Нумаях та вăхăт ирмерĕ, чăвашăн сарă хĕвел пек ялавĕ те çынсен пуçĕсем çийĕн ялкăшрĕ.

Митинг хыççăнах уяв концерчĕ пуçланчĕ. Пухăннисене салтак пăттине ас тивсе пăхма сĕнчĕç.

Республика Пуçлăхне те, вăрçă ветеранĕсене те Хĕрлĕ тÿремрен тÿрех ямарĕç-ха - вĕсемпе пĕрле сăн ÿкерттерес текен йышлăччĕ.

Каçхине вара яланхи пекех тÿпене салют йăмăх çутипе ялкăштарчĕ. Ан тив, ветерансен чунĕсенче, тен, вăл вăрçă сассине те вăратрĕ пуль. Ан тив, тăлăх арăмсен чунĕсем çак самантра ĕмĕрлĕхе çамрăклăхра тăрса юлнă мăшăрĕсене аса илсе ĕсĕклерĕç пуль. Ан тив, кун çути кăтартса юратса ÿстернĕ ывăлĕсене хĕрÿ вырăнсенчен кĕтсе илейменнипе пирчейми суранĕсем амăшĕсен татах та касса ыратрĕç пуль. Мĕн тăвăн - вăрçă ыратупа инкек кăна илсе килет. Анчах та Çĕнтерÿ кунĕ уяв савăнăçĕпе пĕрлех çирĕп шанăç та кÿтĕр - текех ан пултăрччĕ вăрçă! Тĕнче ача-пăча савăнăçлă сассипе тултăр. Аттесемпе аннесем кукамай-кукаçи, асанне-асатте пуличчен пурăнса канлĕ ватлăхпа киленччĕр...

 

Районсенче

ЭЛĔК. Салари ача-пăча библиотекинче “Çĕнтерÿ кунне аса илер-ха” хăюлăх сехечĕ иртнĕ. Районти вăтам шкулта 4 “Б” класра вĕренекенсемпе тыл тата педагогика ветеранĕ Александр Ананьев тĕл пулнă. Александр Ананьевич вăрçă вăхăтĕнчи ачалăха аса илнĕ - ун чухне вăл 11 кăна тултарнă-ха. Йÿçĕ аса илÿ куççуль кăларнă. Ачасем ветеран сăмахне кăсăклансах итленĕ, ыйтусем панă.

Район центрĕнче ветерансене халалласа митинг иртнĕ. Элĕк çĕрĕнчен 9115 çын тухса кайнă фронта, 4567-шне тăванĕсем кĕтсе илеймен. Халĕ Элĕк тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 28 ветеранĕ пурăнать.

Пухăннисене уявпа район пуçлăхĕ Владислав Дубинин, район администраци ертÿçи Александр Куликов саламланă. Ветерансемпе сăн ÿкерĕнме кăмăлланисем йышлă пулнă. Тăнлавĕсем кĕмĕлленнĕ салтаксем çемье альбомĕсенчен хăйсем сыхласа хăварнă мире малашне те упрама ыйтса тинкерĕç.

ÇĔМĔРЛЕ. Çĕмĕрле ялĕнче уяв митингран пуçланнă. Район администрацийĕн ертÿçи Лев Рафинов уявпа саламланă май паянхи тĕллевсене аса илтернĕ - Çĕнтерÿ еткерçисем пулма çăмăл мар, чыслă ята çамрăк ăрăвăн çÿлте тытмалла, аслисен вара вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама пĕлмелле.

Çĕнтерÿçĕсене асăнса лартнă палăк умне чечкесем хунă хыççăн пуçланнă концертра салтаксене малалла талпăнма, тăшмана парăнтарма хавхалантарнă юрăсем янăранă.

Етĕрне. Хулара тата районти кашни ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине халалласа митингсем иртрĕç.

Пухăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе хула пуçлăхĕ А.Агаков, республикăри çар комиссариачĕн Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи пай ертÿçи А.Прокопьев саламларĕç.

- Етĕрне районĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 10108 çын хутшăннă, вĕсенчен 5368-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Пирĕн ентешсем вăрçăра тăшманпа хăюллăн çапăçнă, çĕнтерĕве çывхартнă. Е.Пайгусов, А.Якунин тата Ф.Орлов Совет Союзĕн Геройĕ ят çĕнсе илнĕ, эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр, - палăртрĕ Александр Геннадьевич.

Вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

 

Хатĕрленĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.