Кил ăшшине упракан
Оксана Григорьева Канаш районĕнчи Улаксарта пурăнать. Çут тĕнчене сусăр килни унăн калаçăвĕнче, ăс-хакăлĕнче пачах та палăрмасть. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕн алли чиперех ĕçлет, ури çеç вăйсăр та хавшакрах. Çапах та пысăк та капмар кил-çурт вăтăртан каçнă черченкĕ çак хĕр пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Кил, çемье ăшшине упраса пурăнать вăл. Хĕрарăмсăр кил-çурт илемĕ те çук тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Оксанăн та пĕрмаях ĕç нумай. Ашшĕпе шăллĕне апат пĕçерсе çитермелле, пÿрт-çурт тирпейлемелле. Пахча çимĕç лартассишĕн те, выльăх-чĕрлĕх пăхассишĕн те Оксана яваплă. Паллах, килтисем кун пек чухне пулăшаççĕ, йывăр ĕçлеттерме тăрăшмаççĕ ăна.
Ял-йышра - хисепре
Эпир çитнĕ чухне Оксанăн пÿрт умĕнчи хĕп-хĕрлĕ тюльпанĕсем куçа йăмăхтарса ларатчĕç. Пурнăçа юратакан ырă кăмăллă хĕр пĕрчи чечексем юратать. Чÿрече ани çинче, пахчара темĕн тĕрлине ÿстерет. Вĕсем çурăлсан тем пек хĕпĕртет. Вăррине, улмисене ятарласа Канаша кайса туянать.
Кÿрши-арши, ял-йыш маттур та тирпейлĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен пулнишĕн хисеплет ăна. Çулсерен иртекен ял уявне кукăльсем, тортсем пĕçерсе тухать Оксана. Кондитера вĕренмесĕрех тутлă апат-çимĕç янтăлама ăста вăл.
Юрату çинчен
Пиччĕшĕ Андрей çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн Оксана вырăсларан чăвашла сăвă куçарнă. Кайран хăй çырса пăхма шухăшланă. Хаçатра пичетлесе кăларни питĕ савăнтарнă ăна. Чăвашла та, вырăсла та сăвăсем шăрçалать халĕ Оксана, ытларах юрату çинчен хайлать. Каярах чăваш кăларăмĕсенче пичетлени пушшех хавхалантарнă пикене. Халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах алла калемпе хут тытма васкать.
Мал ĕмĕтлĕ пике
Пуян чун-чĕреллĕскер ялти культура çуртĕнче иртекен пĕр концертран та, уявран та юлмасть. Çутă ĕмĕтсемпе пурăнать вăл. Пурнăçа та урăхларах, сывă çынсенчен хитререх, тата та илемлĕрех курать. Кичемленсе, тунсăхласа лармасть Оксана. Кăмăл сÿрĕкрех пулсан тÿрех пĕр-пĕр ĕçе пуçăнать те чун пусăрăнни тÿрех иртет. Çут çанталăкăн мĕн пур вăхăтне кăмăллать. Хĕлле лапка-лапка юр çуни, çуркунне вăрманта пĕрремĕш çеçпĕл шăтса тухни, çу кунĕсенче чечексем çурăлни, улма-çырла çитĕнни, чÿречерен сар çулçăллă кĕр кунĕ шаккани пикене хитре те илемлĕ пурăнма, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланма хистеççĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.